Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тергенс малалла та ҫакӑнтах тӑма шикленет, мӗншӗн тесен чикӗ хуралҫисем чул хысаксен хӗрринче пӑспа ӗҫлекен ботпа ҫӳресе «Упа амине» ҫӑмӑллӑнах хуптӗрлееҫҫӗ, — унӑн тиевӗ вара тӗрлӗ сӑрӑран, пӑсара тирӗсемпе духирен тата тӳмесенчен тӑрать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫапах та, — терӗ Тергенс, — Гравелот сывлӑшпа вӗҫсе ҫухалман, чикӗ хуралҫисем ҫакна пӗлеҫҫӗ, вӗсем пӗтӗм ҫырана хыпашласа тухаҫҫӗ, ҫавӑнпа та яккӑра борт ҫине ҫӗклеме вӑхӑт ҫитрӗ тесе шухӑшлатӑп.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӳлте хускалакан, тӑрӑран хысак ҫине улӑхакан икӗ мӗлкене курсан лешӗ тилӗрсе кӑшкӑрчӗ те персе ячӗ, анчах таркӑнсем тӗм хушшинче ҫухалчӗҫ ӗнтӗ; ҫав вӑхӑтра картиш хӳми урлӑ чикӗ хуралҫисем сике-сике каҫрӗҫ, аркату пуҫланчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗлетӗр-ҫке эсир: Латрта пирӗн яланхи сӑнав вырӑнӗ — чикӗ хуралҫисем унта вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗпӗртетеҫҫӗ.Ведь вы знаете, что в Латре у нас постоянный наблюдательный пункт — пограничники вечно толкутся там.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑтӑр ҫул каялла ҫак вал, кӑнттам ҫар хатӗрӗ, чикӗ хӗрринче пурӑнакансене, тен, чӑнахах та кӑшкӑркаланӑ-тӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.
Ҫак ҫул ҫӳрев вӑхӑтӗнче, — вӑл сехет ҫурӑ тӑсӑлчӗ, — Элда чӗнмерӗпе пӗрех; ӑна Готорн палӑртнӑ чикӗ тулашӗнче нимӗн те кӑсӑклантармасть, мӗн тумаллине пурнӑҫласси те техника тӗлӗшӗнчен иккӗлентермест.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Раҫҫее е чикӗ леш енне…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Ку — вӗсен синкерлӗ шӑпи: салатпа пион акасси-лартасси; ҫак вӑхӑтра вара вӗсенчен телейлӗрех камрадсем чикӗ юписене ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем уйрӑлчӗҫ — вӗсен хушшинчи чикӗ, паҫӑрхи пекех, — чул катрамӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Нок тинӗс урлӑ ӑнӑҫлах ишсе каҫрӗ, ҫулталӑкран унта, чикӗ леш енче, Геллипе венчете тӑчӗ.Нок благополучно переплыл море и там, за границей, через год обвенчался с Гелли.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫитменнине — Нок хурахла ӗҫ туса тупнӑ питех те пысӑк укҫа уншӑн чикӗ леш енче хӑтлӑн пурӑнмалли шанчӑклӑ ҫӑл куҫ пулса тӑнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑл уҫӑ сӑнпа ишет, хальтерех кӑна вилӗмпе сехӗрлентернӗ шыва шанчӑклӑн авӑса-авӑса хыҫа хӑварать; ҫак самантра унӑн чунсен тытӑҫӑвне ыткӑнас, нумай вӑхӑтлӑх ҫул ҫӳреве тухса каяс шухӑш-тӗллевне чарма вӑй ҫитерекен чикӗ ҫук, унта унӑн ҫамрӑк чӗринче влаҫ тимӗрӗ ӳссе-ҫирӗпленсе пырӗччӗ, сӑмахӗ вара иккӗленӳсӗр, ҫирӗп юрӑпа — тимлӗхпе вун-вун хут вӑйланнӑскерпе — янӑрӗччӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ытти пирки пӗртте ан пӑшӑрхан, мана, ялти тӗттӗм хӗрарӑма, чикӗ леш енчи мар, Йӗпреҫпе Канаш леш енче мӗн пулса иртни те кӑсӑклантармасть.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав ҫынсем вӑрӑ-хурах йышшисем мар, вӗсем ҫӗршывра влаҫа улӑштарассишӗн кӗрешеҫҫӗ, ҫак тӗллевпе чикӗ леш енчи нумай вӑйлӑ патшалӑхсемпе те ҫыхӑннӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах чикӗ леш енче те, шалта та тӑшман татах нумай-ха пирӗн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑнпа пӗлес килет: чикӗ пекки кунтан инҫе-ши?
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Юлташсем, Российӑпа Польша хушшинчи вӑхӑтлӑх чикӗ патнелле ҫывхарса пыратпӑр, — тавҫӑрса илчӗ Никифоров.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла вара ҫак чикӗ таврашӗнчи тавралӑх маншӑн пӗртте ют мар пек туйӑнать.
Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658
Ӑҫта кайса пуҫа чикӗ вӑл?
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Казаксен восстанийсем халӗ ӗнтӗ чикӗ ҫывӑхӗнчех, Дон патӗнчех пуҫланаҫҫӗ, Дон шывӗн сулахай енче те пӑлханма тытӑнаҫҫӗ.Казачьи восстания подступили теперь к самому рубежу — к Дону — и перекидывались на левый его берег.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.