Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урӑхла сăмах пирĕн базăра пур.
урӑхла (тĕпĕ: урӑхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл малтанах ют ҫуртра ачасене ашшӗсӗр япӑх пулассинчен хӑранӑччӗ, анчах каярах йӑлтах урӑхла пулнине курса ӗненчӗ.

Сперва она боялась, что детям будет плохо без отца, в чужом доме, но вскоре убедилась в обратном.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑвӑн шурлӑхна типӗтетӗн те, вара урӑхла калаҫу пулӗ!

Высушишь свое болото, тогда будет серьезный разговор!

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Дуняшка… тен, эсӗ урӑхла шухӑшласа пӑхӑн? — ыйтрӗ Василиса.

— Дуняшка… может, еще передумаешь? — спросила Василиса.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл хӗпӗртесе ӳкрӗ, ун куҫхупаххисем ҫӗкленчӗҫ, пуҫӗ халӗ тӗлӗрсе ларакан кайӑкӑнни пек мар, йӑлтах урӑхла, шӑтарасла пӑхакан шыҫмак куҫӗсенче тата уҫӑмлӑ йӗрӗсенче темле никам умӗнче те парӑнма шутламан сӑн палӑрчӗ.

Он повеселел, веки его приподнялись, и голова уже ничем не напоминала голову сонной птицы, наоборот, что-то неукротимое появилось в резких чертах, в глазах, пронзительных и выпуклых.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сталин сӑнне Авдотья лайӑх пӗлет, анчах кунта, райкомра, ҫынна хӑйӗн тӑван килӗнче пирвайхи хут курнӑ чухне, унӑн сӑн-пичӗ урӑхла курӑннӑ пек, Сталинӑн сӑнӗ те ҫӗнӗлле курӑнчӗ ӑна.

Авдотья хорошо знала лицо Сталина, но здесь, в райкоме, оно показалось ей новым, как по-новому открывается лицо человека, когда впервые видишь его в его родном доме.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ урӑхла пултарайман.

Невозможно мне было иначе.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Енчен Авдотья мӗн тӳссе ирттернине каласа пама пултарсассӑн, енчен вӑл Авдотьйӑпа Степана мӗн ҫыхӑнтарса тӑнине ӑнланма пултарсассӑн, вара Василий пурне те урӑхла курнӑ пулӗччӗ, анчах вӑл ҫакна пӗлме те, ӑнланма та пултарайман.

Если бы Авдотья сумела рассказать о пережитом ею, если бы он сумел понять и свои ошибки, и все то, что связало Авдотью и Степана, он все увидел бы в ином свете, но он не мог ни узнать, ни понять этого.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий ашшӗне шелленӗ, анчах вӑл урӑхла тума хӑюлӑх ҫитерес ҫуккине ӑнланнӑ.

Василий и жалел отца и понимал, что поступить иначе не может и не смеет.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем пулмасан, — калаҫу урӑхла пулӗччӗ.

Ну если б их не было, — другой разговор.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем кашни кунах пӗр-пӗринчен ютшӑнса пынӑ, Авдотья вара, хӑй ҫине урӑхла пӑхнине хӑнӑхнӑскер, кашни кун ытларах та ытларах тунсӑхланӑ.

Так получилось, что они с каждым днем все дальше отходили друг от друга, и Авдотья, привыкшая к иным отношениям, с каждым днем тосковала все сильнее.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий вӑйлӑнрах та вӑйлӑнрах кӗвӗҫсе пыни арӑмӗн кашни сӑмахнех урӑхла ӑнланма хӗтӗртнине пула шарламан вӗсем.

Молчали они и потому, что ревность, все сильней овладевавшая Василием, заставляла его превратно истолковывать каждое слово жены.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Стариксем чӑхпа пӗрле тӑраҫҫӗ, ҫамрӑксене ҫывӑрма памаҫҫӗ, теҫҫӗ, пирӗн йӑлтах урӑхла!

 — Говорят, старики с курами встают, молодым спать не дают, а у нас наоборот!

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халӗ урӑхла тумалла.

Нынче надо по-особенному.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ санпа урӑхла калаҫатӑп.

Я буду с тобой говорить иначе!

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эсӗ ху та урӑхла пулнӑ вӗт-ха!

Ведь ты и сам другим был!

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Валентина хӑй тунӑ йӑнӑша йышӑннипе ӑна парӑнмарӗ, йӑлтах урӑхла, ун умӗнче ҫиеле тухрӗ.

Что Валентина, признав допущенную ошибку, не сдалась, а, наоборот, взяла верх над ним.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Тулӑ акма пӑрахмалла мар, ҫӗре урӑхлатмалла нейтрализаци тумалли кӑткӑсах мар пӗр лайӑх меслет пур, урӑхла каласан, йӳҫӗклӗхе пӗтересси.

— Не от пшеницы надо отказываться, а землю надо переделывать, есть простой и хороший способ нейтрализации, то есть уничтожения кислотности.

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кӑна эпӗ пуҫламалӑх кӑна, кайран вара пӗтӗмпех урӑхла пулмалла…

Это я только для начала, а там надо все построить иначе…

6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Урӑхла каласан, ку юрламалӑх текст.

Другими словами, это текст для пения.

«Ютубра» 100 ытла чӗлхе, чӑвашли те пулмалла // Ирина КУЗЬМИНА. http://suvargazeta.ru/news/intervyu-stat ... e-pulmalla

Ӑнлан — урӑхла юрамасть пире!

Пойми, — иначе нам нельзя!

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней