Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лега кайсан пӗррехинче чӳрече янахӗ ҫине парӑслӑ карап модельне вырнаҫтарнӑ лавкка умӗнче чарӑнса тӑтӑм; ку ӗлке — Васко да Гама вӑхӑтӗнчи каравеллӑна сӑнлакан пысӑк, тӳрӗ, капӑр япала.
XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Экипажра тилхепепе — Дон-Кихот, ҫӗре ҫитиех усӑннӑ, питӗ капӑр ылтӑн сеткӑпа карнӑ тӑватӑ лашана вӑрӑм сӑнӑпа хӑвалать.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫуртсен ҫийӗн карнӑ пӑралуксенче горизонталь майлӑ шуса куҫакан ракетӑсен вӑрӑм капӑр вучӗ шавлать.По протянутым выше домов проволокам шумел длинный огонь ракет, скользящих горизонтально.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӗрсе тӑнӑскерсем Гардена шапӑлтатса евитлеҫҫӗ: картишне чупса иртекен арҫын ача чӳречерен пусма ҫине сиксе аннӑ капӑр тумлӑ ҫамрӑк майрана асӑрханӑ-мӗн.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ах, епле хитре те капӑр, илӗртӳллӗ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Карӑк аҫи хӑйӗн савнине капӑр тумтирӗпе ҫеҫ мар, юррипе те илӗртет-йыхӑрать: уҫланкӑ ҫумӗнчи пӗр-пӗр ҫӳлӗ хыр тӑррине килсе ларать те хӑйне кӑна килӗшӳллӗ юррине шӑрантарать.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тӳремри чӑпар та шавлӑ-кӗрлевлӗ куҫӑм хушшинчи капӑр хура автомобиль — питех те авӑк: вут ҫавӑрса хӗмлетекен, ҫунма пуҫлайман ҫӗр кӑмрӑкӗлле.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пирӗн умра — ҫав тери капӑр темиҫе шлюпкӑпа пӑс катерӗ, — вӗсем хаваслӑ мӗлкесем евӗр курӑнаҫҫӗ, ӗнтрӗкри хумсен хушшинче питех те ҫуттӑн ҫиҫкӗнеҫҫӗ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫакна вӑл пысӑк катер пирки калать: унӑн пуҫӗнче те, хӳринче те ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ, борчӗсемпе тентне тӗрлӗ тӗслӗ капӑр пӗчӗк хунарсемпе капӑрлатнӑ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн карчӗсем ҫав таранах пысӑк-ши е вӑл хӑратасшӑн ҫеҫ-ши — анчах манӑн хальхинче ҫав тери капӑр черва рет: вуннӑ, валет, дама, король, туз.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Мана хӑвӑрт ишевӗн лайӑх пӗлекен туйӑмӗ, эпӗ юратакан туйӑм, ҫавӑрса ытамларӗ, кунта, паллах, сӑлтавсӑр мӑнаҫлӑхпа капӑр хутшӑнӑвӑн ӑнӗ-йӳтӗмӗ те ҫук мар.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӳлепесем питӗ чаплӑ слон шӑмминчен, чӑннинех капӑр ӗҫ.Фигуры были отличной слоновой кости, хорошей художественной работы.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Куратӑр, — Браун хул пуҫҫи урлӑ стена еннелле кӑранташӗпе кӑтартрӗ; унта ҫав тери капӑр хашакасенче теҫетке ытла пӑрахут фотографийӗ ҫакӑнса тӑрать, — ҫав килӗшӳрен эпӗ мӗнле те-тӗр уйрӑм пайта илме пултарайман — кӑмӑл пулсан та, ҫавӑнпа та сире каласа кӑтартнӑшӑн нимӗнле ҫылӑх та туймастӑп.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн ҫӳхе сӑрӑ пурҫӑнран ҫӗленӗ хаклӑ костюмӗ, шап-шурӑ кӗпин кӑвак галстуклӑ, шултра бриллиант булавкӑллӑ ҫухави, шурӑ пурҫӑн калпакӗ, шукӑль пушмакӗ тата кӗре аллинчи ҫӗрӗсем, — капӑр япаласемшӗн пысӑк укҫа тӳлеме май пуррине уҫса параканскерсем, — ҫак япаласем пурте матросӑн ахаль ӗҫӗшӗн тивӗҫлӗ мар ахӑр.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сумлӑн уҫса хунӑ алӑк патнелле капӑр ҫурт пусмипе ҫапла утса анаҫҫӗ.Так спускаются по лестнице роскошного дома к почтительно распахнутой двери.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫак ҫынсем мана хӑйсем патне туртаҫҫӗ те, хӑйсенчен ютшӑнтараҫҫӗ те; ҫакна хулан шавлӑ урамӗнчи ҫапкаланчӑк чикансен эшкерӗпе танлаштарма юрать-тӗр: кӗре ют сӑнсем, ӑнланмалла мар чӗлхе, чӑрсӑр хусканусем, хӑлхисенчи ҫакӑсем, хура ҫӳҫ, капӑр тумтир-ластӑк ҫемьере ҫеҫ хӑтлӑ туякан, кичемлӗхе хӑнӑхнӑ ҫынсене те хӑйсем ҫине пӑхтараҫҫӗ, пӑхса тӑрса киленме те пулать; анчах вӗсемпе тапӑра кам каять?
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Стабер — сӑн-сӑпачӗпе чӑн-чӑн актер манерлех, анчах тумтирӗнче актерсен ӑратне килӗшӳллӗ капӑр галстуксемпе ҫав тери модӑллӑ япаласем пачах ҫук.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Тепӗр кунхине хулана пӑхса ҫаврӑнтӑм; вӑл сарӑлнӑ, урамсен сӑн-сӑпачӗпе характерӗ цивилизацин пур ҫӗрте те пӗрешкел калӑпӗпе килӗшӳллӗн улшӑннӑ — электричество, капӑр плакатсем, пысӑк ҫуртсем, савӑнмалли-киленмелли вырӑнсем тата фабрикӑсен мӑрйисен «ҫимӗҫӗ» — пӑсӑк сывлӑш; ҫапах та — хула хӑй евӗрлӗхне ҫухатман.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Майӗпен-майӗпен, тӗксӗмленсе те йӑл кулкаласа вӑл сӑнарлавӗн ҫиҫкӗнчӗк чӑтлӑхне, капӑр сӗмленӳсен вӗтлӗхне — ҫынна эрехрен кая мар ӳсӗрӗлтерекен ҫӗрелле кӗрсе пырать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унӑн ҫирӗплетӗвӗ — кунти ҫынсен ҫурринчен сахалӑшӗн ҫемйисем пур, вӗсем шурӑ хӗрарӑмсемпе пурӑнаҫҫӗ, ыттисем вара тӗп халӑх хӗрарӑмӗсемпе ҫырлахаҫҫӗ, кусем, ара, ӗҫ тумасӑр ларас малашлӑхпа тата капӑр кӗпе-йӗмпе илӗртӗнеҫҫӗ, ҫак вӑхӑтра вӗсен ашшӗсем тавҫӑруллӑ кӗрӗвӗсем хӑварнӑ кӗленчесен ҫумӗнче упаленеҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.