Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахсем хыҫҫӑн кашниех теприне унӑн вӑрттӑнлӑхӗнче туллинрех ӑнланать, тепӗр чухне каҫӑхса кайсах, киленӗҫлӗн чуна уҫсан та ун чухлӗ евитлеймест ахӑр.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл шӑплансан — Гезӑн пӗр куҫӗнчен теприне ухмаха ертмелӗх ҫак цифрӑна каланин киленӗҫӗн ҫивӗч хӗлхемӗ вӗҫсе куҫнӑн туйӑнчӗ.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӑйне нимӗнпе те улӑштармасӑр, пӗр кӗлетке хыҫҫӑн теприне пӑхкаласа хӗр пурне те кӑштах темӗскер калать; пӗрре йӑл кулчӗ, пӗрре тӗксӗмленчӗ, аллине хуллен тӑсрӗ, комиссионерсенчен пӗрин паллашу хутне илсе вуларӗ, туйӑмсӑррӑн тавӑрса пачӗ те — пуҫне кӑмӑллӑн пӗксе теприне вулама тытӑнчӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӗр пӳрни хыҫҫӑн теприне сӗтел ҫине сасӑ илтӗнмелле мар пусса, йӗркери сыпӑксене хӑвӑрт шутласа тухатчӗ те куплетри хӑш-пӗр сӑмахсене витӗмлӗреххисемпе тӳрех улӑштарса хуратчӗ.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
Ӑнсӑртран тенӗ пек — ҫунакан кӑвайтран вут пуҫҫисене пӗрин хыҫҫӑн теприне турта-турта кӑларать те кӗл ӑшне чике-чике сӳнтерет.Как бы случайно вытаскивал он из костра одну головню за другой и тушил их, засовывая в золу.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Пӗри теприне ылмаштара-ылмаштара, сасӑсӑр темӗн каласа куҫ умӗпе тӗттӗмрен пӗрлӗх членӗсен сӑнӗсем ише-ише иртеҫҫӗ; тӗмсӗлекен куҫӗсенче вӗсен манпа хутшӑнаслӑх та, ырӑ сунӑм та, елпӗрӳллӗ кулӑ та, тӑшманлӑх та, хуйхӑ та ҫук; кичемлӗхӗн тулли сӳрӗклӗхне тата пачах та кӑсӑкланманлӑха сӑнарлаҫҫӗ ҫак куҫсем.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Вӑл алӑка ҫирӗплетнӗ юпасене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫапа-ҫапа кӑларчӗ, ӑна майӗпен уҫса ячӗ, ҫавӑнтах шухӑшӗ ҫухалчӗ, ун вырӑнне тухма май ҫук ҫӗре хуса кӗртнӗ выльӑхӑн инстинкт шайӗнчи ӑнсӑр ҫурма ӑнкарӑвӗ ҫеҫ юлчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫав каттӑркӑҫсенчен пӗри вилнӗ, тепри вара хӑйӗн кӑлтӑк-айӑппа начарланса ҫитнӗ ватӑ ӳтне пӗр килтен теприне куҫаркалать-ха, кунта каҫхи апат тӑвать, унта — кӑнтӑрлахи апат, ӑнӑҫлӑрах йӗксӗке пӗр каҫ тӑршшӗнче выляса янӑ пурлӑхӗ пирки йӗрмӗшет пур ҫӗрте те.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Цауперене утрав тӑрӑх ҫӳресе сис-чӳлентерекен япаласене тишкерме хушрӗ те Гент ҫӗре хулӑн турат тӑрӑнтарса лартрӗ, ун ҫумне икӗ ракета ҫыхса хучӗ: пӗрне вертикаль, теприне горизонталь майлӑ; горизонтальли ҫыран еннелле тӑсӑлнӑ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Негр пӗр аллипе пӑхӑр лампа тытнӑ, теприне сӑлӑп ҫине хунӑ та малалла тӑснӑ.Одной рукой он держал медную лампу, другую же, положив ее на запор, выставил вперед.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент тӗп ӗҫ патне куҫма васкамасть-ха; пӗр пите, теприне, виҫҫӗмӗшне тимлӗн тӗсенӗ май лару-тӑрӑва виҫсе хаклама тӑрӑшрӗ те ирӗксӗрех хӑйӗнчен хӑй ҫине-ҫинех ыйтать: мӗн калас тени уншӑн чарак-чӑрмав, куляну-пӑшӑрхану кӑларса тӑратмӗ-и. Вӑл хӑйӗн ӑнсӑрт юлташӗсен иртнӗлӗхне пӗлмест, пӗлесшӗн те мар, анчах вӗсемпе пӗрле тачӑ пурӑнни, паллах, ытти сунарҫӑпа ун хушшин-чи чун-чӗм хутлӑхӗн пӗтӗм уйрӑмлӑхне уҫса панӑ ӗнтӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл малтанхиллех васкамасӑр ӗҫлет, пӗр ытлӑх-ҫитлӗхрен вӗҫертет те куҫӗсене теприне тӗсеме пикенет.Он медленно двигался, едва успевая оторваться взглядом от одного изобилия, чтобы смотреть на другое.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сасартӑк тепӗр каччӑ, тӑмсайрах, сӗмсӗр сӑнлӑскер, пирӗн еннелле вирхӗнчӗ, анчах пилӗк утӑм пек юлсан чиксе лартнӑн тӑпах чарӑнчӗ, сиввӗн сурса хучӗ те каялла хӑрах уран чупса кайрӗ, теприне тупанӗнчен тытнӑ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хӑрах ура ҫинче ҫаврӑнкаласа теприне аран-аран ҫӗклерӗм, ярса пусрӑм; вӑл питӗ йывӑррӑн, сисӗмсӗр, минтер ҫине лекнӗн пусӑнать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Кунта эпӗ вырнаҫнӑ, — Поп алӑксенчен пӗрне кӑтартрӗ, теприне уҫсан хушса хучӗ.— Здесь помещаюсь я, — сказал Поп, указывая одну дверь и, открыв другую, прибавил:
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл пӳлӗме сиксе кӗреймест; пӗтӗмпех мӗнле пулса иртесси уншӑн паллӑ мар-ха, ҫакӑн пирки хӑйӗнче вӑл мӗнле те-тӗр уҫӑмлӑ систерӳ паллине те курмасть-туймасть, анчах пӗр урине, унтан теприне хускаткаласа рехетлӗн кӗтсе сывлать, — кӗрешӳре хӑйӗн пиҫӗхсех ҫитеймен кӗлеткине вӑйланнӑ-ҫирӗпленнӗ инстинкта шанса паракан тискерчӗк ҫавнашкал чӑтӑмсӑррӑн кӗтет ахӑр.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫутӑ пӗр стенаран теприне пыра-пыра лекет, каҫ сӗмлӗхӗнчи кантӑксенчен ҫапӑнчӗ те ӗмӗлкесене авалхи кӑнттам сӗтел-пукан айнелле сапаласа вырттарчӗ.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Пӗр ушкӑнран теприне хыпаланса тӗсесе пынӑ май вӑл малаллах васкать, кӑмӑл-туйӑмне мӗн курнипе вакласран асӑрханать.Едва успев бросить взгляд на одну группу, спешил он далее, стараясь не раздроблять впечатлений.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Кӑмӑл-туйӑмӗ ҫырса кӑтартайми, хӑй — вилнӗ пек; анчах унчченхине пӗтӗмпех асра тытса ҫӗнӗрен — хытса ларнӑ куҫӑмра пурӑнма тытӑнса, виҫесӗр хӗрӳленсе утать, пӗр пӑрӑнӑҫран теприне иртет, ҫав вӑхӑтрах Лабиринт тытӑмлӑхне ӑнкарма-тӗшмӗртме вӑйӗ те юлмарӗ, вӑхӑчӗ те ҫук.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Унӑн кӑмӑл-туйӑмӗ халӗ пӗри теприне ҫӗнтереймесӗр ҫӗрӗпех вылянӑ вӑйӑҫсен пит-куҫӗ кӑмӑлсӑррӑн пӗркеленнине аса илтерет; шкатулкӑна хул айӗнче ҫирӗппӗн хӗстерсе тытнӑ; телей пӳрсен — хӑйне тивӗҫлӗ парне кӳме, пуш-пушӑ е кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑрпа тӑк — ҫӑрине хӑйпӑтса киленӗҫ тупма ӗмӗтленет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.