Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телегина илсе килессе Крапивин тем пекех кӗтнӗччӗ, унпа тӳрех калаҫма шут тытнӑччӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук, унпа килӗшмех тиврӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫав тери ҫивӗч, аҫу пур-тӑк, унпа бритва вырӑнне сухал хырма пултарать, — мухтарӗ Майоровӗ хӑй ӑсталанӑ япалана.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ентешӗ пурнӑҫ тӗлӗшпе самай тавҫӑруллине пӗлекенскер, вӑл унпа час-часах канашлать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗр епле пурӑннине пӗлет кӑна мар, унпа тӑтӑшах курнӑҫса тӑрать вӑл…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет унпа тек пуплешмерӗ, малалла алӑ сулчӗ те, Сӑр еннелле тапса сикрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет вара яланах унпа юнашар пулма тӑрӑшрӗ, иккӗшне ҫыхса янӑ тейӗн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ те ирӗке тухсан, пӗррехинче унпа ресторанра тӗл пултӑмӑр.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль чухне Антун унпа унашкал япала ҫинчен сӑмахлас ҫук та-ха, тӑвӑлса ҫитнӗ самантра ҫыннӑн чунне уҫас, капланнӑ тунсӑха ҫапла майпа кӑларса, кӑшт лӑпланас килет-ҫке.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пурӑнмаллаччӗ, кам чарнӑ сана, — ӑна тарӑхни халлӗхе пӗтӗмпех иртсе кайманран, унпа ӑшшӑнах калаҫасшӑн пулмарӗ Антун.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс, тусӑм, ӗнерхишӗн каҫар пире, — терӗ, унпа юнашар пырса ларса.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, унчченрен унпа юлнӑ тепӗр ристанӗ тӳрех хӑраса ӳкрӗ курӑнать, шарламасть, эппин, ӑна шанма кирлӗ мар.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тусӗсем ӑна каллех хисеплесе пуҫ тайрӗҫ, Антунпа тепӗр малтанхи ристан япалисене тата айккинерех тапа-тапа сирпӗтсе, нар ҫине унпа юнашар пырса вырнаҫрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак шухӑш Етӗрнерех пурӑнакан аппӑшӗ Пӑлаки унпа тӗрмене пырса курнӑҫнӑ хыҫҫӑн пушшех ҫирӗпленчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унпа оперативлӑ ушкӑн ҫыннисем те килӗшрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Калюк хӑй чӑннипе кам иккенни те, унпа ҫӳрекенсен чӑн ячӗсем те паллӑ мар.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуҫи те урӑх унпа ҫыхланмастӑп тесе хӗрес хывсах калать-мӗн…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шикки Ваҫҫине чӗнсе тухрӗҫ те, унпа, вулӑс представителӗпе, тӳрех Иван Телегин патне вӗҫтерчӗҫ, ҫур сехетрен ӑна ялтан тӑрантас ҫине лартсах илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темшӗн-ҫке, Улька хӑйне Ванькка умӗнче айӑплӑн туйрӗ, вара унпа ҫемҫенрех, йӑвашшӑнрах калаҫма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, Телегин шурӑ поляксен аллинче унпа пӗрле пулнӑ-ҫке, тыткӑнран унпа, хӑйӗн командирӗпе, пӗрле тарнӑ; ун чухне ӗнтӗ, хамӑрӑннисем патне ҫитсе-ҫитсе пынӑ самантра, Никифорова тӑшман пули пырса тирӗнчӗ…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней