Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каҫхи вӑхӑт е тӗрӗсрех каласан, пирӗн куҫсем хупӑна пуҫлакан вӑхӑт ҫитрӗ, мӗншӗн тесен ку океанра ҫӗрле пулмасть, пӗртте сӳнмен ҫутӑ яланах пирӗн куҫа ывӑнтарать, эпир поляр тинӗсӗнчи хӗвел ҫутти пайӑркисем айӗнче ишсе пыратпӑр тесе те калӑн.
XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эппин, кунта шыв айӗнче пит тарӑнра тахҫанах вилсе пӗтнӗ авалхи тӗлӗнмелле пысӑк тискер кайӑксенчен пӗри йӑраланса ҫӳрет пулмалла; ку тискер чӗрчун акулӑран та ҫӑткӑнрах, китран та хӑрушӑрах пулас.
XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Урлӑ каҫа вӑтӑр километрлӑ ҫаврака тӳпене хӑйӗн айӗнче ҫил-тӑвӑлпа хумханса выртакан темӗн пысӑкӑш тинӗсе вырнаҫтаракан тӳпене илсе пӑхсан, ҫӗр ҫинчи пысӑк кӗперсен арккисем, ҫӳллӗ чиркӳсен тӳписем нимӗне тӑма та пултараймаҫҫӗ!
XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Пит тӗрӗс каларӑн: эпир ҫурҫӗр енчи ҫӗршывсен айӗнче Джемс Росс магнит полюсне тупнӑ вырӑнта, ҫитмӗл градус таврашӗнче пулнӑ пулсан, магнит йӗппи шӑпах вертикаллӑ тӑмаллаччӗ.
XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫӗр хуппи айӗнче ҫакӑн пек хӑпарса, чакса, ҫилпе те тӑвӑлсемпе хумханса тӑракан тинӗс сарӑлса выртнине хӑҫан та пулин кам шухӑшлама пултарнӑ?
XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Африкӑри негрсен хулинчи ҫаврака тӑрӑллӑ ҫуртсем пек пӗр-пӗрин сумне таччӑн ҫыпҫӑнса ӳсекен кӑмпасен сарлака шӗлепкисен айӗнче сӗм тӗттӗм тӑрать.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫӗр айӗнче ҫавӑн пек пысӑк хӑвӑлсем мӗн пирки пулса тӑни ҫинчен геологи ӑслӑлӑхӗ мӗнле каласа ӑнлантарнине эпӗ пӗлмен.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Кунта, ҫӗр айӗнче, ҫӗр ҫирӗм километр тарӑнӑшӗнче урӑх кам пултӑр-ха?— Кто же еще может быть здесь, на глубине тридцати лье под землей?»
XXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫӗр айӗнче сӗм тӗттӗм пирки эпӗ чӑнтанах суккӑр ҫын пулса тӑтӑм!Глубокий мрак обращал меня в слепого в полном смысле этого слова!
XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Манӑн урамсем айӗнче юхса выртакан ҫӑл шывӗ ҫук.
XXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пичче мана каллех хӑйӗн Сакнуссемӗ ҫинчен астутарнӑ пулӗччӗ, — анчах ку тӗслӗх пӗрре та шанӑҫлӑ та ҫирӗп пулаймасть; мӗншӗн тесен ученӑй исландец ҫӗр айӗнче ҫӳресе курнине факт вырӑнне йышӑнас пулсан та, ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах ҫеҫ каласа хумалла: вунулттӑмӗш ӗмӗрте борометр та, манометр та шутласа кӑларни пулман, ҫавӑнпа Сакнуссем хӑй Ҫӗр варрине ҫитнине мӗнле майпа пӗлме пултарнӑ-ха?
XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Апла пулсан, эпир Атлантик океанӗ айӗнче ҫӳретпӗр пулать, — терӗм.
XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпир ҫӗр айӗнче, ӗлӗк-авал кунта пурӑннӑ трогладитсем пекех пулса кайнипе, текех хӗвелпе уйӑх ҫутисем ҫинчен, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатни ҫинчен, йывӑҫсем, ҫуртсем, хуласем, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ырлӑхсем ҫинчен уйӑх айӗнчи тӗнчере пурӑнакансемшӗн мӗнпур ытти кирлӗ япаласем ҫинчен аса та илместпӗр.
XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Профессоршӑн пулсан, ку нимӗнех те мар пек туйӑннӑ, анчах эпӗ хам океан шывӗсем айӗнче ҫӳрени ҫинчен шухӑшласа пӑртак шикленнӗ пек пултӑм.
XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Нью Кэстльри ҫӗркӑмрӑк шахтисем тинӗс айӗнче выртмаҫҫӗ тесе шухӑшлатӑн-и мӗн? — терӗ пичче.Разве каменноугольные копи в Ньюкасле не лежат под водными потоками?
XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Шыв айӗнче ҫав, — тет пичче, аллисемпе сӑтӑркаласа.
XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Йӑнӑшмарӑм иккен, — терӗм, — эпир Портланд сӑмсахӗнчен иртсе хӗвелтухӑҫнелле кайса, халӗ ӗнтӗ шыв айӗнче пыратпӑр.
XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унтан, юнкун, 15-мӗш числара, эпир ҫӗр айӗнче ҫитмӗл километр тарӑнӑшӗнче, Снеффельс тӑвӗнчен 200 километр аялта пултӑмӑр.
XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак вӑхӑтра пирӗн ура айӗнче темӗн тарӑнӑшӗ пысӑк шӑтӑк курӑнса кайрӗ.
XXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ку шыва ҫӗр айӗнче сакӑр километр тарӑнӑшӗнче тупрӑмӑр вӗт.
XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.