Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паганель вара куҫҫуль тухнишӗн вӑтанса тӑмарӗ, вӑл пӗчӗк ача евӗрлех уласа йӗрет.Что касается Паганеля, то он и не пытался скрывать своих слёз: он рыдал, как ребёнок.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Дирижер сигнал панӑ пекех сасартӑк сывлӑша уласа кӑшкӑрнисем, ҫухӑрса макӑрнисем, ӗсӗклесе йӗнисем янтӑратса ячӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫил-тӑман ҫӗр каҫах уласа шавларӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӗмене татӑкӑн-татӑкӑн салатакан хӑрушӑ сасӑ вӑрман чӑтлӑхне тулса янӑрарӗ, ун тӑрӑх уласа кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӑвӑл туллашса уласа вӗрет, туратсем шатлатса хуҫӑлаҫҫӗ, йывӑҫсем кӗрӗслетсе ӳкеҫҫӗ, тулнӑ шыв шавласа ыткӑнать, ҫак самантра мӗн те пулсан илтӗнессе асне те ан ил.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хальхинче вӑй илнӗ ҫил ҫекундра ҫирӗм сакӑр метр вӗҫтерет: вӑл хушӑксенче уласа йӗрет, шӑхӑрать.Ветер теперь нёсся со скоростью двадцати восьми метров в секунду; он свистел и выл в снастях.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Уласа, йынӑшса, пӗлӗтелле шӑтарса кӗрет йывӑр снаряд.Завывая, со стоном, высоко в небе буравил воздух тяжелый снаряд.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл хӑй уласа йӗрсе ярас патнех ҫитнине туйса илчӗ, хӑраса кайрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тинех ҫитрӗ ун ӑсне мӑшкӑлпа хурлану капланса, кашкӑр евӗр уласа макӑрса ячӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Амӑшӗпе Чук таврӑнсан, мана шырама тытӑнаҫҫӗ, эпӗ вара арча ӑшӗнчен хӑрушшӑн уласа яратӑп, тесе шутланӑ Гек.Он решил, что когда они вернутся и станут его искать, то он из сундука страшно завоет.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Хӑвӑрах кӗрсе уласа выртӑр…
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Эпир чӗнмесӗр выртатпӑр-выртатпӑр та, сасартӑк уласа яратпӑр!
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Гек мӗн вӑй ҫитнӗ таран уласа макӑрма тытӑнчӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Кайрантарах, пушар тухсан, кӑшкӑракан сирена уласа ярсан, эпӗ чӑтса тӑраймарӑм.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Ҫурт патне ача мар, упа ҫывхарнӑ чухнехи пекех хаяррӑн уласа ячӗ йытӑ.Завыла отчаянно собака, точно к дому подходил не мальчуган, а медведь.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Сарайӗнче выртакан Арапкӑ та вӑранчӗ, кашкӑра сиссе уласа ячӗ, чӑхсем кӑтикле пуҫларӗҫ.Арапка проснулась под сараем и, почуяв волка, завыла, закудахтали куры.
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
Лешӗ каяла ҫаврӑнса шӑлне шатӑртаттарса илчӗ; анчӑк нимне пӗлмесӗр чарӑнчӗ, унтан — ку манпа вылять-ха тесе пулас, пуҫне ҫурт еннеле туса янӑравлан та савӑнӑҫлӑ уласа ячӗ: хӑй патне кашкӑр амипе выляма амӑшне — Арапкӑна чӗнет пек.
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
Йытӑ мулкача хӑваланӑ вӑхӑтра кашкӑр, ним систермесӗр, мулкач ҫаврӑнса ҫӳрекен йӗр ҫине тӑрать, вара, мулкач ҫине уласа вӗрекен йытта кӗтсе илет те, ӑна сасартӑк ярса тытать.Как волк на гону молча становится на круг и, наждав ревущую по зайцу собаку, ловит ее.
X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ҫавӑн вырӑнне, ҫын инкекне сиссе, вӑл пуҫне ҫӳлӗ ҫӗкленӗ те уласа янӑ.Вместо этого, чуя беду человеческую, она подняла высоко голову и завыла.
X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ҫапла пулнӑ пулас та ӗнтӗ: Травка уласа хӑй патне Энтип пиччене чӗннӗ.Так-то, скорее всего, и было: Травка воем своим призывала к себе Антипыча.
VII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.