Поиск
Шырав ĕçĕ:
Софья кӑмака ҫумӗнчи сак ҫинче ларчӗ, чӑмӑртанӑ аллисене кӑкӑрӗ патне тытса ҫавӑркаларӗ, тутисене ҫулакаласа илчӗ.Софья сидела на скамейке под печкой, быстро крутя на груди стиснутые руки, и облизывала губы.
XXVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Хӗр йӗрӗннӗ пек пулса тутисене пӑркаларӗ.
VI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Вӗсем пурте пуҫӗсене ҫӗклемесӗр алӗҫӗ ҫине пӑхса лараҫҫӗ, чӳречерен шакканине илтсен, пурте кӑшт ҫеҫ йӑл кулса тутисене хускатса илеҫҫӗ.
VI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Радист тутисене ҫыртса лартнӑ та пӑлханчӑклӑн приемник аврине ҫавӑрать.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл, йӗрсе ярас мар тесе, тутисене ҫыртрӗ те, тӑруках ҫаврӑнса ҫыран тӑрӑх кайрӗ.Она прикусила губу, чтобы не расплакаться, и, резко повернувшись, пошла по берегу.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Акӑ вӑл сӗтел патӗнче чарӑнса тӑчӗ, темскер шутласа кӑларнӑ чухнехи пекех тутисене хуллен сиктеркелесе, сехете хӑй еннелле ҫавӑрчӗ, унтан Агаев еннелле ҫаврӑнчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Кӳреннипе тутисене ҫыртса, Синицкий хуллен шар патнелле кайрӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Шурса кайнӑ тутисене Васильев ыратичченех ҫыртса лартнӑ, чарса пӑрахнӑ куҫӗсем тимлесех выляса тӑракан мӗлкене сӑнаҫҫӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Мариамран вӑл ҫырса пынӑ тетрадьсене илчӗ, кӗсйинчен шутламалли линейка кӑларчӗ те, тутисене пӗрсе, хӑйне пӗтӗмӗшпех тӗрӗс мар пек туйӑнакан числосене тепӗр хут шутласа тӗрӗслеме тытӑнчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тутисене хыттӑн чӑмӑртаса тытнӑ та нимӗн чӗнмесӗр тӑраҫҫӗ, хӑйсен куҫӗсем пӗр мӑчлаттармасӑр хаяр инженер ҫине пӑхаҫҫӗ.Стиснув зубы, молча стояли они и, не моргая, смотрели на строгого инженера.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӑл, такамран йӗрӗнсе кулнӑ пекех, тутисене хыттӑн чӑмӑртаса лартнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вара пирӗн еннелле ҫав тери тутлӑ шӑршӑ килчӗ те, манӑн сӗлеке юхма тытӑнчӗ, Гарик те тутисене ҫулакалать.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тутисене чӑмӑртаса, Батманов ӑна кӑмӑллӑн сӑнаса тӑчӗ: ҫак ӗҫе вӑраха хӑварса тӑвакан ҫын халӗ унӑн шанчӑклӑрах помощникӗ пулса тӑчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Мирон унпа тавлашмарӗ ӗнтӗ, шухӑшлӑн кулкаласа, тутисене ҫеҫ ҫуласа илчӗ: Яков ӗҫсем чӑнах та ҫапла пулнине курчӗ: пурте питӗ лайӑх пулса пычӗ, пурте хӗпӗртесе кайрӗҫ, Митя, крыльца ҫине хӑпарса тӑрса, картишне пухӑннӑ рабочисене Петербургра мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ, рабочисем урра кӑшкӑрчӗҫ, унтан Митьӑна, алли-уринчен тытса, сывлӑшалла ывӑтма тытӑнчӗҫ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унтан шыҫса кайнӑ тутисене мӑкӑртса, хытӑ ҫыртса лартнӑ, тилӗ шӑлӗсем пек шӑлӗсене кӑтартса хушса хучӗ:И, вздёрнув распухшие губы, показывая крепко сжатые лисьи зубы, она дополнила:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Татьяна, йывӑр ҫын пулнӑскер, питӗ шыҫса кайнӑ, тутисене мӑнаҫлӑн тӑсса лартнӑ, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн пӗр харӑсах виҫӗ кӗнеке вуласа выртнӑ, унтан уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ, упӑшки унпа юнашар пӗчӗк йытӑ пек лӑпӑстатса пынӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Пурнӑҫ — илемлӗ япала! — тенӗ те вӑл, ӗҫӗн таттисӗр вӗресе тӑракан хуранне кӗрсе кайнӑ; рабочисене вӑл кӑмӑла килнӗ, ҫамрӑксем кулнӑ, пир-авӑр тӗртекен ватӑ ҫынсем пуҫӗсемпе кӑмӑллӑн сулнӑ, Мирон та унӑн кулӑпа ҫутӑлса тӑракан калаҫуне итлесе, хӑйӗн ҫӳхе тутисене чӗлхипе ҫулласа илнӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫӑра сухаллӑ темӗн пысӑкӑш ҫын, пир-авӑр фабрикин хуҫи Комолов ӑна кишӗр тӗслӗ пӳрнипе юнарӗ, анчах та хӑй ачашшӑн, вӑкӑрӑнни пек куҫӗсене чарса пӑрахса, тутисене чаплаттарса калаҫрӗ:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Мӗн, сволочь? — ыйтрӗ Артамонов хӑйӗн тӑшманӗнчен; лешӗ вырӑнтан та тапранмарӗ, ответ та памарӗ, тутисене ҫеҫ хускаткаласа илчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хура та кӑтра Степа чӳрече ани ҫинче хӑйӗн хулӑн тутисене усса, чӗтрекен аллипе ҫамкине шӑлкаласа ларать; вӑл халех ҫӗре ӳкес пек, пуҫӗпе урайне ҫапӑнас пек туйӑнать.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.