Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ыйту пӗлтерӗшӗ унӑн шалти ӑнкарӑвне ҫитсе лексен тин алӑ перӗннӗ турат евӗр вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрерӗ, унтан тӳлек савӑнӑҫӑн тӑнӑҫлӑ куллипе нумайччен кулчӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
— Летика, — терӗ Грэй ӑна хӗрелнӗ куҫӗсенчен тинкерсе, — эсӗ ирпе тин килетӗн пуль тенӗччӗ эп.— Летика, — сказал Грэй, присматриваясь к его красным глазам, — я ожидал тебя не позже утра.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тин килсе ҫитнӗ хӑна мӗнле май килнӗ ҫапла вырӑн тупкаланӑ, ҫырткаланӑ май пӳрт тулли халӑх хушшинче вӗткеленсе ҫӳрекен кил хуҫине сӑпайлӑ чӑтӑмлӑхпа кӗтнӗ пекех — пурнӑҫри кулленхи пулӑмсене те, Ассоль шухӑшӗпе, сӑпайлӑн, чӑтӑмлӑн йышӑнмалла.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Бетси пӳлӗмрен тухсан ача тин хӑйӗн аллине кӑтартрӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Малалла вӑл асамҫӑ сӑн-сӑпатне, ҫи-пуҫне, унтан тин — каялла таврӑнса — вӗҫерӗнсе тарнӑ яхта хыҫҫӑн хӑваланине сӑнарларӗ.Далее шло описание наружности волшебника и — в обратном порядке — погоня за упущенной яхтой.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кӑшкӑрашу вуҫех тамалсан тин Лонгрен килнелле утрӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вара тин Лонгрен ҫил ҫинче пӗр сӑмах та ҫухатас мар тесе кӑкӑр туллин, тарӑннӑн сывларӗ те тинӗселле кӑшкӑрчӗ:
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫил-тӑвӑл тин ҫеҫ пуҫланнӑран Меннерс киммине хӑйӑр ҫине кӑларса лартма мансах кайнӑччӗ.Шторм начался недавно; Меннерс забыл вывести лодку на песок.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тин ҫуратнӑ амӑшӗн хуҫалӑхри ӗҫ-пуҫ пӗр виҫӗ уйӑх каялла ҫав тери япӑхланса ҫитнӗ.Месяца три назад хозяйственные дела молодой матери были совсем плохи.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
«Хӗрлӗ парӑса» Чӑваш кӗнеке издательствинче 2006 ҫулта тин пичетлесе кӑларма май килчӗ (тираж — 2000 экземпляр).
Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.
Арҫын ҫавӑн чухне тин хӑй ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухласа илнӗ.Только тогда мужчина догадался, что попал на крючок к мошеннице.
Юмӑҫа 140 пин тенкӗ куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31274.html
1993 ҫулта тин, икӗ ҫул маларах референдум ирттерсе, Эритрея никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ.
Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html
1950 ҫулта тин ку ҫӗрсемпе мӗн тӑвассине палӑртаҫҫӗ — ӑна Эфиопипе пӗрлештереҫҫӗ.Только в 1950 году определяются, что будут делать с этими землями — его объединяют с Эфиопией.
Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html
— Малтан санӑн вӑрҫӑра пулмалла, кайран тин сана вӑл отряда илеҫҫӗ.— Сначала ты должен побывать на войне, и тогда только тебя примут в этот отряд.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл шывра ҫырла сапаки мар, унӑн ӗмӗлки кӑна пулнине тавҫӑрса илнӗ.Только тогда он понял, что в воде были не ягоды, а отражение ягод.
Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Хӑвалакансем пурте кӗтнӗ вырӑнта пытанса ларнӑ тата инҫетрен пӑхсан пӗри те курӑнман хыҫҫӑн тин Шурӑ Кашкӑр Синопӑна: — Часах эсӗ аслаҫуна курӑн. Вӑл тӳрӗ вырӑна тухса ун хыҫӗнчи кӗтӳ ҫӳрекен сӑртсем еннелле кайӗ. Лайӑх асӑрха, — тенӗ.
Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Хӑнасене бизон чӗлхи ӑшаласа ҫитернӗ, типӗтнӗ тымар-ҫимӗҫсемпе тата тин ҫеҫ пуҫтарнӑ ҫырласемпе хӑналантарнӑ.Гостей угощали жареным языком бизона, сушеными кореньями камас и свежими ягодами.
Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Миша, ялхуҫалӑх академийӗнчен тин ҫеҫ вӗренсе тухнӑскер, мӑшӑрне кил-тӗрӗшӗнчи ӗҫсене тума ялан пулӑшатчӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Унсӑрӑн леш тин ҫеҫ больницӑран сипленсе тухнине те пӑхса тӑмӗ — ун мӑн чышкисем арӑмне шеллемӗҫ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
— Ну, юрӗ, ҫитӗ сана чӗрӳне ыраттарса выртма, иртнине халь тин тавӑраймӑн тата эп шухӑшласа выртнипе нимӗн те улшӑнмӗ, — хӑйне хӑй лӑплантарчӗ Нина арҫынла кастарнӑ ҫӳҫне пӳрнисемпе арпаштарнӑ май.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.