Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тутине (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микула тутине татса илес пек ҫыртрӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑйне хӑй пултаруллӑ полицейски шутласа, тутине хӑрах еннелле чалӑштарса куланҫи пулчӗ те аллипе Ҫтаппан ҫине тӗллерӗ:

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗлип, иклеткелесе илсе, черккери эрехе ӗҫрӗ те тутине ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлкаларӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье, эсӗ те аҫу хӑраххиех тенӗ пек, тутине пӑрса ывӑлӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те урӑх нимӗн те шарламарӗ, лавккине тултан ҫӑрапа питӗрчӗ, уҫҫине хӗвне чикрӗ, крыльцаран васкамасӑр анса, пӗчченех тӑвалла утрӗ.

Помоги переводом

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Усӑнакан йывӑр пуҫне ҫӗклесе тем каласшӑн пулчӗ-ха вӑл — калаймарӗ, тутине ҫеҫ мӗкӗлтеттерсе илчӗ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗкӗт ҫак самантпа усӑ курса юлас терӗ, хӗре чуптума тӑчӗ, анчах Хрестук шӗвӗр пӳрнипе тутине хуплама ӗлкӗрчӗ.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех Сахар кӗлечӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун алӑкне хӑлӑпӗнчен ҫыртса уҫрӗ те тутине мӗкӗлтеттерсе, унти сӗлле кӗмпӗртеттерсе ҫиме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ун ҫинчен калаҫса ҫӑвар тутине пӗтерер мар, Кӗркке.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара тутине выляткаласа, ахаль те хӗсӗк куҫӗсене мӑч-мӑч хупса нумайччен пӗрре Сарри ҫине, тепре Атапай ҫине пӑхрӗ.

Помоги переводом

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Хӑйӗн нуратдинне кӗтсе ывӑннӑ Али-Акрам Кӗрккене курсан куҫне-пуҫне чарса пӑрахрӗ, темиҫе хутчен тутине чаплаттарса илчӗ.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн пур йӑла та темиҫе ялпа чӳк ирттерсе выльӑха пусса пӗтересси кӑна, — йӗреннӗ пек тутине йӗлпӗртсе каларӗ ҫӗрпӳ.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ай ӑслӑ сӑмах каларӑн, Усеин-Сеит князь! — тутар пек пуҫне пӑркаласа тутине чаплаттарчӗ Мамич-Бердей.

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун ҫинчен калаҫса ҫӑвар тутине пӗтериччен вырӑссене мӗнле кӗтсе илесси ҫинчен сӑмахлар.

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Парнесем те пулчӗҫ пулмалла? — тутине йӗлпӗртрӗ Мамич-Бердей.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пирки калаҫса ҫӑвар тутине те ан пӗтерӗр.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша окольничийӗ престолсӑр хӑварнӑ ҫынпа тавлашса ҫӑвар тутине сая яма шутламанччӗ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун ҫӑлтӑр пек куҫӗсене, хура куҫ харшисене, пиҫнӗ ҫырла пек тутине курсан каччӑ чӗри кӑрт турӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун ҫинчен калаҫса ҫӑвар тутине те пӗтерес килмест.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑксем мӗнле мыскаралла этемсем-ха кусем, пирӗн пата мӗн амакӗ тума килчӗҫ тесе ҫеҫ тӗлӗнсе пӑхрӗҫ вӗсем ҫине, ваттисем шикленмеллипех шикленсе ӳкрӗҫ: хальхинче муллапа ун ҫыннисем калаҫса ҫӑвар тутине пӗтерме килмен, ӗҫ тума килнӗ.

Помоги переводом

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах иккен, леш «тискер» этемӗ кӑткӑсене тытма кӑткӑ йӑвисем ӑшне виҫшер-тӑватшар пушӑ бутылкӑсем лартса тухнӑ; бутылкӑ тутине тутлӑ ҫимӗҫпе сӗрнӗ пулмалла, кӑткисем пырса сырӑнаҫҫӗ те шала, бутылкӑ ӑшне, ӳкеҫҫӗ, каялла тухаймаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней