Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тин сăмах пирĕн базăра пур.
тин (тĕпĕ: тин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Калюков эшкерне тытмашкӑн пур енчен те хатӗрленсе ҫитрӗмӗр пек, — тин ҫырлахса шухӑшларӗ Крапивин.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах пуҫлӑхсем умӗнче самӑр кӳлепине кура мар вӑр-вар пулма тӑрӑшать, хӑй килни ҫинчен тин хӗсмете кӗнӗ салтак пекех уҫҫӑн та янӑравлан пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Демин тем каласшӑнччӗ, анчах милиционерсем тухса кайиччен шарламарӗ, унтан тин: — Филимон Петрович, тен, сирӗн халӗ ҫын куҫӗ умӗнче питех ҫӳремелле мар, э? — терӗ асӑрхануллӑн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн чухлӗ милиционера малашлӑха шута илмесӗр вӗрентмеҫҫех ӗнтӗ, так ахаль тӑккаламаҫҫех ура ҫине тин тар акан ҫӗршыва ахаль те ҫав тери кирлӗ укҫа-тенке…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр килнӗскер тесе, Петр Никифорович пирвай республикӑпа пӗтӗм ҫӗршыври лару-тӑру ҫинчен каласа пачӗ, унтан тин район пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ:

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Халь тин калаҫмӑпӑр кун пирки.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халь тин мӗн тӑвӑн…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Район тин кӑна йӗркеленнӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тин кӑна йӗркеленӗ май, ку районта халлӗхе парти райкомӗн пӗрремӗш секретарьне — ҫын тупайман теҫҫӗ-и — суйламан иккен те, тӗп пуҫлӑх вӑлах-мӗн кунта.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав приговор тин йӗркеленнӗ район пуҫлӑхӗсене самаях шухӑшлаттарнӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн курӑнакан хурӑнсем кӑна, шывран тин тухса сасартӑк ҫын куҫӗ умне лекнӗ хӗрсем пек именчӗклӗн авӑна-авӑна илекенскерсем, шап-шурӑ вуллисемпе палӑрса тӑраҫҫӗ, тата хыр-чӑрӑш, пире ҫулла-и е хӗлле, ҫуркунне-и е кӗркунне — пурте пӗрех тенешкел, симӗс тумне хура йывӑҫсем хушшинче пушшех кӑтартма тӑрӑшса, пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашать…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тин кӑна ачашшӑн та ҫепӗҫҫӗн калаҫакан Машук кӑмӑлне такамсем пӗтӗмпех улӑштарчӗҫ тейӗн, тӑрст-тӑрст! уткаласа ҫӳрерӗ вӑл кил ӗҫӗсене тунӑ майӑн, мунчаран таврӑннӑ арҫынсене сӑйланӑ чухне те сӗтел ҫине шап! лартрӗ кӑмакаран кӑларнӑ шаркку чӳлмекне, шапӑр! тӑкса пачӗ йывӑҫ кашӑксене.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах пӳртрен шӑппӑн тухса кайрӗ — тин кӑна-ха кунта тӑман та тейӗн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Санюк! — чӗнчӗ вӑл тин ҫеҫ ӗнине утӑ парса кӗнӗ арӑмне.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тин ҫаран ҫине тухнӑ путексем пек сиккелетчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах халь тин вӑхӑта каялла тавӑраймӑн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӳсӗрпе харкашса илесси вӑл арҫынсен пулкалать, уншӑнах пӗр-пӗринчен уйрӑлса каймӑпӑр, — терӗ те Калюков Машука, халь тин пулса иртнӗ тытӑҫу вӑхӑтӗнче самантрах урӑлнӑскер, пӳртрен шӑппӑн тухса кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӳртре унчченхинчен хытӑрах калаҫнине илтсе, Мина вӑранчӗ, ыйха пула тӑртаннӑ куҫне аран уҫса, тин килнӗ ҫынна кӑна мар, Машука та пӗрремӗш хут курнӑн тӗсесе пӑхкаларӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепри вара пысӑках мар самӑр арҫын, кӗнӗ-кӗмен, хӗсӗк куҫне пушшех хӗссе, пӳртре ларакансене чӑл-чал пӑхса тухрӗ, сарлака пичӗ ҫинчи пуклак сӑмсине, лешӗ ҫумӑрпа йӗпеннӗрен-ши, алӑ тӳрчӗпе шӑлкаларӗ, пӗр-иккӗ нӑшлатса илчӗ, вара тин ҫинҫерех сасӑпа сывлӑх сунчӗ:

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Машук тухса кайсан, Калюков Валета хурала кӑларчӗ, ыттисем ҫӗрулми шуратрӗҫ, ҫӑмарта пӗҫерчӗҫ, сӑра ӑшӑтрӗҫ, сӗтел ҫине тин йӳҫӗтнӗ купӑста, хӑяр-помидор лартрӗҫ, тӑварланӑ тата типӗтнӗ пулӑсем каса-каса хучӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней