Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

усӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
усӑллӑ (тĕпĕ: усӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Полк командирӗ каланӑ тӑрӑх, офицерсем малтан священник сӑмахӗсене тӑрӑхласа итленӗ, анчах кайран малти линири чӗрчунсен ӗҫӗ, чи малтан боецсем патне пӗр сас-чӗвсӗр турттарса пырас ӗҫре усӑллӑ пулма пултарнине ӑнланса илнӗ.

По словам комполка, офицеры сначала с юмором отнеслись к словам священника, но потом поняли, что работа животных на передовой может стать эффективной при выполнении тех или иных задач, прежде всего в бесшумной доставке груза к бойцам.

Пушкӑртран СВО зонине илсе килнӗ лашасем ҫар задачисене пурнӑҫлама тытӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3399693

Ачасене ҫутҫанталӑкшӑн сиенсӗр тата сывлӑхшӗн питӗ усӑллӑ ҫав транспорт хатӗрӗн тӗлӗнмелле историпе паллаштарнӑ, ҫавӑн пекех велосипедистсем пӗлмелли ҫул паллисене аса илнӗ.

Ребят познакомила с историей этого замечательного без вредного для природы и очень полезного для здоровья транспортного средства, а также вспомнили дорожные знаки, которые должны знать велосипедисты.

Ачасене спортпа вӑйӑ программине пухнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... hn-3395860

Кунта Пӗчӗк тӑван ҫӗршывшӑн тумалли усӑллӑ ӗҫсен ҫулталӑкне халаллласа районсем хушшинчи пултарулӑх пӗрлехӗсем (вӗсем Пушкӑртстанра пурӗ 7) наци картишӗсем йӗркелнӗччӗ.

Помоги переводом

«Журфест -2023» 400 яхӑн журналиста пухрӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/festival/2023-08 ... hr-3395389

Ҫапах шӑпине ӳпкелемест вӑл, хӑйне хевтесӗр тесе шутламасть, ҫавӑнпа пуҫне те усмасть, вӑхӑта усӑллӑ ӗҫ туса ирттерме тӑрӑшать.

Помоги переводом

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

«Шурӑ чулсем» спортпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта ачасен канӑвӗ усӑллӑ ирттӗр тесе виҫӗ темӑпа ятарлӑ сменӑсем йӗркеленӗ.

Помоги переводом

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Пушӑ вӑхӑта уҫӑ сывлӑшра ирттерни сывлӑхшӑн та усӑллӑ.

Помоги переводом

Ытарайми ҫуллахи савӑк кунсем // Людмила АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... em-3388943

Обществӑна усӑллӑ ӗҫсен шутне ачасем шкул территоринче йывӑҫсем, чечексем лартни, шкул мероприятийӗ умӗн класа е лапама илемлетни, библиотекӑра е музейра пулӑшни кӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

Сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Пушкӑртстан шкулӗсенче мӗн улшӑнӗ? // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/v-ren/2023-0 ... -n-3389073

Тата ачасем хӑйсен пухмачне ансат та усӑллӑ вӑйӑсемпе тултарнӑ – халӗ вӗсен урамра тусӗсемпе мӗн те пулин тумалли пурах ӗнтӗ.

А еще дети пополнили свою копилку простыми и полезными играми – теперь им точно есть чем заняться во дворе с друзьями.

Картиш вӑййисем — вӗрентӳ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nt-3390331

Юрий СНЕГОПАД; Ҫтерлӗ районӗ, Усӑллӑ ялӗ.

Помоги переводом

Чун туртни – физкультура учителӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... el-3388977

Ҫтерлӗ районӗнчи Усӑллӑ ялӗнче те ҫак уява манӑҫа кӑларман.

Помоги переводом

Чун туртни – физкультура учителӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... el-3388977

Вӑхӑта усӑллӑ ирттерӗр, тахҫанхи кӳренӳсене ан аса илӗр.

Проведите время с пользой, не вспоминайте былые обиды или размолвки.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унта усӑллӑ паллашусем пулма пултарӗҫ, шанчӑклӑ туссем тупас шанчӑк та пур.

Это может принести полезные знакомства, а также новых верных друзей.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Олег Николаев ку ӗҫе йӗркелемеллине палӑртнӑ май специалистсен ушкӑнне опытпа паллашма «Артека» ярса килме сӗнчӗ — унти ӗҫ мелӗсем кунта та вырӑнлӑ, усӑллӑ пулӗҫ.

Помоги переводом

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Ачасем «усӑллӑ темӑна» лайӑх хӑнӑхса ҫитнӗ, апат вӑхӑтӗнче хавхаланупа сывлӑх зарячӗ, ҫӗнӗ пахча ҫимӗҫрен салатсене дегустациленӗ чухне питӗ нумай эмоцисем илнӗ.

Дети хорошо усвоили «полезную тему» и получили массу положительных эмоций, заряд бодрости и здоровья во время обеда, дегустации салатов из свежих овощей.

Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... un-3382917

Ачасемпе пахчаҫимӗҫ улма-ҫырла ҫинчен калаҫусем ирттернӗ, мӗн тума кирлӗ вӗсем, мӗнпе усӑллӑ вӗсем.

С ребятами были проведены беседы «Какие бывают овощи и фрукты», «Для чего они нужны и чем они полезны», «Труд взрослых в саду и в огороде».

Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... un-3382917

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулӑн ҫуллахи кӑнтӑрла пулмалли лагерьти вуннӑмӗш кун пӗрремӗш отрядшӑн усӑллӑ иртнӗ.

Десятый день пребывания в ЛДП МОБУ СОШ 2 был плодотворным для первого отряда.

«Светлый путь» хаҫат редакцинче пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ln-3382722

Канашлӑва йӗркелекенсене мӗн тери пысӑк тав туни пурне те питӗ интереслӗ те усӑллӑ пулчӗ!

Помоги переводом

Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑхӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... te-3353036

Хӗрарӑмсемшӗн ювелир лавккине кайни усӑллӑ пулӗ, арҫынсен вара спорт мероприятине каймалла.

Женщинам полезно посетить ювелирный магазин, а мужчинам спортивное мероприятие.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫак кунсенче укҫа енчен лару-тӑру йӗркеленӗ е усӑллӑ япала туянатӑр.

Период, когда произойдёт улучшение материального положения или совершение полезной покупки.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашма ан хирӗҫлӗр – пуласлӑхра вӗсем усӑллӑ пулӗҫ.

Также лучше не отказываться от знакомства с новыми людьми, в будущем они будут полезны.

26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней