Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултӑр сăмах пирĕн базăра пур.
пултӑр (тĕпĕ: пултӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар арӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Тарье, сӑмах хутаҫӗн уҫҫине пар-ха. Паянхи кун ячӗпе пултӑр, — терӗ.

Помоги переводом

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫинчен, шанчӑклӑ пултӑр тесе, шалтан сӑлӑп ярса хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ырӑ каҫ пултӑр сана, Хрестук, — терӗ те шӑппӑн йӗкӗт хӗрӗн вут пек пӗҫерекен аллине ҫупӑрласа чӑмӑртарӗ.

Помоги переводом

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Лашана начаршӑн мар, тарса хуплантарнӑшӑн сутатӑп, Панчук, ырлӑха пултӑр вӑл сана, нумай мул туса патӑр.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Каҫма ҫӳллӗшӗ шывран метр ҫурӑ ҫӳллӗшӗнчен лутра ан пултӑр, Энтрей.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗтериччен ӗҫни-мӗнӗ ан пултӑр, — ас тутарса хучӗ хуҫа юлашкинчен.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла, кӑҫал та ҫаплах пултӑр.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Петӗршӗн кама та пулин тӗлӗнтерсе, чапа тухса пултӑр.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмах Шупашкарта тупа туни ҫинчен пулмасӑр мӗн ҫинчен пултӑр ӗнтӗ?

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астӑвӑр, тата тепре тупа тумалла ан пултӑр.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗнех вара, шанчӑклӑрах пултӑр тесе тепре тупа тӑватпӑр.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сирӗн килӗрте ялан тулӑх пурнӑҫ пултӑр, пуҫӑр ҫине ялан ырлӑх ҫуса тӑтӑр.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак ку, — вӑл пӳрнине йӗпетсе унпа Ахтупайпа Ятламаса кӑкӑртан умлӑ-хыҫлӑ кӑт-кӑт! тӗкрӗ, — чун-чӗре сипӗ пултӑр.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир те тутӑ пулар, выльӑх-чӗрлӗх те тутӑ пултӑр.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсир те пирӗн пата килсех ҫӳрӗр, эпир пырсан пире те ҫӑкӑр-тӑварпа хӑналамалла пултӑр.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗл ларчӗ, ҫулсене кӗрт хӳсе кайрӗ, вырӑссем ку таврана пысӑк йышпа килсе ҫӳреймерӗҫ (малтан шутласа хунӑ тӑрӑх, ӗҫ шанчӑклӑ пултӑр тесе наместник ҫур пин ҫар йӗкӗчӗ пама пулнӑччӗ).

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан вӑл пирӗн (тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та-ха) ҫар ҫынниех марччӗ, ытларах килте ларма юрататчӗ.

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрӳ пултӑр юрату, Пултӑр пурнӑҫра тату.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр-пӗрне шанса, юратса пурӑнмалла пултӑр.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юрӗ, эс каланӑ пек пултӑр, — хӑйӗн сӑмахӗсемпех йӗкӗлтерӗ Кӗркке, эрехне тултарчӗ те пӗчӗккӗн сыпа-сыпа йӑлт ӗҫсе ячӗ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней