Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

калани сăмах пирĕн базăра пур.
калани (тĕпĕ: калани) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кума… эсӗ калани тӗрӗсех-и вара?..

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук чӗринче мӗн пуррине ваттисен умӗнчех ытла та уҫҫӑн калани Якура тилӗртрӗ.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑвашсен вашаватлӑ йӑлипе, пӳрте кӗнӗ ҫынна, вӑл кирек кам пулсан та, пӗр сӑмахранах хирӗҫлесе калани аван мар.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь юлташне инкек ҫапса ӳкерни тата подрядчик хур кӳрсе калани кӑмӑлӗсене пӑснипе кулакан пулмарӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халиччен те Христос тӗнне йышӑнман чӑвашсем ҫав тӑрӑхра ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ тесе калани пирӗн асра тӑратчӗ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Юрать, амӑшӗ асӑрхаттарса калани аса килчӗ: «Асту, ҫухалса ан кай, ывӑлӑм, сыхӑ пул».

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Эсӗ калани чӗрне хури чухлӗ те хумхантармасть-хӑратмасть мана, — терӗ Лариса.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Халь ҫӑвартан тухнӑ сӑмахсем питӗ ҫирӗп те татӑклӑ пек туйӑнсан та, паян ун пирки Миша калани, студент-юлташӗсем, Гаврил Романович тата ашшӗ каланӑ-палӑртнӑ шухӑшсенчен хаклӑрах.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Маларах калани ҫумне хушса, хамӑр обязательствӑпа пур участокра та ӗҫре сусӑрланассине пӗтерессишӗн ятарлӑ пункт кӗртме сӗнетӗп.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Строительсем ҫакна пӗлсе-туйса Ирина асӑрхаттарнине: «Пирӗншӗн пулсан эс калани хут купӑс», — тенӗн шута илесшӗн мар.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫапла калани вӗсене килӗшрӗ пулас, ахӑлтатсах кулса ячӗҫ.

Помоги переводом

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Мӗн калани пӗртте хӑлхана кӗмест.

Помоги переводом

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Ятманов тӳрлетсе калани хӗрарӑм кӑмӑлне пӑсмаллипех пӑсса пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

— Юмӑҫ калани чӑн пулчӗ, — янрашрӗ вӑл чунтан.

Помоги переводом

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Арсентьев калани тӗрӗсех пулчӗ: Иванов сирӗп секретарь мар, принциплӑх ҫитеймест унӑн.

Помоги переводом

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Куҫран калани хыҫалтан пушӑпа каснӑ пекех пулчӗ-и? — чарӑнма пӗлмерӗ Анюта.

Помоги переводом

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мӗн пытармалли пур, вӑл ҫак саманта хӑй ӑшӗнче тахҫанах кӗтнӗ-ха, халь вара савнийӗ калани шӑлт тӗлӗнтерчӗ ӑна.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӗн калани, илтни пирки шухӑшларӗҫ пулмалла, ҫак сӑмахсене хӑйсем те ӗненмерӗҫ пулас, анчах та, такам илтесрен хӑраса-и, пуҫӗсене енчен-енне сӗлтрӗҫ.

Помоги переводом

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗҫех ҫӗнтерӳпе тӑван килне каялла ырӑ та сывӑ таврӑнма сунса калани кашни салтака вӑй кӳрет.

Помоги переводом

Вӑй паракан ҫырусем // Л.МИРОНОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13456-v ... an-cyrusem

— Сурни-мӗнӗ, ку сӑнарласа калани ҫех пуль, халӗ унта ҫав ӗлӗкхи вырӑнсенче, чӑн та, пуш хир хуҫаланать.

Помоги переводом

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней