Поиск
Шырав ĕçĕ:
Улпут ҫурчӗн крыльци патне ҫитсенех бурмистр лаши ҫинчен аннӑ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Чупса ҫитсенех вӑл Богдашкӑна вӑраттӑр та, ӑна лаша ҫине утланса Костромана кайма калатӑр.А как добежит, чтоб будил Богдашку, сказал бы ему, пусть седлает каурого и скачет в Кострому.
Иван Сусанин // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 20–36 с.
Князь тӑракан вырӑна ҫитсенех вӑл ӑна хӑй патне чӗнсе илнӗ.
Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.
Князь пурӑнакан ҫурт патне хашкаса чупса ҫитсенех вӑл анасласа тӑракан ыйхӑллӑ часовойран пит меллӗ иртсе кайнӑ, хӳме урлӑ сиксе каҫса, тӗп ҫурт патне ҫитсе тӑнӑ.
Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.
Волхов юханшывӗ тӑрӑх хула пристанӗ патне ҫитсенех Пельгусий ҫыран ҫине сиксе тухнӑ.Доплыв по Волхову до городской пристани, Пельгусий выскочил на берег.
Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.
Флагмански «Полтава» фрегат ҫине пырса ҫитсенех Петр тинӗсе тухмашкӑн хатӗрленме хушнӑ.Добравшись до флагманского фрегата «Полтава», Петр приказал готовиться к выходу в море.
Хӑрушӑ хыпарсем // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Ревеле пырса ҫитсенех капитан Бредаль Петр патне донесенипе кайнӑ.Придя в Ревель, капитан Бредаль тотчас же отправился с донесением к Петру.
Капитан Вильям Бредаль // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Вӗсем вара ҫавӑнта ҫитсенех канма вырнаҫатпӑр, терӗҫ.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
Куҫӗсем тӗттӗме хӑнӑхса ҫитсенех, Сергей ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ вырӑна тата сӗм тӗттӗм каҫран та хурарах курӑнакан ҫӗмелсене, тракторсем кӑкарса ҫӳрекен вагонсене, — вӗсенче трактористсем пурӑнаҫҫӗ пулас, — уйӑрса илме пуҫларӗ.
6 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Тулта мамӑк пек кӑпӑшка шурӑ юр пӗрчисем ӳркеннӗ пек, хуллен ӳккелеҫҫӗ, Зойӑпа Шура шкула ҫитсенех савӑнӑҫлӑ та шавлӑ ҫамрӑк ачасем хушшине кӗрсе кайса ҫухаласса пӗлнӗ эпӗ, ҫапах та вӗсене ҫулталӑк тӑршшӗпех кӗҫӗрхи пек уҫӑ та ҫутӑ, телейлӗ кун сунтӑм.
Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Гостиницӑна ҫитсенех ывӑла ҫӗклерӗм те, татах урама тухрӑм — паллах пӳлӗмре тӳссе ларма пултараймарӑм.Я вернулась в гостиницу, взяла сынишку на руки и снова вышла на улицу ждать в комнате не было сил.
«Ҫынсене пӗлме, тӗнче курма» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хистеме те кирлӗ мар вӗсене: кам хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартас тет, ҫавӑ кӑшӑл хӗррине тухса тӑрать те хӑйне ташлама черет ҫитессе кӗтет, черет ҫитсенех кӑшӑл варрине вирхӗнсе тухать.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫакна тума хушатӑп: Массельгски станцине ҫитсенех анса юлса, пӗтӗм отрядпа Реболы ялӗ еннелле каймалла.
Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Жучка Тёма шухӑшӗн пӗр енне кӑна ӑнланнӑ пулмалла: пусӑ тӗпне антарнӑ хатӗрсем ӑна ҫӑлма пынине анчах ӑнланнӑ вӑл, ҫавӑнпа та, хатӗрсем ун тӗлне анса ҫитсенех, вӗсене малти урисемпе хӑвӑртрах ярса тытма пикеннӗ.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Унта ҫитсенех, Тёма, хапха умне ҫитсе тӑнӑ кӳме урапин кустӑрмисем шӑлтӑртатнине илтрӗ, вара, ӑна-кӑна чухласа илме ӗлкӗриччен, кӗҫӗн алӑка уҫакан ашшӗпе куҫа-куҫӑн тӗлех пулчӗ.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Хӳтӗленекенсем виҫҫӗмӗш хута хӑпарса ҫитсенех, вӗсен чи малтанхи ӗҫӗ баррикада тӑвасси пулнӑ; кунтан тухма вӗсемшӗн урӑх ҫул ҫук.
XI. Вилме пӳрнисем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл ҫитсенех Говэн ӑна: — Гешан, чикмек кирлӗ, — терӗ.Говэн обратился к подошедшему к нему лейтенанту: — Гешан, нужна лестница.
XII. Хӑтарма хатӗрленеҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл унта ҫитсенех ун патне Иманус пырса тӑчӗ.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл пӗрре те яланхи пек пулман, хӑй айӑпне пула самаях хӗн курма тивӗҫ юнгӑна каҫарнӑ, вахтеннӑя мухтаса илнӗ, карап ҫинче ӗҫлекенсене пурне те, Мартиннике ҫитсенех, парне шучӗпе укҫа пама пулнӑ.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Мазин ӑна хулпуҫҫирен ыталаса тытрӗ те килне кӗнӗ чух кӑштах тӗртсе: — Киле ҫитсенех — вырт та ҫывӑр… Пуҫ ҫинчен витӗнсе вырт, ним те ан шухӑшла. Эпир сана хӑтарӑпӑр, — терӗ.
25 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.