Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимофей Ильич хӑй шкула пырса кӗнӗ самантра унӑн яланах хӑй унта пулнине курсантсене, уйрӑмах ҫамрӑксене асӑрхаттарас килнӗ.

Обычно в тот момент, когда Тимофей Ильич появлялся в школе, ему хотелось, чтобы курсанты, а особенно молодежь, замечали его присутствие.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсир манран ҫак самантра ман пуҫра мӗн пурри ҫинчен ыйтӑр, пуҫра манӑн нимӗнле сӑмахсемпе те каласа пама ҫук шухӑшсем, — эпӗ ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗрмаях савӑнӑҫлӑ…»

Вы спрашиваете меня, что у меня сейчас в голове, а там мысли, которые мне не передать никакими словами, — именно поэтому счастье переполняет меня…»

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах «Светлый путь» колхозра нумай хут пулнӑ Кондратьевӑн тимлӗхне анлӑ та тӳрем урам мар, правлени умне «ГАЗ-б7» чупса ҫитнӗ самантра урамра мӗн пулса иртни ҫавӑрса илнӗ.

Между тем Кондратьева, много раз бывавшего в «Светлом пути», привлекала как раз не сама улица, широкая и ровная, а то, что происходило на улице в тот час, когда к правлению подкатил ГАЗ-67.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫак самантра эпӗ ниепле «Светлый путь» таврашне те йышӑнмастӑп, эсир Чурсунра пулман тенине тем тусан та ӗненместӗп.

— В данную минуту я не признаю никаких «Светлых путей» и ни за что не поверю, что вы не были на Чурсунке.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Халӗ вӑл чӳречерен пӑхма пӑрахса, Григорий ҫине пӑхрӗ, типсе кайнӑ тутисене ҫуласа, ирӗксӗррӗн кулса илчӗ; унӑн куҫӗсем сасартӑк йӑлтӑртатса илчӗҫ, вӑл темскер каласшӑн пулни паллах, анчах ҫак самантра — пулмалла вӗт-ха ун пек япала! —

Теперь она оторвалась от окна и посмотрела на Григория, через силу улыбнулась, облизывая засохшие губы; глаза ее вдруг заблестели, видно было, что она хотела что-то сказать, по в эту минуту — и надо же было тому случиться! —

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Виктор ҫаплах чӗнмесӗр пуҫне усса ларчӗ, вара вӑл ҫак самантра тунтикун курссене уҫассипе уҫас марри ҫинчен, тен, Соньӑна качча илессипе илес марри ҫинчен шутланипе шутламаннине Сергей ӑнланма пултараймарӗ.

Виктор молчал, по-прежнему низко склонив голову, и Сергей не мог понять: думает ли он в эту минуту о том, открывать ли в понедельник курсы или не открывать, а может, о том, жениться ли ему на Соне или не жениться?

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Спектакле е кинона лартакан шӑпах ҫакна кӑтартасшӑн тӑрӑшнӑ пулмалла; райком секретарӗ хальхи самантра пӗтӗмпех районти хӗрӳ ӗҫе хутшӑннӑ, ҫавӑнпа ҫак минутра вӑл питех те пысӑк ӗҫ тӑвать; малтанах ҫырса хунӑ доклад ӑна килӗшмест, вӑл унта чи ҫӗнӗ цифрсене кӗртет: е сводкӑсем ҫине пӑха-пӑха илет, е папкӑра выртакан листасем ҫине васкасах темскер ҫырать; хӑйӗн тӗп шухӑшне кӑтартса парас тесе, спектакль е кино лартакан ҫакӑнтах сцена ҫине секретарь помощникне илсе кӗртет, ку — ялан пекех питех те кӑмӑллӑ та нихҫан ҫилленме пӗлмен хӗр пек пулать.

Видно, что постановщик всеми силами старался показать именно то, что секретарь в данный момент весь вошел в кипучую жизнь района и в эту минуту занят чрезвычайно важным делом; что его не удовлетворяет заранее написанный доклад и он пополняет его самыми свежими цифрами: то заглядывает в сводку, то что-то спешно записывает в листы, лежащие в папке; и, чтобы подчеркнуть свою главную мысль, постановщик тут же вводит на сцену помощника секретаря, обычно девушку, с лицом чрезвычайно безобидным.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пуҫне вӑл яланах мӑнаҫлӑн тытать, унӑн куҫӗсем, уйрӑмах арҫынсем ҫине пӑхнӑ самантра, сиввӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, анчах унӑн кӑмӑл-туйӑмӗ савнӑҫлӑ, чӗлхи ҫивчӗ.

Голову всегда держала гордо, взгляд ее темных глаз был строгий, особенно в ту минуту, когда она смотрела на мужчин, но характер у нее был веселый и язык острый.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кондратьев, куҫӗсене хӗвелтен сыхланӑ пек алтупанӗпе хупласа, шухӑша кайрӗ, вара ҫав самантра вӑл пулас докладчиксем ҫине сиввӗн, аялтан ҫӳлелле, вӗсене пӗр тӑруках курасшӑн пулнӑ пек, пӑхса илчӗ.

Кондратьев, закрывая ладонью, как щитком, глаза, задумался, посмотрел на будущих докладчиков строго, снизу вверх, как-бы желая увидеть их обоих сразу.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Малалла, — ҫавӑн пекех лӑпкӑн каларӗ Евсей, — малалла эпӗ сана тӗлӗнмелле ҫӗнӗ хыпар пӗлтеретӗп те эсӗ тырра ватни ҫинчен те, Рагулин ҫинчен те пӗр самантра манса кайӑн.

— Далее, — все так же спокойно продолжал Евсей, — далее я тебе сообщу такую новость, что ты в одну мгновению забудешь и о потраве и о Рагулине.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӑшал пенӗ сасса тата хуҫи чӗннине илтсе, хӗрлӗ йытӑ темиҫе хут сиксе илчӗ те таркӑна шӑпах Буланый ҫине кӑкӑрӗпе выртнӑ самантра хӑваласа ҫитрӗ.

Учуяв выстрел и гиканье хозяина, рыжая собака в несколько прыжков настигла бегуна в тот самый момент, когда он упал грудью на спину Буланого.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл калаҫма пултарать, юрра юратать пулсан та, ҫак самантра унӑн калаҫас та, юрӑ та итлес килмен.

Хотя она и слово могла молвить, и песни любила, но и в эту минуту ей не хотелось ни поговорить, ни послушать песню.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӗҫсӗр пурӑнма пултарайман ҫын, машина ахаль, тӑнинчен ытларах ҫылӑх ҫук тесе шутлаканскер, машинӑсене тиес ӗҫе йӗркелекен бригадир ҫук йӗтем ҫине пырсан, бригадир вырӑнне хӑй тӑрса, ҫине тӑнипе, колхозниксене ӳкӗте кӗртме пултарнипе кузов пӗр самантра тырӑпа тулса ларать те шофер каять.

Тут и человек дела, для которого нет большего греха, как простой машины, и поэтому, прибывая на ток, где, как на беду, не окажется бригадира и некому организовать погрузку, он сам становится на место бригадира, проявит такую настойчивость и сумеет так убедительно поговорить с колхозниками, что кузов в один миг наполняется зерном, и шофер уезжает.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫав самантра ӑна кун каҫа элеватора миҫе тонна тырӑ турттарса кайнине, йӗтем ҫинче мӗн чухлӗ юлнине, ӗҫре ҫынсем ҫитнипе ҫитменнине, сортировкӑсемпе веялкӑсем ахаль ларнипе ларманнине, машинӑсемпе лавсене епле хӑвӑрт тиенине пӗлсе тӑрас шухӑшсем ҫавӑрса илнӗ; кунта ӗҫе япӑх мар йӗркеленине хӑй курса ӗненмесӗр, вӑл станран кайма шутламан.

А о том, сколько за день вывезено зерна на элеватор и сколько его еще осталось на току, хватит ли людей, не простаивают ли сортировки и веялки, быстро ли нагружают машины и подводы, — не уезжал со стана до тех пор, пока сам не убеждался, что дело тут налажено неплохо.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫак кӗтмен ҫӗртен тухса тӑнӑ картинӑна курсан, Тарас тата ытларах хӗрелсе, хӑвӑрт ура ҫине тӑрса, каллех ларчӗ, — ҫак самантра уншӑн, мӗскӗншӗн, Иван Шацкий нимӗн те мар пулнине вара пурте курчӗҫ.

Как только Тарас увидел эту неожиданную картину, он еще более покраснел, встал, затем снова сел, — тут все увидели, что ему, бедному, в эту минуту было не до Ивана Шацкого.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсем сӗтел хушшине кӗрсе ларсан, Тарас, Митька ҫине куҫ хӗррипе усаллӑн пӑхса илсе: «Вирцевсен комбайнӗ каллех манра пулсан, эпӗ пӗр простой та тумастӑп тесе сӑмах панӑ пулӑттӑм, иккӗмӗшӗнчен…» — тесе чи малтан калаҫма пуҫланӑччӗ кӑна, ҫав самантра вӗсенчен нихӑшӗ те кӗтменни пулса иртрӗ.

И только было они уселись за стол и Тарас, зло покосившись на Митьку, первым начал говорить о том, что «если у меня снова будут комбайны Вирцевых, то я обязуюсь, во-первых, не иметь ни одного простоя, а во-вторых…», как случилось то, чего никто из них никак не ожидал.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Аслати кӗмсӗртетни станица патнерех те патнерех ҫывхарса килет, аҫа-ҫиҫӗмӗн куҫа йӑмӑхтаракан ҫути пӗлӗтсем витӗр час-час тухса йӑлтӑртатать, ҫак самантра вара чӳрече кантӑкӗсем кӗрен-кӑвак тӗспе сӑрланаҫҫӗ.

Гроза подходила все ближе и ближе к станице, все чаще сквозь тучи пробивался режущий глаза свет молнии и в это мгновение стекла окон делались глянцевито-синими.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫакӑн пек хурланса ларнӑ самантра курчӗ те ӗнтӗ ӑна Кондратьев.

Кондратьев заметил ее именно в это время, когда она печально сидела.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсем, симӗс маскхалат тӑхӑннӑскерсем, ҫӑмӑл та сыхлануллӑскерсем, уй-хирсемпе вӑрмансен шӑплӑхӗнче, ҫӗр пичӗ ҫинчи путӑк шӑтӑксенче, каҫхи сӗмлӗхӗн чӗтрекен мӗлкисем хушшинче кирек хӑш самантра та ҫухалса пытанма, ирӗлсе кайма хатӗрскерсем, ҫул хӗррипе умлӑн-хыҫлӑн утса пынӑ.

В зеленых маскхалатах, друг за дружкой, шли они по обочине дороги, ловкие, настороженные, готовые в любую минуту исчезнуть, раствориться в безмолвии полей и лесов, в неровностях почвы, в мерцающих тенях сумерек.

Вӗҫӗ // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах ҫак самантра хӑрушӑ шав илтӗнсе кайнӑ.

Но вот раздался страшный шум.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней