Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑҫан сăмах пирĕн базăра пур.
хӑҫан (тĕпĕ: хӑҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑҫан чирлесе ӳкнӗ вӑл? — ӑна каласа пӗтерме памасӑр пӳлсе ыйтрӗ Елена.

— Когда он занемог? — перебила Елена.

XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӑҫан улшӑнма пуҫлать? — ыйтрӗ Берсенев.

— А после кризиса? — спросил Берсенев.

XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпӗ хӑҫан та пулсан…

Разве я когда-нибудь…

XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӑҫан та пулин пиртен кам та кам уншӑн вилет, ун чухне вара: вӑл тӑван ҫӗршыва юратнӑ, теме юрать.

 — Вот когда кто-нибудь из нас умрет за нее, тогда можно будет сказать, что он ее любил.

XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫамрӑк ҫынсем Инсаров кунтан хӑҫан куҫса каймалли ҫинчен калаҫса килӗшрӗҫ.

Молодые люди условились насчет дня, в который Инсаров должен был переселиться.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӑҫан та пулин пырса кайӑр, иҫмасса, — терӗ, вӑл тепӗр самантран.

— По крайней мере навестите меня когда-нибудь, — начал он, погодя немного.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

«Павел мана улталарӗ, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — анчах… вӑл хӑҫан та пулсан юрататех…

«Павел меня дурачил, — думал он… — но она когда-нибудь полюбит…

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл мана хӑҫан та пулсан юратасса эпӗ кӗҫӗрхи каҫчен ҫаплах шанса пурӑнаттӑмччӗ-ха…

До нынешнего вечера я мог надеяться, что и она со временем меня полюбит.

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӑҫан

Когда…

II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӑҫан эпӗ Италие кайӑп-ши, турӑҫӑм?

Когда же, боже мой, поеду я в Италию?

II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпӗ ӑна вырсарникун хӑҫан пулассине пӗлтеретӗп.

Я отвечаю Любе, когда будет воскресенье.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах вырсарникунӗ хӑҫан пулать-ха?

А воскресенье когда?

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах вӑл та пулин тепӗр сехетренех сӳрелет: вӗсем апат е ҫӑкӑр илме салтаксен «хӗрлӗ» кухни патнелле туртӑна пуҫлаҫҫӗ, водопровод хӑҫан ӗҫлеме пуҫласси пирки ыйтма «хӗрлӗ» коменданта шыраҫҫӗ, хӑйсен ачисене варвитти чирӗ ернипе ерменнине пӗлме аманнӑ салтаксем выртакан медсанбата ҫӗклеҫҫӗ…

Он, впрочем, не мешал уже через час после окончания боя тянуться к солдатским «красным» кухням за едой и хлебом, разыскивать «красного» коменданта, дабы узнать, когда будет работать водопровод, и приносить своих детей в переполненный ранеными и умирающими медсанбат на предмет обнаружения поноса…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Хӑв хӑҫан?

— А себя когда?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хӑҫан?

Помоги переводом

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ну, славянсем, хӑҫан та пулин ҫывӑрӑпӑр-ха, халь ытла ан хурланӑр.

— Ну ничего, славяне, еще отоспимся.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хӑҫан пуҫланать татӑклӑ улшӑну?

— А когда начнутся решительные перемены?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Машинӑран тухма команда паман, ҫавӑнпа эпир, хӑҫан тапранса каясса кӗтсе, ҫаплах пӗр-пӗринпе ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ларатпӑр-ха.

Команды вылезать из машины нет, и мы в ожидании сидим, тесно прижавшись друг к другу.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пултарнӑ пулӑттӑм-ши эпӗ хӑҫан та пулсан ҫак фильмсенчи ҫынсем пек пулма?..

Разве я мог бы когда-нибудь стать таким, как люди в этих фильмах?..

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сашӑна эп кирек хӑҫан та ӗненетӗп.

Саше я привык верить с первого слова.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней