Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫуртне ҫирӗп чултан тунӑ, крепость пек, тӗрме пек ҫавӑрнӑ хӳме патне пырсан, яр уҫса пӑрахнӑ тимӗр алӑкран фабрикӑра ӗҫлекен халӑх вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗвӗшет.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ун ҫинче чӑн лайӑх тумтир: темен чухлӗ пӑхӑр тӳмеллӗ, чӗркуҫҫине ҫитекен вӑрӑм кӑвак сӑхман, ҫӳхе чӗнтӗр тытса ҫавӑрнӑ шлепкине ӗнси ҫине пусса лартнӑ.
XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Хулань уездӗнче кашни ҫуртрах калаҫусем ирттернӗ, унтан арӑмӗсем упӑшкисемпе калаҫнӑ, ашшӗсем ывӑлӗсене ҫавӑрнӑ, кӗҫӗн тӑванӗсем аслисене тархасланӑ.
XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑрахчен йӑпӑлтатса кӑмӑлне ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн вӑл упӑшки патӗнчех юлма килӗшнӗ, йӗре-йӗре пуҫтарнӑ япалисене салтнӑ, Хуа Юн-сие хӗрарӑма хӗрхенме пӗлмен ҫын тесе ятланӑ.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Алӑк урати урлӑ каҫнӑ чух, вӑл, ҫилӗллӗ питне каялла ҫавӑрнӑ та, ҫурма сасӑпа тепре кӑшкӑрнӑ:На пороге комнаты она обернула к нему гневное лицо и вполголоса кинула:
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав ҫынсем хӑйӗнчен те тӑрлавсӑр, хӑйӗнчен те кая иккенне вӑл куллен-кун шанса пынӑ, вӗсем, ун шухӑшӗпе, пурнӑҫӑн хуҫи мар, тарҫи ҫеҫ пулнӑ, пурнӑҫ вӗсене мӗнле кӑна ҫавӑрас тенӗ — ҫавӑн пек ҫавӑрнӑ, хӑйне кирлӗ пек авнӑ, хутлатнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темскер, вӗрискер, унӑн кӑкӑрне юхса кӗнӗ, рычага ҫавӑрнӑ ҫӗре каякан вӑй вырӑнне ҫак вӗри япала йышӑнсах пынӑ.Что-то горячее лилось в грудь ему, заступая место тех усилий, которые он тратил, ворочая рычаг.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пӗр Ли Гуй-юн ятлӑ ҫынна хӑйӗн ҫывӑх тусӗ туса хунӑ, лешӗ ыррӑн калаҫса е хӑратса хӑй тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсене пурне те Чжан енне ҫавӑрнӑ.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл, пуҫне ҫавӑрнӑ ҫын пек, хӗрӗн васкакан аллисене ҫеҫ сӑнарӗ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Алӑк патӗнче тарҫӑ курӑнсан, вӑл пуҫне ҫавӑрнӑ та, ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхнӑ.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Юр ҫаплах вӑйлӑ ҫунӑ, ахӑракан сивӗ ҫил ӑна кутӑн та пуҫӑн ҫавӑрнӑ.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Наташа… ытах та ывӑл пулсан, ывӑл ҫуратса парсан — ылтӑнлатӑп сана! — аран-аран сывлӑшне ҫавӑрнӑ вӑл.И глухо заговорил: — Наташа… ежели — сын, ежели сына родишь — озолочу!
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӗтел ҫинче пралукран тунӑ ҫурлапа мӑлатук, вӗсене хӗрлӗ те ешӗл розӑсемпе тытса ҫавӑрнӑ.На столе стояли серп и молот, сделанные из проволоки, обвитой зеленью и красными розами.
Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Машина бассейн йӗри-тавра тытса ҫавӑрнӑ стена патнех ҫитсе чарӑнать.Машина почти вплотную подъезжает к стенке, огораживающей бассейн.
Крокодилсем патӗнче хӑнара пулни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӑрҫӑччен ҫак монастырь ҫурчӗсемпе ҫӳллӗ чул хӳме тытса ҫавӑрнӑ пысӑк сад пӗтӗмпех пирӗн совет ачи-пӑчи аллинчеччӗ.
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Монастырь йӗри-тавра чул хӳме тытса ҫавӑрнӑ.
Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӑл мана ыталарӗ те, пӗчӗк хӗр ачана ҫавӑрнӑ пек, мана пӳлӗм тӑрӑх ҫавӑрса ҫӳреме тытӑнчӗ.Он обнял меня и начал кружить по комнате, как маленькую девочку.
Бомбӑсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӑл ҫӑмран тунӑ вӑрӑм тӑла-пир пулнӑ, ӑна сулахай хулпуҫҫинчен пуҫласа ҫурӑм тавра ҫавӑрнӑ, сылтӑм алӑ ҫара юлнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Кай Ганник, пӑхӑнма юратман чӑрсӑр ҫын, пӑлхав пуҫланӑ, пилӗк легиона хӑй енне ҫавӑрнӑ; малтан эпир Краса ҫӗмӗрсе тӑкӑпӑр та ун хыҫҫӑн Рим ҫине кайӑпӑр, тесе кӑшкӑрнӑ вӑл.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах иртнӗ икӗ ҫул хушшинче тунӑ ҫӗнтерӳсем гладиаторсен кӑмӑлӗсене ҫӗкленӗ, вӗсен пуҫӗсене ҫавӑрнӑ; ҫав вӑхӑтрах командирсенчен те чылайӑшне Спартак туса хунӑ тимӗр дисциплина килӗшмен, мӗншӗн тесен вӑл ҫаратма та, вӑрлама та чарса тӑнӑ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.