Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Влаҫ органӗсемшӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстересси ҫивӗч тӗллев пулса тӑрать.

Актуальной задачей для органов власти является повышение инвестиционной привлекательности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫавӑнпа та муниципалитетсен пӗрлӗхӗсене пысӑклатни экономикӑн тата демографин объективлӑ туртӑмӗсем тивӗҫлӗн палӑрни пулса тӑрать.

Следовательно, укрупнение муниципальных образований является отражением объективных экономических и демографических тенденций.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Йӗри-таврара мӗн пулса иртнипе кӑсӑкланакан, тӑван ен шӑпишӗн хайсен яваплӑхне туякан тата Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме хатӗр ҫынсем нумай пулни савӑнтарать.

Радует, что много неравнодушных людей чувствуют свою ответственность за судьбу родного края, готовы трудиться на благо Чувашии.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Эрехсӗр пулса пӗтмест туслӑх, эрех ӗҫни вырӑссене ав епле пӗтӗҫтернӗ.

Помоги переводом

Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28

Унта чарӑну яланах пулса.

Там всегда была остановка.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Урӑхла каласан, чӑваш эстради тахҫанах «сфера услуг» текеннин пӗр пайӗ, пӗр секторӗ пулса тӑнӑ, — пӗтӗмлетнӗ пост авторӗ.

Говоря иначе, чувашская эстрада давно стала частью, сектором так называемой "сферы услуг", - обобщил автор поста.

«Тамада тыткӑнӗнчи» чӑваш эстради... // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20795.html

— Юрӑҫсем кӑна та мар, пирӗн Тӑван радио та, Наци радиовӗ те, Чӑваш радио та, икӗ телевиденийӗ те ҫавах — унта ӗҫлекен медиаҫӑсем те тахҫанах радио е телепрограмма ертсе пынинчен ытларах туй е юбилей ертсе пыракансем пулса тӑнӑ.

- Но не только певцы, и наше Родное радио, и Национальное радио, и Чувашское радио, и два телевидения тоже - работающие там медиаперсоны давно вместо ведения радио- и телепрограмм больше стали ведущими свадеб и юбилеев.

«Тамада тыткӑнӗнчи» чӑваш эстради... // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20795.html

Уя тухатӑн та урӑх «технологи» куҫ умне пулать: пулӑхлӑ ҫӗрсем ҫум айне пулса пыраҫҫӗ, уҫман ҫеремсен лаптӑкӗсем ӳсеҫҫӗ.

Выходишь на поле и видишь другую «технологию»: плодородные земли разрастают сорняками, участки целины растут.

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Вӑл пирӗн тӑван халӑх пирки, унӑн историлле вырӑнӗ пирки шухӑшланӑ шухӑшсем, вӑл ҫавӑн пирки тунӑ ӗҫсем паянхи вӑйпиттисемшӗн те, ыран килекеннисемшӗн те ҫутӑ тӗслӗх пек пулса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Апла пулсан, ҫав историлле тапхӑрта чӑваш нацинче никам та мар, Атнер Петрович тупӑннӑ, нацине вӑл кирлӗ пулса тухнӑ.

Помоги переводом

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи халӑх шӑпи пирки пуҫӗсене ватакансем чӑвашӑн пурнӑҫӗ Раҫҫей империйӗнчи, тата каярах вӑл арканнӑ ишӗлчӗкӗсенчен йӗркеленнӗ политика системисенче хамӑрӑн вырӑн мӗнлерех пулассине тупса палӑртса хӑварасси пирки шутланӑ, калаҫнӑ пулсан ҫирӗммӗш ӗмӗр вӗҫлемӗшӗнчи паттӑрсем чӑвашсем малтан Совет Союзӗнче, каярахпа Раҫҫей Федерациӗнче ытти халӑхсемпе пӗр тан пулса хӑйсене хӑйсем тулли праваллӑ патшалӑх субъекчӗ пек туйса, ӑна ҫавӑн пек палӑртса „Мускава» уйрӑм полномочисем анчах уйӑрса памалли пирки шутланӑ та, ӗҫленӗ те.

Помоги переводом

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Шӑп та тӑп ҫав историлле вӑхӑтра чӑвашра, ҫав тапхӑрта никам та мар, Атнер Петрович тупӑннӑ, халӑхӑн ҫав саманинчи вӑхӑтра ун пекки кирлӗ пулса тухнӑ.

Помоги переводом

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш наци аталанӑвӗн хӑйӗн паттӑрӗсем, геройӗсем пулнӑ пулсан, ӗмӗр пӗтмӗшӗнче пулса иртнӗ событийӗсенче те халӑхӑн хӑйӗн паттӑрӗсем пурах.

Помоги переводом

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Атнер пиччепе ун пурнӑҫӗнчи чи йывӑр кунӗнче куҫа куҫӑн курса паллашмалла пулса тухрӗ те ман, ҫав вӑхӑтранпа ку таранчченех пӗр татӑлмасӑр ҫумма ҫуммӑн пӗрле юлташла килӗштерсе пурӑнатпӑр темелле.

Помоги переводом

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Чӑваш каччин хастарлӑхӗпе пултарулӑхне ҫак тӗслӗхсем ҫирӗплетеҫҫӗ: 1984 ҫул вӗҫӗнче Г.Калинин кӗҫӗн сержант, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗскер, Ташкентра иртнӗ ҫар округӗн комсомол организацийӗн XI конференцине делегат пулса хутшӑнать.

Помоги переводом

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Кӗске хушӑрах маттур салтак пулса тӑрать Геннадий.

Помоги переводом

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Кун пек чухне ҫын пӗрремӗш ушкӑн инваличӗ пулса тӑрать, хӑй тӗллӗн пурӑнаймасть, ҫын куҫӗнчен пӑхма тивет.

Помоги переводом

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

Иртнӗ ӗмӗрти вӑтӑрмӗш ҫулсенчех палӑрнӑ поэт Ататолий Анат (Цветков) кунта халӑх юрри пулса тӑнӑ «Куккукне» кӑна мар хайланӑ.

Помоги переводом

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Чӑн поэзи юрра хывӑнмасть: унӑн хӑйӗн пулса ҫитнӗ тӗнчи — кӗвви, тӳрех ӑнланса илме йывӑр сӑнарлӑх, илем хатӗрӗсем (метафора-тропсем), философилле тарӑнлӑхӗ т.ыт те.

Помоги переводом

Марина Карягина: «Чӑн поэзи юрра хывӑнмасть» // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/20031.html

Ҫынсем валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем пуласси те пӗлтерӗшлӗ самант пулса тӑрать.

Помоги переводом

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней