Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каҫма сăмах пирĕн базăра пур.
каҫма (тĕпĕ: каҫма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата ҫар пуҫӗсемпе мӗн пур ратниксем ҫакӑнтан та тӗлӗнчӗҫ: вырӑссем Атӑл тӑрӑх таҫта ҫити ҫӳренине пӗлекен ҫын, халиччен темле ҫапӑҫура та пулса курнӑ улан мӗнле ҫавӑн пек сыхланмасӑр хӑтланнӑ-ха, ку енче кам пуррипе ҫуккине тӗрӗслемесӗр-тумасӑр Кама урлӑ сулӑпа каҫма шут тытнӑ?

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ вӗсем пӗр япаларан кӑна шикленчӗҫ: Кучак хӑйне сыхланине ан систӗрччӗ, тепӗр ҫӗре тарса ӳксе Кама урлӑ тӑварах каҫма ан шутлатӑрччӗ.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗве патне ҫывхарнӑ май ҫул ҫинче чӑваш ялӗсем сайрарах та сайрарах тӗл пулчӗҫ, кӗрсе канма, ҫӗр каҫма кансӗртерех пула пуҫларӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атӑл хӗрринчи ялта ҫӗр каҫма кӗртмеҫҫӗ, ҫавна пӗл ӳлӗмрен.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Карчӑк хӑй ҫӗр каҫма кӗртесшӗн пулмарӗ, кил-йыш пысӑкки ҫине печӗ, анчах ырӑ кӑмӑллӑ пулса тепӗр карчӑк пирки сӑмах хушса хума ӳркенмерӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗттӗм пуласпа вӗсем каялла тухрӗҫ, ҫӗр каҫма Патрик арӑмӗ патне ҫул тытрӗҫ.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗҫӗр пӗчченех ҫӗр каҫма тивет.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Усал шухӑш тытмасӑрах илемлӗ чӗрчуна вӗлернӗрен кулянса салонран тухнӑ та пухӑнма ӗлкӗрнӗ ҫынсен умӗнче: «Ҫул урлӑ каҫма юраман тӗлтен вашкӑнтарса машина айне хӑй лекрӗ», - тесе тӳрре тухма хӑтланнӑ.

Помоги переводом

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Пичче Кукшака каҫма Атӑл хӗррине утнӑ.

Помоги переводом

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗҫӗр Укка ҫывӑрма унта каҫма та пултарать…

Так что нынче она тоже может там заночевать.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантурпа чиркӳ умӗнчен иртет Ухтиван, хушлӑхпа ҫырма хӗррине анать, каҫма урлӑ леш енне каҫать.

А Ухтиван уже миновал церковь, контору и, спустившись к реке, перешел ее по мосту.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗнер кӑнтӑрлапа хуларан тухнӑ вӗсем, Атӑл урлӑ каҫма хӑтланса чылай ирттернӗ, Сӗве хӗрринче ҫӗр каҫнӑ.

Выехали из Казани в обед, да на переправе проторчали до ночи, так и пришлось заночевать на берегу Свияги.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унӑн юлташӗ майлашӑнса тӑчӗ те алӑк урати урлӑ каҫма тытӑннӑ Ивука кутӗнчен тапса сиктерчӗ.

А его товарищ, примерившись, дал крепкого пинка переступившему порог просителю.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Выльӑх-чӗрлӗх валли те хӗл каҫма апат ҫителӗклӗ хатӗрлемелле.

Помоги переводом

Валерий Михеев: «Тырӑ-пулӑ – пӳлмере, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ» // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d0%b2%d0%b ... %b2%d1%8b/

Шыв урлӑ каҫса ҫӳренӗшӗн тесе каҫма укҫи, выльӑх усранӑшӑн тесе — выльӑх укҫи, авланнӑшӑн тесе — авлану укҫи, хулана ҫӗнӗ пуҫлӑх килсен ӑна кӗтсе илме тесе — хӑна укҫи, пуҫлӑх урӑх вырӑна куҫса кайсан ӑна ӑсатма тесе — ӑсату укҫи тӳлеттернӗ…

Ездит по мосту через реку — плати за перенраву; держит во дворе какую-нибудь скотину — плати поскотину; женился — плати за женитьбу… прибыл в юрод новый начальник — плати «гостевые» для его встречи, переехал начальник в другое место — готовь «подорожные»…

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Каҫма терӗ.

— Сказали, спишут.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Каҫма хуман-и урӑх ҫӗртен?»

— А в другом месте нет перехода?

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ишут тухман чун ӑшӑнмасӑр Хӗр патӗнчен, анчах каҫма Хӑйман йӑла сӑмахӗ урлӑ: Хӗлле шутланӑ ҫураҫма.

Помоги переводом

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӗшмӗше ӗненекенскер, хӑй хапхаран тухнӑ-тухманах ҫул урлӑ каҫма пултаракан ула кушакне апат парса пӳрте хупса хӑварнӑ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман икӗ вӗрлӗкрен тунӑ каҫма ҫинчен пӗшкӗнет те аялта хӑйӗн сӑнне курать.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней