Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тӗпрен сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗпрен (тĕпĕ: тӗпрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2023 ҫулта Тӑрмӑш ялӗнче те врач амбулаторийӗ тума, Тӗмер ялӗнчине вара тӗпрен юсама тытӑннӑ.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

2020 ҫултанпа 22 шыв башнине тӗпрен юсанӑ.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Кӳлӗ ун тавра ӑсчахсем час-часах мумифициленӗ тюленьсене, тӗпрен илсен крабпа апатланакан тюленьсемпе Уэдделл тюленӗсене, тупнипе кӑсӑклӑ.

Водоем интересен прежде всего тем, что вокруг него ученые часто находят мумифицированных тюленей, в основном тюленей-крабоедов и тюленей Уэдделла.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши? // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6277.html

«Эпир 5 ҫул хушшинче пӗтӗм республикипе клуб тытӑмӗн объекчӗсене тӗпрен ҫӗнетме плана кӗртнӗ.

«Мы намерены в течение 5 лет кардинально обновить объекты клубной системы по всей республике.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Сывлӑх сыхлавӗнчи пӗрремӗш звеносене тӗпрен модернизацилеме чылай укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ, кӑтарту 1,8 млрд тенкӗпе танлашать.

Помоги переводом

Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch

«Кашни муниципалитетра эпир ӗҫсене тӗпрен инвентаризацилеме пултартӑмӑр.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

«Шутран кӑларнӑ кивӗ «Ока» машина туянтӑм. Килте «Волга» автомобилӗн хӑш-пӗр саппас пайӗ пурччӗ, ҫӗнӗрен кивӗ ытти деталь илтӗм. Йӑлтах сӳтсе ҫӑмхаларӑм, тасатрӑм, тӗпрен юсарӑм…», — каласа кӑтартнӑ арҫын.

«Купил старую списанную «Оку», дома были старые мосты от «Волги», покупал другие старые детали… Всё разбирал, чистил, проводил капремонт…» — рассказал мужчина.

Ял ҫынни трактор ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34528.html

Кам вӑрҫӑ хыҫҫӑн тӗпрен арканнӑ хуҫалӑха ҫӗклесе ура ҫине тӑратнӑ?

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Вӑл ҫеҫ тоталитарлӑ системӑна тӗпрен ҫапса аркатӗ!

Помоги переводом

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Асӑннӑ тапхӑрта вак суту-илӳ тытӑмӗнче пасарсемпе ярмӑрккасен тӳпи 2008 ҫулхи 17 процентран 2014 ҫулта 6 процент юлнӑ, пысӑк тата вӑтам организацисен - 2008 ҫулхи 36 процентран 2014 ҫулта 48-а ҫитнӗ /тӗпрен илсен, суту-илӳ сечӗсенче ытларах сутнипе/.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Республикӑри миграци ҫухатӑвӗн тӗп сӑлтавӗ граждансем Раҫҫейӗн ытти регионне куҫнипе ҫыхӑннӑ /3800 ҫын/, унӑн пӗр пайне НППП ҫӗршывӗсенчен /1171 ҫын/ - тӗпрен илсен, Украинӑран /697, 2011 ҫулта - 150/,Таджикистанран /149/, Молдовӑран /99/ куҫса килнисемпе компенсацилеме пултарнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Вӗсенче йыш тӗпрен илсен /Пӑрачкав, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсемсӗр пуҫне/ миграци катӑлӑвӗпе сахалланнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Район больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова юлашки ыйту ҫине хуравласа медпункта кӑҫалах тӗпрен юсама май пуррине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Иртнӗ ҫул 35 объекта тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.

Помоги переводом

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

Вӗсем, тӗпрен илсен, вӑрҫа хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ.

Борьба их направлена против войны.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Вӗренекенсене, тӗпрен илсен, Володя Колесников ертсе пычӗ, халӗ ак, эпир вӑл ӑҫтине те пӗлместпӗр.

— Учениками руководил в основном Володя Колесников, а мы не знаем даже, где он сейчас находится.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗпрен илсен, сӑмах кунта асӑрханмалли мерӑсем пирки пырать, ҫавӑ кӑна», — лӑплантарчӗ вӑл юлашкинчен канашлӑва пухӑннӑ педагогсемпе надзирательсене.

В конце концов, — успокоил он собравшихся на совещание педагогов и надзирателей, — речь идет лишь о предупредительных мерах, только и всего».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӗ ҫак ӗҫе хӑвӑртлатма тата 2023-2024 ҫулсенче халӑха транспорт пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессине тӗпрен улӑштарма, муниципалитетсем хушшинчи (уйрӑмах Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем хушшинчи) турттарупа ҫыхӑннӑ чылай ҫул тӑсӑлакан ыйтусене татса пама пӗтӗм май пур.

Теперь есть все предпосылки для того, чтобы ускориться и уже в 2023–2024 годах кардинально изменить транспортное обслуживание населения, решить давно назревшие проблемы межмуниципальных перевозок, прежде всего между Чебоксарами и Новочебоксарском.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Федераци тата республика бюджечӗсенчен кӗнӗ укҫа-тенкӗпе поликлиника ҫуртне тӗпрен юсанӑ (сӑмах май ҫӗнетнӗ ҫӗре февраль уйӑхӗнче куҫасшӑн, халиччен пациентсене йышӑнассине больницӑн маларахри ача ҫуратмалли уйрӑмӗнче йӗркелесе пытӑмӑр), Сӑкӑтра врач амбулаторийӗ ҫӗкленӗ, Первомайскинчи врач амбулаторине ҫӗнетнӗ, вертолет анса лармалли лапам тунӑ, территорине тирпей-илем кӗртнӗ, ҫӗнӗ йышши оборудованисем (цифрлӑ икӗ рентген аппаратури, маммограф, компьютерлӑ томограф…) туяннӑ.

Помоги переводом

Патшалӑх пулӑшӑвӗ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44128-patsh ... v-kur-ml-4

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура: «…кӑҫалтан тытӑнса эпир ҫулсерен ялти пиллӗкрен кая мар ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тумалли 5 ҫуллӑх строительстви хута кайни тата 10-ран кая мар клуба тӗпрен юсасси, модуль мелӗпе тӑвакан клуб йышши культура учрежденийӗсем тӑвасси ҫинчен пӗлтеретпӗр», - тенӗччӗ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней