Поиск
Шырав ĕçĕ:
Циглер кӗсйинчен, малтанхи пекех ӳркенсе те йӗрӗнсе, нимӗҫ фирмин штампне пуснӑ пурҫӑн тӗслӗ ҫирӗп хутран тунӑ конверт туртса кӑларчӗ.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ака вӑл пӗр мӑнтӑр хӗрарӑм патне ҫитрӗ, лешӗ пурҫӑн ридикюльпе, кӑмпа пек улӑм шӗлепке тӑхӑннӑ.Привязался к толстой женщине с шелковым ридикюлем, в соломенной шляпке грибом.
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пысӑк хура куҫлӑ, ҫӳҫӗ вара ҫутӑ, ҫемҫе, ылтӑн пек илемлӗн ҫӳлелле тавӑрнӑ ҫӗнӗ шӗлепке айӗнчен йӑлтӑртатса тӑрать, пурҫӑн пиҫиххи ҫумӗнче чечексем.
XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Комсомолецсем пурҫӑн евӗр ҫемҫе те ҫӑра мӑкпа витӗннӗ пӗчӗкҫӗ сӑрт ҫинчи хыр айне пухӑнчӗҫ.Собрались под соснами на песчаном пригорке, заросшем густым шелковистым мхом.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пилӗкне хӑй шурӑ пиҫиххи ҫыхнӑ, пиншак айӗнчен пурҫӑн ярапасем усӑнса тӑраҫҫӗ.Косоворотка была подпоясана белым витым поясом, и шелковые кисти болтались из-под пиджака.
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пурҫӑн материпе витнӗ диван тӗлӗнче Айвазовскин «Ҫил-тӑвӑл», е пуринчен ытла Маковскийӗн «Боярсен туйӗ» ӳкерчӗкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ пулӗ: нимӗҫ баронӗсем, паллах ӗнтӗ, пуринчен ытла шӑп ҫавнашкал «чӑн-чӑн вырӑс» ӳкерчӗкӗсене юратаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хӗрарӑмӑн пӗтӗмпех ҫыхса пӗрнӗ, пупӑн — пурте шалпар: ҫул ҫине ҫӳренӗ чух тӑхӑнмалли чей ҫырли тӗслӗ чӑштӑртатакан пурҫӑн ряси те, усӑнса аннӑ ҫавра хырӑмӗ те, пит-куҫӗ те, ҫур кӑкӑрне ҫити ӳснӗ пысӑк сухалӗ те, лаптак сӑмсаллӑ, сарлака кунчаллӑ хӗрлӗ атти те ҫавах.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Аркадий Павлыч сарлака пурҫӑн шӑлавар, хура бархат куртка, кӑвак сапакаллӑ илемлӗ фес, китаецсен евӗрлӗ кӗлесӗр сарӑ туфли тӑхӑнса янӑ.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Пурҫӑн ҫӑлтӑрлӑ пуҫне каялла ҫавӑрса, ачасемпе ӗмӗрлӗхе сывпуллашнӑ пек, салхуллӑн кӗҫенсе илчӗ.Повернул голову с белой шелковистой звездочкой и, прощаясь, печально заржал.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Татьяна Ильинична Овсяникова ҫӳллӗ, чыслӑ та калаҫма юратман хӗрарӑм, вӑл яланах хӑмӑр тӗслӗ пурҫӑн тутӑр ҫыхса ҫӳрет.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Стремяннӑй граф хыҫҫӑн пыратчӗ, хӑй пурҫӑн кантӑрапа улпутӑн чи юратнӑ икӗ йыттине ҫавӑтса пӑхса пыратчӗ…
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Унӑн мӑйӑхӗпе сухалӗ тата сарӑ пурҫӑн пусмаран ҫӗлетнӗ пиншакӗ костер ҫутинче хӗрлӗрех-кӗрен тӗслӗ курӑнаҫҫӗ.Усы, борода и чесучовый пиджак его в отсветах костра стали одного, красновато-оранжевого, цвета.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пиншакӑн хӑрах енчи кӗсйинче унӑн яланах хура пурҫӑн ҫиппе кӑкарнӑ пенсне кӗтесси курӑнса тӑрать.Из бокового кармашка пиджака всегда торчал краешек пенсне с черным шелковым шнуром.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫулла ӑна сарӑрах тӗслӗ пурҫӑн пусмаран ҫӗлетнӗ аслӑ пиншакпа ҫӳренине ҫеҫ курма пулать.Летом директора видели только в светлом чесучовом пиджаке, свободно висевшем на его сухих плечах.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл хӑйӗн савнийӗпе, Юзыҫӑпа, тӑрать, хӑй, хам та пулин унӑн пурҫӑн кӗпине ан варалатӑр тесе, вӗҫӗмсӗр каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хорунжийӗн йӗнерӗ ҫумӗнче вӑл тыткӑна илнисене ҫыхма илсе ҫӳренӗ пурҫӑн шнур пуррине курсан, Остап ҫавӑнтах ӑна салтрӗ те, ун аллипе урине хӑйӗн шнурӗпех ҫыхса лартрӗ, кантӑра вӗҫне йӗнертен ҫыхса хорунжие хир тӑрӑх сӗтӗрсе кайрӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫав вӑхӑтра урамра темле кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, рожокпа кӑшкӑртма тата литавр ҫапма тытӑнчӗҫ, анчах Андрий ӑна-кӑна илтмерӗ, вӑл хӗрӗн тӗлӗнмелле илемлӗ тути-ҫӑварӗ ырӑ шӑршӑ кӑларса ӑшшӑн-ӑшшӑн сывланине ҫеҫ туйса тӑчӗ, вӑл хӗр куҫҫулӗ хӑйӗн пичӗ ҫине шапӑртатса юхнине, усӑнса аннӑ тутлӑ шӑршлӑ ҫӳҫӗ тӗксӗм пурҫӑн пек йӑлтӑртатса ӑна пӗтӗмпех хупӑрласа илнине ҫеҫ курса тӑчӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Андрий ури-аллипе пӗр хускалмасӑр тӑнӑ хушӑра та питех те ирӗккӗн тӑнӑ пек курӑнать, ялкӑшса тӑракан куҫӗсем пӗр вылямасӑр тинкерсе пӑхаҫҫӗ, куҫхаршисем пӗкӗ пек авӑнчӑк, хӗп-хӗрлӗ тутисем вут пек ҫунаҫҫӗ, тин шӑтма пуҫланӑ хура мӑйӑхӗ пурҫӑн пек ҫуталса тӑрать.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пуҫне вӑл хӗрлӗ пурҫӑн тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ; ун айӗнчен тӑхӑннӑ ӑшӑ калпакӗн хӑлха тӗлӗнче икӗ рет мӗрчен чулӗпе ахаль шӑрҫасем ҫуталаҫҫӗ; туртӑнса тӑракан шӑнӑрлӑ типӗ мӑйне калпак айӗнчен тухса кайнӑ ҫивӗтленӗ ик-виҫӗ ҫӳҫ кӑтри витсе тӑраҫҫӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫар пурӑнӑҫне юратакансем, ылттӑн кубока, ылттӑн-кӗмӗлпе тӗртнӗ пуян пурҫӑн пусмана, дукатсемпе реалсене хапсӑнакансем кунта кирек-хӑш вӑхӑтра та ӗҫ тупма пултарнӑ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.