Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Аттене (тĕпĕ: атте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чухлатӑп ӗнтӗ, эпӗ летчиксен училищине вӗренме кайни аттене хытах ҫилентерет.

Я знал, что мой отъезд в лётное училище его огорчит.

18. Ӗмӗтӗм пурнӑҫланать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Аттене каласа ӳкӗтлес темерӗм, унпа хирӗҫме те шутламарӑм.

Переубеждать отца и ссориться с ним я не хотел.

13. Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса вӗренетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗлетӗп, каланӑ пулсан, вӗсем мана аэроклубран тухма ӳкӗтленӗ пулӗччӗҫ, ҫитменнине тата аттене те вӑхӑтсӑр пӑшӑрхантарас килмерӗ.

Знал, что они станут меня отговаривать, к тому же не хотелось зря волновать отца.

7. Аэроклуба илчӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хам аэроклубра вӗренесси ҫинчен эпӗ аттене те, пиччесемпе шӑллӑмсене те каламарӑм.

Ни отцу, ни братьям я не сказал о том, что буду учиться в аэроклубе.

7. Аэроклуба илчӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Аннепе аттене тата шкула шел пек туйӑнать.

Жаль было мать, отца, школу.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ атте хӑй хӑнӑхнӑ япаласене: пӳрте, хире тата вӑрманпа кӗтӗве ӳкерме пултарни аттене питех те савӑнтарать.

Ему нравится, что я могу рисовать всё, с чем он так свыкся: хату и поле, рощу и стадо.

8. Художник пулма шутлатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Киле вӑл час таврӑнмастчӗ, хӑйпе пӗрле тӗрлӗ хутсем илсе килетчӗ те нумайччен ӗҫлесе ларатчӗ, тӗлӗрнӗ мӑй эпӗ: вӑл счетпа шутланине тата аттене пӗр кун хушшинче мӗн-мӗн пулса иртнисем ҫинчен каласа панине итлесе выртаттӑм.

Приходил поздно, нагруженный бумагами, работал долго, и я сквозь сон слышал, как он щёлкает на счётах и рассказывает отцу о событиях дня.

5. Хӗрӳллӗ кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Паллах, анне ман хута кӗчӗ, аттене вӑл мана ярмаркӑна илсе кайма ӳкӗте кӳртрӗ.

Мать, конечно, заступилась, уговорила отца.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кукаҫи аннене хӑй кӑмӑлланӑ ҫынна качча парасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл аттене, аннене ҫураҫма пырсан, килӗнчен хӑваласах кӑларса янӑ.

Дед хотел отдать дочь по своему выбору и прогнал моего отца, когда тот пришёл свататься.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Сулласа ларнипе вӗсем ӑнсӑртран аттене лекеҫҫӗ.

Болтаю ими и нечаянно задеваю отца.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Эпӗ кӑшт кӑна аташрӑм, — ответленӗ ывӑл, куҫҫулне ҫӑтса, — аннене Елена Николаевна тесе чӗнеҫҫӗ, кукамая — Вера Васильевна, асаттене — Федосий Осипович, аттене — Василий Федосьевич, эпӗ хам — Олег Кошевой.

— Я немножко заблудился, — глотая слёзы, ответил сын, — маму зовут Елена Николаевна, бабушку — Вера Васильевна, дедушку — Федосий Осипович, папу — Василий Федосьевич, а я сам — Олег Кошевой.

«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вара самолет кӑштах чӳхенме пуҫларӗ, эпӗ аттене: — Мӗншӗн? Мӗншӗн? — тесе кӑшкӑртӑм.

Потом самолёт стало немножко качать, и я кричал папе: — Почему? Почему?

Эпир Харькова самолетпа вӗҫни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асанне кӑштах макӑрса ячӗ те, аттене чуптума пуҫларӗ, унтан вӑл мана алла илчӗ, мана та пӗрмай чуптума тытӑнчӗ, хӑй текех: — Ан ман, Алёшенька, асаннӳне, терӗ.

Бабушка немножко заплакала и стала целовать папу, а потом меня на руки взяла и тоже очень целовала и говорила: — Не забывай, Алёшенька, бабушку.

Асанне макӑрни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ аттене, манӑн кукуруз пур, терӗм, тата пире чӑхсем те парса ячӗҫ, терӗм.

А я папе сказал, что у меня початок есть и что мне курочек подарили.

Атте // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анне аттене пӗрмаях: — Юрӗ! Юрӗ!.. — терӗ.

А мама всё говорила папе: — Хорошо! Хорошо!..

Эпир епле кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫаврӑнса пӑхрӑм та, аттене курах кайрӑм.

Я посмотрел, а там за окном папа.

Вагон // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Эпӗ те аттене, каникул хыҫҫӑн арифметикӑпа пур задачӑна та ӑнланакан пулатӑп, терӗм, — пӗлтерет Галя.

— А я тоже сказала папе, — сообщает Галя, — что после каникул буду всё по арифметике понимать.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Аттене арестленине, ӑна тӗрмене илсе кайнине эпӗ ытла тӳрех ӑнланса та илеймерӗм.

Не сразу понял, что отец арестован, что его повели в тюрьму.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вара эпӗ хамӑн аттене ҫумӑр витӗрех пӳртрен илсе тухнине, ӑна ҫурӑмӗнчен винтовка приклачӗсемпе чыша-чыша урампа илсе кайнине куртӑм.

Увидел, как моего отца вывели из дому и, ударяя по спине прикладами, погнали по улице.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Эпӗ аттене каласа паратӑп, вӑл сире пурсӑра та ҫакать!

— Я скажу папе, он всех вас повесит.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней