Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ара, хӗрарӑма ӑна ятлаҫма тунӑ пуль…»

— На то она и баба, чтоб ругаться.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Укҫана кӑларса ӳкермӗн-и?» — тет тиек шӳт тунӑ пек, анчах шӳчӗ тухмасть.

— Смотри, деньги не вырони, — невесело пошутил дьяк, но Ивук не принял шутки.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫӗртме тунӑ ҫӗртен кайса тӑвӑрнӑ, — тет Ивук.

— С поля, с паров, пригнал… — говорит Ивук.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара ӑна та кӑмӑл тунӑ.

И ее не обидел, потешил.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Арҫын мар арҫын» пулни (вӑл ӗмӗр тӑршшӗпе те карчӑкӗпе пӗр икӗ хут ҫеҫ пӗрле выртса курнӑ, унта та пулин тул ҫутӑличченех ҫӗре кӗрӗслетсе аннӑ) Хушаҫҫӗ Петӗрне йӑлтах арӑмӗн ури айне тунӑ.

За весь свой век он и скоротал-то с женой ночь-другую и оба раза задолго до рассвета оказывался на полу, Петр Велят полностью был под пятой у жены, снискав себе прозвище «не мужик, а баба».

Хушаҫҫӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑваран авса тунӑ тӑрӑхла тенкел ҫинче — улӑм пӗрчисем, тусан…

На сплетенной из ивовых прутьев скамейке лежит соломенная труха, пыль.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗри выльӑх пӑхнӑ, тепри уйри ӗҫсене тунӑ, виҫҫӗмӗшӗсем ӑна вӑрра ҫӳреме пулӑшнӑ е вӑрланӑ япалисене вырнаҫтарнӑ.

Одни смотрели за скотиной, другие гнули спины в поле, третьи помогали ему в воровском ремесле, сбывали краденое.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурӑнса ирттернӗ куна тепӗр хур пурӑнма май пулсан та Ухтиван ҫав ӗҫсенех тунӑ пулӗччӗ, хӑй курайман ҫынсене те ҫав сӑмахсенех калӗччӗ.

Случись ему пережить эти моменты заново, все бы повторилось: ненавистным людям Ухтиван сказал бы те же самые слова.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑмӑл килӗшмен ӗҫ тунӑ хыҫҫӑнхи пек, айӑпа кӗнӗ пек, ӑшӗнче унӑн паҫӑртанпах пӗр кансӗр шухӑш ҫаврӑнать, чӗрине хускатса тӑрать.

Отчего в нем это чувство — он не сознавал, но на душе было беспокойно, тревожно, чувство какой-то неясной вины…

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрӑсем тунӑ», — терӗ те Хушаҫҫӗ Петӗрӗ пыл чашакне хӗстерсе килне тухса утрӗ.

Воровское это дело, — подтвердил еще раз свое «открытие» староста и, крепко зажав мед в руках, поспешил домой.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ку ӗҫе вӑрӑсем тунӑ», — терӗ вӑл юлашкинчен, никам пӗлмен япала ҫинчен пӗлтернӗ пек.

— Это дело сотворили воры, — заключил он, будто до него никому и невдомек было, кто это сделал.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Утара мӗн тунӑ… ҫаратнӑ», — терӗ те ашшӗ, ача пек, пӗр-икӗ хут нӑшӑклатса илчӗ.

— Пасеку нашу… разорили… — выдохнул старик и дважды, как ребенок, всхлипнул.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Халӑх ҫинче арлан пекех кутӑн стараста Ухтиван хӑйӗн сӗтелне юри ватнине курсан та ҫилленмен пек тунӑ.

Упрямый и надутый на людях, точно хомяк, староста, сейчас увидев, как Ухтиван смял стол, не выказал ни малейшей обиды или гнева.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сана ҫӗр вӑрласа килсе пӑнӑ, туй тунӑ

Тебе в невесты землю украли, свадьбу сыграли.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем ҫӳрекен сукмак ҫине е кӗрсе тухакан вырӑна ут хӳринчен явса тунӑ темиҫе мӑйкӑч ҫыхса хума кӑна ан ӳркен…

Не ленись только расставить на тропах, по которым они бегают, петли из конского волоса, кто-нибудь наверняка попадется.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Сассуна мӗн тунӑ эс, Иван Петрович?»

— Что с голосом-то у тебя, Иван Маркелыч?

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тимӗртен тунӑ пекех, алӑк нӑх та тумасть, шалалла уҫӑлаканскер, чипертерех кӑна хупӑнса ларать.

Но дверь будто из железа скована — не скрипнула, не охнула, а лишь плотнее села в проеме — открывается она, оказывается, внутрь, в подвал.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн айӑп тунӑ вӑл?

В чем его вина?

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫак пӗтӗм мыскарана Ҫӗньял халӑхӗ турра ӗненсе мар, ҫав вӑрман сӑмсахне ҫитес йӳтӗмпе тунӑ ӗнтӗ.

Весь этот маскарад с освящением им был нужен только для того, чтобы заманить его сюда, к лесной опушке!

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Питсем тӗксӗм сарӑ, йывӑҫран касса тунӑ пек хускалми…

Лица людей неподвижны, словно вырезаны из дерева…

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней