Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ахаль мар пулӗ ӗнтӗ хӑрах ҫыннӑн утти те вӑрах, теҫҫӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
«Пакунсӑр милиционер» ӳсен-тӑран таптаннӑ, лӳчӗркеннӗ вырӑна хатӑррӑн таплаттарса ҫитсе тӑчӗ, таптанчӑка чылайччен, тӗпчевлӗн, апла та капла шӑршларӗ, чх-х-х! пх-х-х! тпрух-х-х-х! сунаслакаласа илчӗ, вара, талӑрса, хӑрах мӑйракипе вирлӗн, ша-а-ак! ҫапса, эрех пулштухне, унтан спирт флаконне йӑвантарса ӳкерчӗ, малти урисемпе каса-каса, стакансене пӗрин хыҫҫӑн теприне мӑйӑрласа аяккалла кустара-кустара ячӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Фельдшер «ӑхӑ» тес вырӑнне, тутине чӑпӑрт тытса кулкаласа, хӑрах куҫне ҫеҫ шуххӑн, хӗпӗртӳллӗн хӗссе илчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Унӑн хӑрах куҫӗ йӗлпӗрсе тӑрать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӑл каялла утӑмласшӑн пулчӗ, анчах хӑрах ури хӑйӗн швабри ҫӗтӗкӗнченех ҫакланнине пула урайне месерле майсӑррӑн кӗрӗс! кӗрӗслеттерчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Кути-пути тӗлӗкре темӗнле пӗчӗк те хӑрах куҫлӑ ачана кӗрлесе юхакан ҫурхи шывран туртса кӑлартӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Лена куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ те, ӑшра капланнӑ савӑнӑҫне пытармасӑр, «хут ҫавӑрттаракансене» пурне те «хӑрах чӗресене» ҫемье телейне тупма пулӑшнӑшӑн сӑпайлӑн тав туса, вӗрсе хӑпартнӑ сывлӑш шарӗ пек ҫӑмӑл кӑмӑлпа, мӑшӑрне тупнӑ шуракӑшла «ҫунаттисене сарса» алӑк патнелле мамӑк пек ҫемҫе, ури айӗнче урайне туйман утӑмсем тӗрлерӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пӗррехинче Павӑл, юлашки вӑхӑтра хунавсӑр ҫемье хуйхине эрех черккинче чӳхесе сӗвӗртес, хӑрах уралантарас енне сулӑннӑскер, ӗҫрен вилӗ ӳсӗр таврӑнчӗ те тумтирне хывмасӑрах вырӑн ҫине лаплатса выртрӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Тинех хӑрушлӑх хӑрах ураланнӑн туйӑнчӗ ӑна.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чарӑнса, чӗркуҫҫийӗ умӗнче хӑрах аллипе хап-хап хыпашлакаласа, вӑль-вӑль выляткаласа тӗпчекелерӗ — каптака иккен, ҫемҫешкескер, ҫӗнех мар пулас.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак тата пысӑках мар кӑткӑ йӑви те курӑнчӗ (унта халӗ нимӗнле чӗрчун та яшӑлтатни палӑрмарӗ), вӑл, хӑрах енчен тусӑннӑскер, ҫиелтен пӑртак нӳрелнӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӑрах аллине хӗрача еннелле тӑснӑ, темӗн каласшӑн пулнӑ-ши?
9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫапла-и, ял-йышӑм? — тухтӑр еннелле кӑмӑллӑн ҫаврӑнса тӑчӗ Матвей Захарч, тӗрӗллӗ кӗпине хӑрах аллипе кӑшт-кашт турткаласа.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Паҫӑр вилнӗ тенӗ чӗпӗсем чип-чиперех сывлаҫҫӗ, акӑ пӗри хӑрах куҫне уҫрӗ, унтан теприне, вара ури ҫине ҫӗкленчӗ те нимӗн пулман пекех кӳлленчӗкри шыва ӗҫме пикенчӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӑрах йывӑҫ ураллӑ шурӑ ҫӳҫлӗ пахча мӗлки ватӑ асамҫӑ пек курӑнать.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтернипе шыҫӑнса хӗсӗннӗ хӑрах куҫне уҫма та хӑтланкаларӗ — уҫаймарӗ.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Акӑ, ушкӑнран вӗсен амӑшӗ уйрӑлчӗ, хӑрах аллине вӑл пӗчӗк ача тытнӑ, тепринпе витре ҫӗкленӗ.Вот от толпы отделилась мать этого семейства, с младенцем на одной руке, с ведром в другой.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
«Дучен» хӑрах куҫӗ ҫинче самантрах хура пӑнчӑ куранчӗ, ҫав пӑнчӑ сарӑлса-сарӑлса пынӑ май унӑн пӗтӗм пит-куҫне хупласа хучӗ те, «Дучерен» вара ҫав тери нӗрсӗр те хӑрушла чӗрчун пулса тӑчӗ…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Бундук хӑрах аллипе йӗмне тытса тӑнине вӗренекенсем халӗ тин асӑрхарӗҫ.Только сейчас ученики заметили, что Бундук рукой поддерживает штаны.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑрах аллине ӑйӑ, теприне мӑлатук тытнӑскер, вӑл хӑйне верстак ҫумне ҫыпӑҫтарса хунӑпа пӗрех нимӗн хускалмасӑр ларать.С долотцом в одной руке и с молоточком в другой, он сидит, как пригвожденный к верстаку.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.