Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ маларах каланӑ пек пулса иртрӗ, — хушша кӗчӗ боцман бинт вӗҫне шӑлӗпе туртса — унпа вӑл ҫӗҫӗпе амантнӑ аллине ҫыхать.

— Было, как я уже рассказал, — перебил боцман, держа зубами конец бинта, которым он спешно обматывал раненную ножом руку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Пьер пӗтӗм вӑйне пуҫтарса сиксе тӑрасшӑнччӗ, чул ҫӗклесе унпа Пакута кантӑкне ҫапса ҫӗмӗресшӗнччӗ — ҫак самантрах сулланса ӳпӗнчӗ, тӑнне ҫухатнине туйса ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Вскочив через силу, чтобы поднять камень и разбить им окно Пакуты, Пьер зашатался, почувствовал, что теряет сознание, и упал навзничь.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Унпа хӑрушӑ темӗнле япала пулса иртет: урисем йывӑрланчӗҫ, пуҫӗ ҫаврӑнать, чӗри кӑкӑрӗнче лапчӑтса хунӑ кайӑкла тапкалашать, ҫӗнтерме май ҫук ыйхӑлӑх сӑнчӑрлать.

С ним происходило нечто страшное: ноги отяжелели, голова кружилась, сердце глухо возилось в груди, как раздавленная птица, и непреодолимая сонливость владела Пьером.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Зурбагана лексен Пьер яланах ун патне каять, эрех ӗҫсе унпа ҫӗр ирттерет; хальхинче те ҫаплах тума хатӗрленнӗччӗ; вахта вӗҫленсен кубрике анчӗ, хырӑнчӗ, укҫа енчӗкӗпе ҫӗҫҫине чикрӗ те Синдикат урамне, Пакута ҫурчӗ патне, ҫитсе тӑчӗ.

Пьер всегда, попадая в Зурбаган, бывал у нее, и с ней, пьянствуя, проводил ночь; на этот раз он собрался сделать то же; когда вахта окончилась, он спустился в кубрик, побрился, захватил кошелек и нож и пришел на улицу Синдиката, к дому Пакуты.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Тытӑнчӑклӑ та кӑнттаммӑн калаҫнӑран, пурин ҫине те йӗрӗнсе пӑхнӑран, ыттисен хуйхи-инкекӗшӗн савӑнӑҫне пытарманран унпа туслашакан ҫукпа пӗрех; унӑн пӗр тус та ҫук; вӑхӑтлах юлташӗсем, шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗри тусӗсем укҫа енчӗкӗ мӗнле пушанать — ҫав самантрах унран сивӗнеҫҫӗ.

Отрывистая, грубая речь, презрительное выражение лица и нескрываемое злорадство при виде чужих печалей не особенно располагали дружить с ним; друзей у него не было; а временные приятели, сподвижники кутежей, охладевали к обществу Пьера равномерно с отощанием его кошелька.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Хӗр ача, ӑна Ли (Ливия ятран кӗскетнӗ) тесе чӗнеҫҫӗ, ҫавӑн пекех кӑсӑк япала пӗлтерет: Скоррей ҫур сехет каялла кӑна унпа шӳтленӗ, кӗҫех ҫынсем килесси, ӑна тата Филипа «пысӑк ҫӗр» ҫине лартса каясси, унта вӗсене лайӑх пӑхасси пирки каланӑ-мӗн.

Девочка, которую звали Ли, — сокращенное Ливия, — рассказала также, что Скоррей еще полчаса назад шутил с нею и говорил, что сейчас придут люди, которые увезут ее и Филиппа на «большую землю», где им будет неплохо.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ӑҫта — вӑл пӗлмест; унпа тата пӗчӗк Филиппа халӗ тӑнсӑр выртакан ҫын ҫеҫ — «Скоррей тете» — юлнӑ.

Куда именно, — она не знает; с ней и с маленьким Филиппом остался лежавший теперь без чувств человек «дядя Скоррей».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Тата ҫавӑ, шлепкинчен бант ҫаклатса янӑскер, куҫ тӗлне пулчӗ, виҫӗм кун каҫхине хӑшӗ-пӗри сире шӑпах унпа курнӑ.

Еще попался нам этот с бантом на шляпе, которого видел кое-кто с вами третьего дня вечером.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Укҫуна пирӗн пӗрлӗхӗн яланхи шучӗ ҫине хывни тӗрӗсрех; кунта унпа ӑслӑн-тӑнлӑн усӑ курни сана япала-мӗн енчен те, ӑс-хакӑл тӗлӗшпе те юп кӳрӗ.

А деньги положить на текущий счет нашей общины, где разумное употребление их принесет тебе вещественную и духовную пользу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Дюк унпа юнашар кӑткӑ тӗмӗ ҫине йывӑррӑн вырнаҫрӗ.

Дюк грузно сел рядом на муравейник.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Унпа юнашар пӗчӗк илемсӗр тункатасем ларнӑ, вӗсене тутӑр татӑкӗсемпе ҫыхнӑ пулнӑ.

Рядом были некрасивые пеньки, завязанные тряпочками.

II // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.

— Манӑн шухӑшӑмпа — вӑл… — Ленур унпа хӑйне танлӑн, шӳтлемесӗр тытнине кура арҫын ача хӑйӑлти баспа калаҫать, — вӑл сан пирки вуҫех маннӑ.

— Я думаю, — сказал сиплым баском мальчик, польщенный серьезным тоном Ленура, — что он о тебе забыл.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Енчен те, пусарсах каланӑччӗ вӑл, сирӗн ҫине пӗтӗм материк, унпа пӗрле вара питех те лайӑх аллӑ утрав персе ансан сирӗн, пирӗн ӗнтӗ, сӑмсапа кӑмӑлсӑррӑн хӑмлатмалла та имӗш, хамӑра силлесе тасатмалла та — бал… вӗҫленчӗ те.

Если, говорит, на вас упадет целый материк, да еще в придачу полсотни хороших островов, вы должны, дескать, лишь неодобрительно хмыкнуть носом, почиститься — и кончен бал.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

— О-хо-хо! — кӑшкӑрса ячӗ матрос; халӗ унпа шхуна хушши, — вӑл малтанхи вырӑнтах тӑрать, — пӗр кабельтов таран чакрӗ.

— Го-го! — крикнул матрос, когда расстояние между ними и шхуной, стоявшей на прежнем месте, сократилось до одного кабельтова.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян патрона кӑларчӗ, пӑшал кӗпҫине ҫуса тасатрӗ, шлюпкӑна тарӑн ҫӗре сӗтӗрсе кӗчӗ — вӑл хыпаланать; унпа пӗрле, унран пӗр ҫеккунт та юлмасӑр, хулари ҫӳлле хӗр шывра чӗр куҫҫи таран ҫӳрет.

Аян вынул патрон, промыл ствол и вывел шлюпку на глубину — он торопился; вместе с ним, ни на секунду не оставляя его, ходила по колена в воде высокая городская девушка.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӑл кӗсменне пӑрахрӗ, ларчӗ, малалла унпа мӗн пулса иртрӗ — ас тумасть; ӑнӗ мӑкалчӗ, шухӑшӗн вӑйсӑр, чирлӗ вӑйӑмӗ шыв тӗпӗн ӑшӑха лексе ҫапӑнакан чӑштӑртатӑвне, ҫыранӑн типӗ сывлӑшне, лӑпкӑлӑха ярса тытасшӑнччӗ…

Он бросил весло и сел, что было с ним дальше — он не помнил; сознание притупилось, слабые, болезненные усилия мысли схватили еще шорох дна, ударяющегося о мель, сухой воздух берега, затишье.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Хумсем ӑна лутӑркаҫҫӗ-силлеҫҫӗ, шлюпка хӗрринелле ыткӑнтараҫҫӗ, ҫӳлелле ҫӗклеҫҫӗ, аялалла переҫҫӗ, ывӑта-ывӑта унпа выляҫҫӗ.

Его качало, ударяло о борт, подымало на высоту, рушило вниз, подбрасывало.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Пэд унпа паллашнӑ.

— Пэд был с ней знаком.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Малтанах вӑл ҫав ҫын, ун пирки евитлеме кӗнӗскер, халӗ кунта мар, унпа, Аянпа, айванла шӳтлерӗ те лӑпкӑн ҫеҫ килне кайрӗ-тӗр терӗ.

Сперва он подумал, что человек, взявшимся доложить о нем, — не здешний и сыграл глупую шутку, отправившись преспокойно домой.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӑл ҫирӗп ыйтать, тӗрӗсех; анчах унпа йӗрке арканмасси пирки хамӑн юнпа шантарсах ҫирӗплететӗп.

Он строг, верно, но за порядок при нем я ручаюсь своей кровью.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней