Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

айӗнче (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вӑрмансемпе вӗтлӗхсенчен хӑш-пӗринче пуҫлӑх йӑви тавра ҫӗр айне чавса тунӑ ялсем кӑна мар, йывӑҫсем айӗнче пытанса ларакан чӑн-чӑн поселоксем те пулнӑ.

В некоторых из этих лесов и рощ встречались не только целые подземные поселки, сгруппированные вокруг главного подземелья, но и целые селения, состоявшие из землянок, приютившихся под свесившимися ветвями деревьев.

III. Ҫынсемпе вӑрмансем усал ӗҫ тума пӗрлешни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Республика ури айӗнче паллӑ мар ҫарсем ҫӳренӗ вӗсем, кӗтмен ҫӗртен, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ҫӗр айӗнчен сиксе тухнӑ та пӗр самантрах ҫӗр айне кӗрсе кайнӑ.

Невидимые армии бродили под ногами республиканских армий, внезапно появлялись из-под земли и снова уходили в нее.

III. Ҫынсемпе вӑрмансем усал ӗҫ тума пӗрлешни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫӗр айӗнче пытанса пурӑнакан ҫынсемпе тулнӑ хӑрушӑ чӑтлӑхсем, революцин улӑп пек пысӑк ури пысӑк пуснипе граждан вӑрҫин фонтанне сирпӗнтерекен япаласем пекех туйӑннӑ.

Эти коварные чащи, наполненные бойцами, спрятанными в подземных лабиринтах, похожи были на громадные губки, из которых, под давлением тяжелой стопы революции, выступала гражданская война.

III. Ҫынсемпе вӑрмансем усал ӗҫ тума пӗрлешни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Чи авалхи, истори пуҫланичченхи халӑх — кельтсенчен хӑтӑласшӑн, кельтсем — римлянсенчен, бретанецсем — нормансенчен, гугентсем — католиксенчен, контрабандистсем тӑвар приставӗсенчен хӑтӑласшӑн пулса малтанах вӑрмансенче, кайрантарах ҫӗр айӗнче пытаннӑ.

Поочередно троглодиты, спасаясь от кельтов, кельты, спасаясь от римлян, бретонцы, спасаясь от норманнов, гугеноты, спасаясь от католиков, контрабандисты, спасаясь от жандармов, искали убежища сначала в лесной чаще, а затем под землей.

II. Ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫӗр айӗнче ҫавӑн пек пурӑнасси Бретаньре тахҫантанпах пуҫланнӑ.

Впрочем, в Бретани эта подземная жизнь не была новинкой.

II. Ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Тепӗр уҫланкӑ, ҫиелтен пӑхсан, лешӗ пекех, пӗр чӗрчунсӑрскер, «Король площачӗ» ятлӑ пулнӑ, унта та ҫӗр айӗнче темӗн чухлӗ халӑх пурӑннӑ.

Другая прогалина, не менее пустынная на поверхности и не менее обитаемая под землею, называлась «Королевской площадью».

II. Ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ӑнланса илӗп: хӑрушлӑх сирӗн пуҫӑр ҫинче, сирӗн урӑрсем айӗнче.

Ну, так знайте же: опасность висит над вашей головой, лежит у вас под ногами.

II. Республика хӑрушлӑхра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Тӗмесем хушшинче тата йывӑҫсен айӗнче кӑткӑ тӗмӗ ҫинчи пекех хӗвӗшекен кӗлеткесем курӑна пуҫларӗҫ.

Под деревьями закишело точно в муравьиной куче.

V. «Говэн» тесе алӑ пуснӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Чӑнах та, Марнӑри Приёр алӑ пусни айӗнче тата икӗ йӗрке ҫырни пур.

Действительно, на афише, после подписи «Приэр, марнский депутат», значились две строки.

V. «Говэн» тесе алӑ пуснӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Эпӗ вара, хам ҫӗр пӳртре, ҫӑлтӑрсем айӗнче, пурӑнатӑп ҫапла.

Я же гляжу на звезды и молчу.

IV. Ыйткалакан // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Алӑ пусни айӗнче тата тепӗр ҫын алӑ пуснӑ, анчах саспаллисем вӗтӗ пирки, тӗттӗмленсех пыракан кун ҫутинче, ӑна уйӑрса илме йывӑр.

Под этою подписью была другая, написанная гораздо более мелкими буквами, но ее невозможно было разобрать ввиду все более и более сгущавшейся темноты.

III. Шултра саспаллисен усси // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Унта курӑк айӗнче шапа нумай.

А сколько там лягушек!

II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Гальмало кимме май килнӗ таран ҫыран хӗррине илсе ҫитерчӗ, урипе хӑйӑра хыпашласа пӑхрӗ, ури айӗнче путманнине туйсан, ҫӗрелле сиксе анчӗ.

Гальмало, разогнав шлюпку, причалил как можно ближе к берегу, ощупал песок, нашел его достаточно твердым, посадил на него лодку и выпрыгнул на берег.

II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Чӗрери хастарлӑхпа, алӑсене хӗҫ тытса, шурӑ ялав айӗнче утса, эпир Вандея хресченӗсене, Францие хӑтарма, короле хӑтарма пулӑшнӑ пулӑттӑмӑр тата ытти ӗҫшӗн те усӑллӑ пулнӑ пулӑттӑмӑр.

Бодрыми и мужественными воинами и моряками, с мечом в руке, с развевающимся над нашими головами белым знаменем, многочисленные, довольные, веселые, и мы бы помогли верным бретонским крестьянам спасти короля, и сослужить службу Богу.

I. Сӑмах — вӑй // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хум айӗнче виличчен ҫапӑҫура вилни сумлӑрах.

Лучше погибнуть в бою, чем от кораблекрушения.

IX. Такам ҫӑлӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫак ҫапӑҫӑва вӗсем айӗнче алхасакан шыв йӗркелесе пычӗ.

Над их головами управляла поединком слепая волна.

V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Пӗр ҫӗлӗк айӗнче виҫӗ пуҫ!

— Под одним колпаком три головки, — прокричала она.

Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫӑра вӗтлӗхре, йывӑҫ тымарӗсене кӑмрӑк тума ҫунтармалли пӗчӗк шӑтӑксенчен пӗрин хӗрринче, ҫӗре ҫитиех усӑнса аннӑ туратсен айӗнче, ҫулҫӑсенчен тунӑ пӗчӗк пӳлӗмре (унӑн пӗр айкки уҫӑ), хӗрарӑм пӗр ачине кӑкӑр ӗмӗртсе ларать; икӗ ачи, шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫӗсене унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, тутлӑн ҫывӑраҫҫӗ.

В самой гуще кустарника на краю круглой ямы, где лесорубы, как в печи, пережигают на уголь старые корневища, в просвете расступившихся ветвей, словно в зеленой горнице, полускрытой, как альков, завесою листвы, сидела на мху женщина; к ее обнаженной груди припал младенец, а на коленях у нее покоились две белокурые головки спящих детей постарше.

Пӗрремӗш кӗнеке // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Саша хӑйӗн пиншакӗн ҫухави айӗнче йӗп шырама пуҫларӗ, йӗпне тупрӗ те тем тӑршшӗ ҫип сӳтме тытӑнчӗ.

Саша нашарил иголку под воротником своей куртки и стал раскручивать длинную нитку.

38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ваҫҫук Трубачёв, ура айӗнче ҫыранти тӑпра аялалла тӑкӑннине пӑхмасӑрах, тӗмсенчен тыткаласа, тарӑн шырлантан чи малтан сиксе тухрӗ.

Васек Трубачев, не обращая внимания на осыпавшуюся под ногами землю, цепляясь за кусты, выскочил из оврага первый.

38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней