Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунта сăмах пирĕн базăра пур.
кунта (тĕпĕ: кунта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла-тӑк, кам килсе ҫӳрет-ши вара кунта?

Кто же был здесь?

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Кунта кӗске ҫул шыракансем такӑрлатнӑ утма ҫул авкаланса выртать.

Здесь вилась тропинка, протоптанная теми, кто выбирал кратчайший путь.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

— Ывӑлӑм, кил кунта! — Сяо-шуане чӗнсе илчӗ Хуа Да-ма.

— Пойди сюда, сынок! — крикнула старуха из маленькой комнаты.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Мӗн ҫиетӗр эсир кунта?

Что за печенье вы там едите? —

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

— Унтах лар-ха, ан кил кунта.

— Посиди там, сынок, не ходи к нам.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ҫапах кунта никамах та ҫук-ха, Сяо-шуань ҫеҫ сӗтел хушшинче ҫисе ларать.

Посетители еще не появлялись; только сын старика — Сяо-шуань сидел за столом и ел.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

— Ну, кунта мӗнле майпа ҫитрӗн?

— Ну, ты как же это сюда?

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хайхи ҫын ҫӗлӗкне хыврӗ: асӑрханчӑклӑн йӗри-тавралла пӑхкаласа уҫланкӑна тухрӗ, кунта тин вара Яков Лукич ҫак палламан ҫын Тимофей Рваный иккенне чухласа илчӗ: — Ӑҫтан килетӗн эсӗ?.. — ыйтрӗ вӑл, Тимофей Рваная ӑнсӑртран тӗл пулнинчен тата вӑл хӑрушла ырханланса, паллама ҫук улшӑнса кайнинчен тӗлӗнсе.

Человек снял шапку; настороженно озираясь, вышел на поляну, и только тут Яков Лукич узнал в незнакомце Тимофея Рваного: — Откуда ты?.. — спросил он, пораженный встречей, всем видом страшно исхудалого, неузнаваемо изменившегося Тимофея.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑйсен турри кунта пачах кирлӗ мар, мӗншӗн тесен барометр йӗппи, ҫанталӑк улшӑнасса кӑтартнӑ тӗле ҫитсе, хытсах ларнӑ.

А бог их тут совершенно ни при чем, раз барометр закостенел на переменном положении.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Темех каланӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ вӑл кунта килсе кайнишӗн.

Подумаешь, велика важность, что сказали бы по этому поводу.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ ҫеҫ кунта вӗсене демократизмсем туса паратӑн, ӳкӗтлетӗн, йӑлӑнатӑн.

Это ты с ними тут демократизмы разводишь, уговариваешь, упрашиваешь.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Стариксем — турра ӗненекеннисен делегацийӗ — Давыдовран молебен туса ирттерме ирӗк ыйтма кайнине илтнӗ те вӑл, кунта ҫитме васканӑ.

Он услышал, что старики — делегация верующих — отправились просить у Давыдова разрешения молебствовать, поспешил прийти.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗнекесем ҫинче ҫырни пур: Египетра ҫулталӑкне икӗ хутчен тырӑ туса илеҫҫӗ имӗш, анчах Гремячий Лог хуторӗ вӑл, Давыдов юлташ, сире валли Египет мар ҫав, кунта акмалли вӑхӑтсене питӗ ҫирӗп тытса пымалла!

В книжках прописано, будто бы в Египте два раза в год сеют и урожай снимают, а Гремячий Лог вам, товарищ Давыдов, не Египта, тут надо дюже строго сроки сева выдерживать!

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта та техника!

— Тут тоже техника!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ан тив кунта тӑватӑ теҫеттин пултӑр.

— Тут нехай четыре десятины.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта вара, капла сухалама юраманнине, Любишкин та ӑнланса илчӗ.

Тут и Любишкин понял, что не годится так пахать.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Бригадӑри ҫынсем пурте кунта.

— Бригада в сборе.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамӑн пурнӑҫӑма сирӗншӗн хӑртса пурӑнма кунта эпӗ ылханлӑ ҫынах мар-ха…

Я не проклятый, чтобы вам тут жизню свою вколачивать.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, кил-ха кунта!

— А ну, пойди сюда!

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунта вара Любишкин чӑтса тӑрайман: йӗс ҫӑпала ярса тытнӑ та, сиксе тӑрса, мӗн сасси ҫитнӗ таранах хытӑ кӑшкӑрса янӑ:

Тут уж Любишкин не выдержал: ухватив в руку медный половник, он привстал, гаркнул во всю глотку:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней