Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӗкӗ шӑтӑкӗсем шӑлтлатса ҫурӑлаҫҫӗ, нӳрӗ сыпнӑ турат вӗҫӗ йӑскӑлтатса пӑсланать.Костер горел весело, постреливая и шипя паром, когда попадался сырой сучок.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫармӑс ачи пӗр ҫӗклем хӑрӑк турат пухса килнӗ те вӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн хӗресле-пирлӗ кӑвайт ҫине хурать.Парень-черемис принес целую охапку сухих веток и беспрерывно подкладывал их.
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Таҫта ҫилпе хӑрӑк турат ҫӗре татӑлса анать.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Старик хускалса йӗри-тавра пӑхкаласа илет те вут ҫине типӗ турат пӑрахать.Старик завозился, огляделся вокруг, сердито бросил в огонь сухую ветку.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӗттӗмрен пӗрре йӑшӑлтатакан кукӑр турат, тепре ҫара ҫерҫи ҫунатти вӗлтлетни курӑнать.Из темноты возникают то шевелящиеся ветви, то крылья летучих мышей.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йӑвисенче тӑрмашакан кураксем картиш тулли вӗт турат тӑкса тултараҫҫӗ, каҫӑхса кайса кӑшкӑрса ҫут тӗнче ырлӑхне мухтаҫҫӗ.Грачи, копошащиеся в гнездах, засыпают двор мелкими сучьями, с криком восхоляют прелести этого мира.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӑсамӑк курӑкин те, кӑвак пыл чечекӗн те, утмӑл турат саррин те — кашнин хӑйсене пуҫтармалли вӑхӑчӗ, мелӗ пулнӑ.
Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Турат куҫлӑ вӗлле виҫӗм кунах уйӑрмаллаччӗ.
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кашнинех — кайӑксене тухса кеме — хитре крыльца, ларса канма та юрлама — тип турат ҫыхса панӑ; тӑррисем хӗвел пӗҫертесрен карттус сӑмси пек малалла тухса тӑраҫҫӗ.
Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Мултиер пӳрчӗ ҫумне ку енне вӗтӗ турат пӑтӑр-пӑтӑр тӑкӑнать.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗтӗр, типӗр ҫакӑнта, Типӗр хӑрӑк турат пек!
Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Турат ҫинче лӗп ҫил ташларӗ, Хӗре хӗвелӗн пайӑрки Асӑрхануллӑн ачашларӗ.
XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Алли Ишутӑн тӑчӗ Турат пек, сывлӑшра хытса…
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ик енӗпе те лаша пытанмалла кӑлкан, утмӑл турат, кашлич, тӗрлӗ хыт-хура кашласа ларать.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Аспар ҫывӑрма выртнӑ чухне аслашшӗ тӗттӗме ҫутатса ҫунакан хӑрӑк турат умӗнче темле хура тумтир ҫӗлесе ларатчӗ.
Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫавӑнтах тухтӑр пинцетпа суран шӑтӑкӗнчен турат хуҫӑкӗ туртса кӑларчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хӗрача хурлӑхне туйса, пӗчӗкҫеҫ чӗкеҫсем те турат ҫинче чӗвӗлтӗтмесӗр лараҫҫӗ, хӑмӑшсемпе хӑяхсем те вырӑнтан хускалмаҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Павлуш, асламӑшне пит юратнӑскер, унпа нихҫан та хирӗҫмен: ҫырмаран шыв кӳрсе килессине, каҫхине ачасемпе ӗне ҫитерме тухассине е киремет вӑрманне хӑрӑк турат пуҫтарма каяссине хӑй ҫине илнӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унччен те хыткан пулнӑскер, халӗ кантӑр шӑмми пекех пулса кайнӑ: ҫинҫешкескер, ҫитменнине, тата, пуҫне шакла касса янӑ, ал-урисем — хӑрӑк турат пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Турат ҫыпӑҫтарать-и?
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.