Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑрахут вӑрӑммӑн, пӗтӗм Атӑл тӑрӑхӗ янӑрамалла кӑшкӑртса ярать.
Пӑрахут ҫинче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пӑрахут хулӑн сасӑпа малтан икӗ хут вӑрӑммӑн, унтан тепре кӗскен кӑшкӑртса илет.
Пӑрахут ҫинче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Вӑрӑммӑн та хулӑн сасӑпа буйвол мӗкӗрсе илчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Чӑнах та такам вӑрӑммӑн та йывӑррӑн йынӑшать!
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Вӑл юлташӗн хулпуҫҫийӗ ҫинчен шуса анса, тӑпӑлса тухнӑ йывӑҫ тымарӗ хыҫне вырнаҫнӑ та ют сасӑсемпе йытӑсем вӗрнӗ еннелле вӑрӑммӑн персе янӑ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Бахтиаров тӗтре ӑшӗнче вӑрӑммӑн курӑнса, хӑйӑн пысӑк пуҫне тӑнк тытса утса пырать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Аслати пек вӑрӑммӑн кӗмсӗртетекен артиллери сасси вӑйланчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Лагунов?! — тӗлӗнсе, вӑрӑммӑн тӑсса каларӗ генерал.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Маковее ҫак кун калама ҫук вӑрӑммӑн туйӑнчӗ.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Уроксем, вӗсене такам юриех туртса тӑснӑ пек, вӑрӑммӑн туйӑнаҫҫӗ.Уроки кажутся длинными, будто их кто-то нарочно растягивает.
Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Вӑл хӑй сӑмах панине ҫине тӑрсах манас мар тесе тӑрӑшрӗ, сайра хутра ҫеҫ вӑрӑммӑн, хуйхӑллӑн, сассӑр ӗсӗклекелесе илчӗ.
Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Серёжа вӑрӑммӑн та хыттӑн лаш сывласа илчӗ, ҫывӑрса кайрӗ.
Тухса каяс умӗн пӗр кун малтан // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл вӑрӑммӑн ярса пусса утать, Серёжа сиссе те юлаймарӗ — вӗсем площаде ҫитсе те тӑчӗҫ…Ноги у него длинные, не успел Сережа оглянуться, как вот она — площадь, где магазины.
Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Тинӗс хӗрринче эпӗ вӑрӑммӑн тӑсӑлса выртакан хӑйӑрлӑ тикӗс вырӑн тупрӑм, вара пӗчӗк аэродромпа усӑ курмасӑрах, сунарҫӑсене пулӑшма вӗҫсе хӑпартӑм.
Йывӑҫ кустӑрмасемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Кардинал вӑрӑммӑн йынӑшса, кӑшкӑрса ячӗ, ун хыҫҫӑн халӑх хушшинче те хӑраса кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пӑван аллисене тӑсса ячӗ те, вӑрӑммӑн та савӑнӑҫлӑн сывласа илчӗ.Овод расправил руки, и из груди его вырвался протяжный вздох облегчения.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унӑн ӗҫне тӗплӗ лайӑхлатмасӑр вӑрӑммӑн вӗҫме тухма та вӗсем хӑяйман.
32. Шпионсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Якутири вӗҫӗмсӗр сӑрт-тусен тӗксӗм мӗлкисем вӑрӑммӑн тӑсӑлса выртнӑ.Многочисленные горные хребты, щедро изрезавшие Якутию, отбрасывали густые тени.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Чӳрече хыҫӗнче таҫта, вӗҫекен нӑрӑ сӗрлет, урамран тата улма-ҫырла сутакан вӑрӑммӑн та салхуллӑн тӑсса: «Ҫырла, ҫырла!» тесе кӑшкӑрни илтӗнет.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Шыв сийӗнче явӑнса тӑракан ӑшӑ тӗтре витӗр вӑрӑммӑн тӑсӑлса выртакан шупка ҫутӑ йӗрӗ кӑна палӑрать, ҫак йӗр вара ҫӗр ҫинелле аннӑ хур кайӑк ҫулӗ евӗрлӗ туйӑнать.
Малтан калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.