Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Кам вӑл пирӗн хушӑра тӑлӑха хӗсӗрленекенни? — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫав хушӑра ҫил-тӑвӑл вӑйлансах пынӑ, вӑйлӑ ҫумӑр ҫынсене вилӗм те тустару кӳрсе, хула ҫине йӑтӑннӑ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пилӗк таран ҫарамас ачасем (кочегар команди) факелсем ялкӑштарса пычӗҫ, ҫулӑм часах типӗ туратсене хыпса илчӗ, вара пионерсем чӗтретсе «урра» кӑшкӑрнӑ, барабансем тапӑртатнӑ, горн авӑтса тӑнӑ хушӑра лагерьти хӗрӳллӗ костер шатӑртатса ҫӗкленсе кайрӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак хушӑра ӑна эп пӗрре анчах, вӑл просмотр пӳлӗмне иртсе кайнӑ чух, тӗл пултӑм.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ больницӑра выртнӑ хушӑра ҫӗнӗ укҫа тухрӗ — кӗмӗл те ылтӑн укҫа.пока я лежал в больнице, появились новые деньги — серебряные и золотые.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак хушӑра эпир Иван Иванычпа яланах, кун сиктерсе тенӗ пек, курнӑҫатпӑр.За это время мы очень часто, чуть ли не через день, встречались с Иваном Иванычем.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Катька ларчӗ те эпир калаҫма тӑнӑ хушӑра тек хӑй ҫивӗтне кышлакаларӗ.Она уселась и нетерпеливо грызла косу все время, пока мы разговаривали.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл кӑвайт патӗнче анӑрашса выртнӑ хушӑра эпир васкавлӑн урӑх председатель суйласа хутӑмӑр — мана суйларӗҫ.Пока он лежал за костром и выл, мы поспешно выбрали другого председателя — меня.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ку хушӑра вӑл Марья Ивановнӑна хӑй арӑмӗ тӑвать вӗт!..
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Ун пек инҫе хушӑра тӑшман ҫӑмӑллӑнах сире стратегиллӗ тӗп пунктран уйӑрать, коммуникаци ҫулне татса, сире тӗппипех ҫӗмӗрсе тӑкма пултарать.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Шухӑша кайса утса пынӑ хушӑра, сасартӑк лаша ури сасси илтрӗм.Я шел, занятый своими размышлениями, как вдруг услышал за собою конский топот.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Швабрин ман патӑма пычӗ; вӑл хамӑр хушӑра пулса иртни пирки питех те кулянчӗ; пӗтӗмпех эпӗ хам айӑплӑ пулнӑ кунта, тесе, йышӑнчӗ те пулса иртнӗ ӗҫсене манма ыйтрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тепӗр кунне, эпӗ пӗр элегия ҫырма тытӑнсассӑн, рифма шыраса перона кӑшласа ларнӑ хушӑра, Швабрин чӳречерен пырса шаккарӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Чӑнахах та пирӗн хушӑра нимӗн те пулман пек кӑтартса, эпир пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайрӑмӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ку хушӑра Палашка пирӗн хӗҫсене чӑлана леҫсе те хучӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Юлашки сӑмахне каланӑ хушӑра вӑл стаканне тытса сӑхсӑхрӗ те эрехе пӗр сывламасӑр янклаттарчӗ.При сих словах он взял стакан, перекрестился и выпил одним духом.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Сӑмахӑмӑр этем ӑраскалне пӗлӗт ҫинче ҫырса хунӑ тесе шухӑшлакан мусульмансем пек ҫынсем хамӑр хушӑра та нумай пурри ҫинчен пычӗ; кашниех тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пирӗн хушӑра пӗтӗмпех пӗтеймен-и вара?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав хушӑра доктор пистолета авӑрларӗ те ӑна мана тыттарчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл хӗрелсе кайрӗ; хӗҫ-пӑшалсӑр ҫынна вӗлерме намӑс пулчӗ ӑна; эпӗ ун ҫине тинкерсе пӑхатӑп; ҫав хушӑра мана вӑл ман ура патне пырса ӳкессӗн туйӑнчӗ; каҫару ыйтассӑн туйӑнчӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964