Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах та ҫак чертежсен йӗрӗсем темиҫе ҫӗршер километр вӑрӑмӑш та 20 — 30 километр сарлакӑш пулмалла (ҫавӑн чухне кӑна марсиансем вӗсене телескоп витӗр курма пултараҫҫӗ), ҫавӑнпа та ӳкерчӗксене тулӑ акса тума шухӑшланӑ, мӗншӗн тесен марсиансен телескопӗ витӗр йӗри-тавра сарӑлса выртакан хура ҫӗр хушшинче ылтӑн уй-хир ҫутӑ йӗр пек аван курӑнса выртӗ, тенӗ.
Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кӗркунне пӗр лаптӑк ҫӗр хусӑкланӑ, ыраш акса хӑварнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Килес ҫул тӑпра пулӑхлӑхӗ лайӑхлантӑр тесессӗн пушаннӑ анасем ҫине горчица, ыраш е сӗлӗ акса хӑварни вырӑнлӑ.
Канупа ӗҫ пӗрле ҫӳретӗр. Ҫӑкӑр хакне кашниех пӗлтӗр // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/18/%d0%ba%d0% ... bfe%d0%bb/
Акса хӑвартӑн, — епле калчисем шӑтрӗҫ!
XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Мӗн кунта ман хуратул акса, кил сыхласа, сурӑхсемпе сыснасем пӑхса пурӑнмалла-и, арӑмпа хӗрарӑмланса пурӑнмалла-и?Чтоб я стал гречкосеем, домоводом, глядеть за овцами да за свиньями да бабиться с женой?
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пурте акса туман ӑна, йӗтӗн сӳсе туянма хӑшӗсем Пӑрачкава каятчӗҫ», — асӑнаҫҫӗ ватӑсем.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Кантӑра хресчен епле пулсан та кашни ҫулах акса ӳстерме тӑрӑшнӑ.И каждый хозяин ежегодно, во что бы то ни стало, возделывал коноплю.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Вӑл хӑех акса та, ҫумласа та, тырпулне пухса та курнӑ.
XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем ӑна тырӑ акса илмелли ҫӗр тӑваҫҫӗ, кайран ҫав ҫӗре помещиксем ҫавӑрса илеҫҫӗ.Они превращают ее в возделанную землю, а помещики ее захватывают.
XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хӑй аллисемпе пилӗк шан ҫерем уҫнӑ, унта тырӑ акса хӑварас тесе питӗ нумай вӑй хунӑ.Своими руками поднял он пять шанов целины и немало потрудился, чтобы обработать их и засеять.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Арӑмӗн вилӗмӗ Игнатӑн ҫӑра та тӗксӗм сухалне кӑвак пӗрчӗсем акса хӑварнӑ, анчах халӗ ӗнтӗ унӑн куҫӗсенче темӗнле ҫӗнӗ ҫутӑ, ӑшӑ та ҫепӗҫ ҫутӑ палӑра пуҫланӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пилӗк шан ҫерем уҫнӑ, ӑна акса хӑварнӑ, кӗркунне вара аллӑ дань ытла кукуруза пухса илнӗ.Поднял пять шанов целины, засеял, а осенью снял пятьдесят с лишним даней кукурузы.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Акса тунӑ тыра нихӑҫан та хӗл каҫма ҫитмен.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Куккӑшӗ тухса кайнӑ хыҫҫӑн темиҫе кун иртсен те, пӳлӗмрен килте акса тунӑ тӑвакан ҫӑра та ҫивчӗ шӑрши кайса пӗтместчӗ.Даже несколько дней спустя после отъезда дяди в комнате ощущался густой, резкий запах самосада.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
— Паян ҫирӗм пиллӗкмӗш гектара акса пӗтеретпӗр ӗнтӗ.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Каҫалапа вӗсем ҫӗре тӗрӗслемелӗх кӑшт акса пӑхрӗҫ те, Терентий Петрович ҫапла шут турӗ:К вечеру они проехали пробный ход, и Терентий Петрович заключил:
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Акӑ, ларатӑп та, нӳрӗ тӑпра ҫийӗнех акса каятӑп.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Акса пӑхӑпӑр!

— Тен, акса пӑхӑпӑр? — хӑюсӑртарах ыйтрӗ Костя.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Каҫ пулма пуҫланӑ ӗнтӗ, юлашки хут акса ҫаврӑнса пынӑ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.