Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Куҫ сăмах пирĕн базăра пур.
Куҫ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехре хӗрарӑмсем еннелле куҫ хыврӗ те ҫакна курчӗ: Маринепе Людмила, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫса тӑнине пӗлсе, ахӑлтатсах кулаҫҫӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Сехре Иванӗ ҫакӑн хыҫҫӑн кунӗпех Марине ҫинчен шухӑшларӗ, куҫ умӗнче вӗҫӗмсӗр унӑн тулли пичӗ, унӑн хӗрле ҫыхнӑ шап-шур тутӑрӗ тӑчӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, пӳртре манса юлакан япалана шыранӑ пек, унталла-кунталла куҫ хыпрӗ, ним илме аптранипе кӑмака хыҫӗнчи кивӗ шӑпӑрне ярса тытса, алӑкран тухма тӑчӗ.

Помоги переводом

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм, купӑсне ӑвӑс айне лартса, ашшӗ ҫывӑхнерех кайса тӑчӗ, аллалпи ҫине темиҫе хутчен сурчӗ те, ҫамрӑксене куҫ хӗссе, хӑва тӗмӗ патне пӗшкӗнчӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кам-ши вӑл? — ун еннелле чалӑшшӑн куҫ хыврӗ Сехре.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн кӑшт куҫ хупса илес терӗм — тӑрса ларчӗ Сехре.

Помоги переводом

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта пурте куҫ умӗнче — начарри те лайӑххи те.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ял ҫыннисем вӑл мӗнле активист пулнине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ: калаҫма вӑл пуринчен те ӑста, ӑҫта та пулин суйламалла пулсан, куҫ умӗнчех хӑй сӗкӗнет, ӗҫре вара ҫынсем мӗн тунине ҫеҫ пӑхса ҫӳрет.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахвипе Липа, кунта нихҫан та кӗрсе курманскерсем, калаҫнӑ хушӑрах пӳрте йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнса, ӑҫта мӗн выртнине куҫ хыврӗҫ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Куртӑна? — терӗ Кӑтра Михала, куҫ хӗссе.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун чухне Левентей тӗрӗс те тунӑ-тӑр, хӑйпе калаҫса пӑхмалла вара куҫ курӗ.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна вӑл куҫ умӗнчех каламасть, ҫапах та сисет, курать.

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан Укахви куҫ айӗн Липа ҫине тинкерчӗ.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак Ятман таврӑнни Укакви чӗринче каллех ҫил-тӑвӑл хускатрӗ, Галимджан сӑнарне куҫ умне тата чӗррӗнтерех кӑларса тӑратрӗ.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан ку сӑмаха халӗ те ҫӑвартан вӗҫертмест, ӑна ҫынсен куҫ умӗнче те, пӗччен чухне те Агай тесех чӗнет.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн кашни хусканӑвӗ куҫ умӗнче, кашни сӑмахӗ хӑлхара.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви хӗр чӗрине паҫӑрах туйрӗ ӗнтӗ, Липа Ятмана куҫ хывма ӗлкӗрнӗ пулас, ҫавӑнпа вӑл ун ҫинчен мӗн пур таран йӑлтах ыйтса пӗлесшӗн.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Вӑл мана кӗтнӗ, куҫ пек кӗтнӗ»…

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мана килте ватӑ анне куҫ пек кӗтсе тӑрать.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ял патне ҫывхарса пынӑҫемӗн унӑн илемлӗхӗ куҫ умне ытларах тухса пырать.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней