Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хайхи сăмах пирĕн базăра пур.
хайхи (тĕпĕ: хайхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхи стрепке Дубцова пӗр шултра сӑмах каласа хучӗ те сӗтел хушшинче пурте ҫав тери хытӑ ахӑлтатса ячӗҫ, кулса та именсе хӗрелсе кайнӑ Давыдов аран-аран сӑмах хушрӗ:

Тут стряпуха завернула по адресу Дубцова такое, что хохот за столом грохнул с небывалой силой, а багровый от смеха и смущения Давыдов еле выговорил:

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хайхи Дубцов хӑлхана хупласа лартакан баспа кӑшкӑрса ячӗ:

И Дубцов оглушающим басом заорал:

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хайхи эпӗ хытӑ пӑшӑрханса ӳкрӗм, шутлатӑп: ну, Афанасий те хӑй вилӗмӗпех вилӗ-и, атте тӑшмансене тавӑрма пилленӗ аллӑм ман нимӗн те тӑваймӗ-и?

И я дюже забеспокоился тогда, думаю: ну, как и Афанасий своей смертью помрет, и повиснет моя рука, какую отец благословил покарать врагов?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ пуҫларӑм хайхи Аверьяна сыхлама…

И вот начал я Аверьяна подстерегать…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫуркунне — юр ирӗлнӗччӗ ӗнтӗ — атте ура ҫине тӑчӗ, икӗ кун пӳртре ҫӳрекелерӗ, виҫҫӗмӗш кун хайхи, пӑхатӑп, вӑл ваткӑллӑ сюртук, ҫӗлӗк тӑхӑнать, хӑй калать мана: «Ванятка, кӗсрене йӗнерлесе пар мана».

Весною — снег уже стаял — отец поднялся, дня два походил по хате, а на третий, гляжу, он надевает ватный сюртук и папаху, говорит мне: «Пойди, Ванятка, подседлай мне кобыленку».

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ҫывӑхри ҫатан патне пынӑ та ҫапӑ хуҫса илем пек тунӑ, хайхи ачасем ҫил вӗҫтерсе салатнӑ пекех ҫухалнӑ.

Давыдов подходил к ближайшему плетню, делал вид, что выламывает хворостину, и тотчас же ребят словно ветром сдувало.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем ҫак килӗшӳсӗр сӑвва темӗн тӗрлӗ калама, вӗҫӗмсӗр улӑштарма вӗренсе ҫитнӗ, вара йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Давыдов, ачасене, Лушкӑна тата хӑйӗн ҫемҫешке кӑмӑлне чунтан ылханса, Лушкӑпа пӗрле икӗ урам тӑваткалӗ кайнӑ ҫӗре хайхи «унаман чуста» унанӑ чуста, тӑварсӑр, кӑпӑш, тутлӑ чуста тата темле чуста та пулса тӑнӑ.

Они бешено изощрялись, без конца варьируя свое нелепое двустишие, и пока мокрый от пота Давыдов проходил с Лушкой два квартала, кляня в душе ребятишек, Лушку и свою слабохарактерность, «кислое тесто» последовательно превращалось в крутое, пресное, сдобное, сладкое и так далее.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хайхи Яков Лукич, пӗрле килӗштерсе пурӑннӑ, ӗмӗр тӑршшӗнче малтанхи хут тенӗ пек, халӗ ӗнтӗ ҫамрӑк мар арӑмне пӗтӗм вӑйпа сулса ҫапрӗ, шӑл витӗр илтӗни-илтӗнми хушса хучӗ:

И тут Яков Лукич, чуть ли не впервые за все время совместного и дружного житья, наотмашь, с силой ударил немолодую свою жену, сказал приглушенно и хрипло:

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун ҫӳҫне касакансен хушшинче хайхи шӑпах леш «Революцилле ҫара» ҫыракан Цзоу Жун та пулнӑ.

В этом был замешан Цзоу Жун, тот самый, который написал «Революционную армию».

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

— Тен, чӑнахах та, ҫапла, ламран ламах килет вӗт вӑл, — терӗ хайхи ман ҫине шӑтарасла пӑхса.

В упор уставившись на меня, он сказал: — Впрочем, может быть.

VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Чӑтса лараймарӑм хайхи, кулса ятӑм: мана ҫав тери хавас.

Я был очень доволен.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

«Юрать!» — килӗшрӗм хайхи, чӑннипе ку старик урӑх тум тӑхӑннӑ палач иккенне пӗлместӗп-им эпӗ!

«Ладно!» — ответил я, хотя знал, что старик этот — переодетый палач!

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

— «Ну, кил-ха, хайхи тӑлӑпа хамӑр малтан килӗшсе хунӑ пек пайлар».

— «Ну, давай по уговору делить тулуп».

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ мӗнле: Сталин юлташ ӑна ҫырса кӑларнӑ та, хайхи, урӑхла каласан, Макар Нагульнов, палтах кайса ӳкнӗ! — выртатӑп хайхи ураран ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн таптаса лапчӑтнӑ ҫын пек пылчӑк ӑшӗнче ӳпне…

А эта статья такая, что товарищ наш Сталин написал, а я, то есть Макар Нагульнов, брык! — и лежу в грязе ниц лицом, столченный, сбитый с ног долой…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней