Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ачине (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чашкасси ачине урок пӗлменшӗн вӑл пуҫне стена ҫумне ҫапса шӑтарнӑ.

Помоги переводом

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗрарӑм, ҫапла калаҫкаласа, ачине тирпейлесе пӗчӗк урапа ҫине вырттарчӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Наҫтиҫ иккӗмӗш ачине — Анука ҫуратсан, Ваҫҫа тытӑнчӗ, тет, тулашма.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пирвайхи ачине ҫуратсан, Ваҫҫа арӑмне ачана пӗчӗккӗ ҫуратрӑн тесе вӑрҫрӗ, тет.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пӗр ачине Кӗркури, теприне Петӗр ятлӑ хурас тенӗччӗ.

Помоги переводом

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрте кӗрсен, Праски ачине тӗпелти сак ҫине вырттарнӑ.

Помоги переводом

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ан йӗр, — тенӗ Мӗтри, арӑмне те, ачине те хӗрхенсе, — чӗрке хӑвӑртрах мӗнпе те пулин.

Помоги переводом

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗвел тухса саралма тытӑнсан, Мӗтри лаша кӳлсе арӑмне, икӗ ачине — Иванпа Альтике лартса, тырӑ вырма тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Карательсем унӑн тӑватӑ ачине вӗлернӗ.

у которой каратели убили четверых детей -

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Лешсем унӑн ачин ачине хулана илсе кайса шкула кӗме пулӑшнӑ.

Они-то и помогли ему отправить внука Ивана учиться в город.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Клавьене хӑйне те, ачине те пӑхакан пур тесе темиҫе кунлӑха аппӑшӗ патне Кӗстереке леҫме тиврӗ.

Клавье с детишками пришлось отвезти к сестре в Кестерек.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурӑнман ача-пӑчана мӗн ачине кура е ӳссен хулӑмсӑр качча парассипе, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнтармассипе, кӗпе ҫухине сылтӑм енне тумассипе «хӑратаҫҫӗ».

Детей чуваши с малых лет пугают тем, что выдадут (девочек) замуж за бескалымного жениха, мальчиков — тем, что не оденут в красную рубаху или сделают ворот косоворотки не на правую, а на левую сторону.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ачине вӑл тӑват-пиллӗкрех ӗҫе явӑҫтарать.

Детей они приучают к труду с четырех-пяти лет.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр чухне вӑл пулас ачине ҫилленмеллипех ҫилленет.

И временами даже злится на еще не родившегося младенца.

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Хваттер хуҫи ачине вулаттартӑм.

— Я хозяйского мальчонку попросила прочесть.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

6 ачине кирлӗ воспитани пама та вӑхӑт тупнӑ.

Помоги переводом

Сумлӑ кунпа саламларӗҫ // Л.НОСОВА. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%81%d1%8 ... 0%d1%80ec/

Ачине хӑй арӑмӗ пулнӑ ҫынна кӑтартса Каҫҫан мӗн каласшӑн пулнӑ-тӑр, ӑна вӑл хӑй те пӗлмест.

Неизвестно, чего хотел Касьян, показав пятилетней малышке ее мать.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Раиса ҫулталӑкри ачине пӑрахса витре тӗплесе ҫӳрекен йӗкетпе тухса тарнӑ.

Раиса, бросив годовалую дочь, сбежала с приезжим лудильщиком…

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ачине макӑртсанах вӑл мана ҫӳҫрен туртать».

Как заплачет маленький, она враз меня таскать за волосы…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпӗ каллех Эрнюк мучи ачине пӑхма каяп-и, аттев?»

— Папаня, можно я опять пойду нянчиться с Эрнюковым внучонком?

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней