Поиск
Шырав ĕçĕ:
Майӗпенех, вӗсем кӑна мар, пӳлӗм те пӗтӗмӗшпех тата йӗри-таврари япаласем пӗтӗмӗшпех: сӗтел ҫинчи сӑмавар та, Увар Ивановичӑн кӗске жилечӗ те, Зойӑн яп-яка чӗрни те, Константин Павлович аслӑ княҫӑн стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫуллӑ сӑрпа ӳкернӗ портречӗ те тӗлӗкре курӑннӑн туйӑнчӗ; пурте куҫ умӗнчен сирӗлчӗҫ, пурте тӗттӗмпе карӑнчӗҫ, пурте пӗтрӗҫ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Стойка хыҫӗнче Чук ҫӳлӗш сӑмавар чашкӑрса ларать.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Асламӑшӗ ӑна кӗлпе тасатрӗ, вара вӑл праҫник чухнехи сӑмавар пек ҫуталса ҫитсен, ӑна чӑлана пуҫтарса хучӗ.Бабка начистила его золой, и, когда он заблестел, как праздничный самовар, спрятала в чулан.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Ашшӗпе ывӑлӗ терраса ҫине, маркиза карнӑ ҫӗре тухрӗҫ; карлӑксем ҫумӗнче, сӗтел ҫинчи пысӑк сирень букечӗсем хушшинче, сӑмавар та вӗресе ларнӑ ӗнтӗ.
V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Икӗ сарӑ пуҫ, пӗр-пӗрин ҫумне таянса, ман ҫине хӑйсен ҫутӑ куҫӗсемпе чӗррӗн пӑхаҫҫӗ; хӗрлӗ пичӗсенче сӑпайлӑ кулӑ палӑрать, ҫамрӑк кӑмӑллӑ сассисем ылмашӑнса илтӗнеҫҫӗ; кӑшт леререх, хӑтлӑ пӳлӗм варринче, урӑх, ҫавнашкалах ҫамрӑк алӑсем, пӳрнисене вӗтӗртеттерсе, кивӗ пианино клавишӗсем тӑрӑх чупаҫҫӗ — анчах Ланнер вальсӗ те ватӑ сӑмавар мӑкӑртатнине хупласа хураймасть…
«Мӗнле хитре, мӗнле чеченччӗ роза!..» // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 173–174 с.
Сӑмавар лартӑттӑм, анчах манӑн чей ҫук…
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Часах сӑмавар вӗрерӗ те, чей ӗҫме лартӑмӑр.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Мелник тарҫи юханшыв хӗррине, курӑк ҫине, сӑмавар лартрӗ те, кукленсе, тӑрпине тӑрӑшсах вӗрме тапратрӗ…Работник на траве подле реки наставил самовар и, присев на корточки, начал усердно дуть в трубу…
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Семен кӑмака айӗнчен вут пуленкки кӑларчӗ те сӑмавар чӗртме тесе хӑйӑ чӗлме тытӑнчӗ.Семен достал из-под печки полено и принялся откалывать ножом щепы, чтобы разжечь самовар.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Фельдшер вӗсем патӗнче ҫур сехете яхӑн пулчӗ, пӗр хушӑ крыльцара сӗнксе ларчӗ, хӗрелсе тухакан хӗвел пайӑркисем айӗнче кӑштах тӗлӗрсе илчӗ те, сӑмавар вӗресе тухсан, тепӗр хут курницӑна кӗчӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫитмесен тепӗр сӑмавар лартатӑп! — терӗ Нюшкӑ, хӑна ҫине вылянчӑклӑн йӑл кулса пӑхса.Не хватит — еще самоварчик поставлю! — сказала Нюшка и взглянула на гостя с игривой улыбкой.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӗтел ҫине лартса хӑварнӑ вӗрекен сӑмавар хурлӑхлӑн, салхуллӑн йынӑшса янӑ.Заунывно и тоскливо заныл оставленный на столе кипящий самовар.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӳрте кӗрсен, вӑл хӑй ӑшӗнче савӑнса кулнӑ, сӑмавар лартма хушнӑ, каллех вӗретнӗ тӑварлӑ шыв ӗҫме ларнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ирхине ирех сӗтел ҫине витре ҫурӑ кӗрекен сӑмавар кӑларса лартнӑ, аҫа ҫури турӑ кӗтессине ларнӑ та турӑшсене капӑрлатнӑ, тӗксӗммӗн ҫиҫекен шуҫ ҫине пӑхса, кранран курка хыҫҫӑн курка пушатнӑ, йывӑррӑн сывласа, пӑртак тӑвар янӑ чей ӗҫнӗ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӳлти пайне кӑвак, сарӑ, симӗс тӗслӗ виҫ кӗтеслӗ кантӑксем лартнӑ террасӑ ҫинче камка ҫитти витсе пысӑк сӗтел хатӗрлесе лартнӑ, сӗтел ҫинче ылтӑн пек йӑлтӑртатакан пуличчен тасатнӑ пысӑк хырӑмлӑ сӑмавар чашкӑрса, пӑс кӑларса ларнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл хӑйне килӗшекен косынкӑ шыраса, халӑх хушшинче нумай ҫӳренӗ, ҫӗре сарса хунӑ михӗсем ҫине кӑларса лартнӑ тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр — симӗспе сӑрланӑ тас, тутӑхнӑ ҫӑрасем, сӑмавар тӑрписен сыпӑкӗсем, ҫӗтӗк пушмаксемпе атӑ кунчисем, пӑтасем, шурупсем, вӑлта йӗпписем — ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эсӗ ҫынсене шанатӑн, ку вӑл лайӑх, вӗсене кирек мӗнле ырӑ ӗҫе те хутшӑнтарма пултаратӑн, — терӗ Пробатов, Любушкинӑн пушӑ стаканне сӑмавар кранӗ айне лартса, унта чей ячӗ те сӗт хушрӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑранасса вӑл сӗтел ҫинче ҫап-ҫутӑ сӑмавар чашкӑрса ларнӑ чухне вӑранчӗ; хӑй ҫине ҫулӑм ҫути ӳкнӗ Аниҫҫе кӑмака умӗнче хыпаланать, хӗп-хӗрлӗ кӑвар ҫинче шурӑ икерчӗллӗ чашкӑракан хура ҫатмана кӗске аврипе вӑр-вар ҫавӑркалать.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗррехинче сӑмавар ирӗлсех каять пуль тенӗччӗ те, чиперех иртрӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӑмавар лартсанах, таҫтан сиксе тухать те, крана сӑмсипе тӗксе, шыва йӑлт юхтарса кӑларать!
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.