Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫак халала, ҫак тупа туса хывакан килӗшӗве эпӗ пӗр сирӗнпе анчах мар, 15. паян ҫакӑнта пирӗнпе пӗрле хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче тӑракансемпе те, паян ҫакӑнта хамӑрпа пӗрле ҫуккисемпе те тӑватӑп.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Анчах Моисей каланӑ: [ҫук,] пирӗн парнесене, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памаллисене те хамӑр алла пар, эпир вӗсене хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӳрӗпӗр; 26. пирӗн кӗтӳсем те хамӑрпа пӗрле пыччӑр, пӗр чӗрне те ан юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫана, хамӑрӑн Туррӑмӑра, парне кӳме эпир ҫавсенчен суйласа илӗпӗр; анчах унта ҫитмесӗр Ҫӳлхуҫана [хамӑрӑн Туррӑмӑра] парнелӗх мӗн кӳмеллине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.