Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑпарнӑ (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫумӑр пӗлӗчӗпе ҫумӑр — ҫӗр ҫинчен хӑпарнӑ пӑс.

— Тучи и дождь — просто испарения от земли, поднимающиеся вверх.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Шавлани, улани, кулни, ахӑрни, ӳсӗрсем кӑшкӑрни, хавхаланса вӑрҫни Фомана илтӗннӗ; шӑтӑка капланнӑ чӗрӗ ҫынсен тем пысӑкӑш хӗвӗшсе тӑракан кӗмӗркки ҫинче юрӑпа макӑру явӑнса ҫӳренӗ; ҫынсем йӑраланнӑ, пӗр-пӗрне пусарнӑ, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине сике-сике хӑпарнӑ, суккӑрсем пек тӗкӗшнӗ, кашнийӗ хӑй пекки ҫине пырса ҫапӑннӑ, кӗрешнӗ, унтан, ӳксе, куҫран ҫухалнӑ.

Шум, вой, смех, пьяные крики, азартный спор слышит Фома; песни и плач носятся над огромной суетливой кучей живых человеческих тел, стесненных в яме; они ползают, давят друг друга, вспрыгивают на плечи один другому, суются, как слепые, всюду наталкиваются на подобных себе, борются и, падая, исчезают из глаз.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Виҫӗ Ҫӑлтӑр паҫӑрах ҫӗкленсе хӑпарнӑ, вӑл ҫаплах енчен-енне ҫаврӑнкаласа выртать.

Три Звезды уже высоко поднялись над горизонтом, а она все еще ворочалась с боку на бок.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Татах тем каласа тӑкатчӗ пулӗ те хӗремесленнӗ хӗрарӑм — калаттармарӗ ӑна тек ҫилли-пӑшши палкаса хӑпарнӑ упӑшки Куля, ку самантчен мӑкӑл та таптарман Куля, талт-талт пусса тӗпелелле хӑвӑрт иртрӗ те чӑмӑрӗпе сӗтеле шан-н тутарчӗ; чӑн-чан, лӑк-лак сасӑ пачӗ каҫхи апата лартнӑ савӑт-сапа.

Помоги переводом

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ан тив, йышӑнман, тиркетӗр пултӑр санӑн юратӑвна тепри, хӑв шутсӑр-шутсӑр юратакан этем (ку вӑл, пӗр те пӗр ӑсласан, ӳкӗнмелли, выртса ӳлесе йӗмелли пӑтӑрмахах та мар) — пурпӗр урӑх ҫын ӗнте эсӗ яланлӑхах; эсӗ — юрататӑн, эсӗ тӳпе анлӑшӗпе вӑй виҫекен кӑйкӑр евӗр ҫӳле-ҫӳле ыткӑнса хӑпарнӑ, эсӗ — чӗрӗ, эсӗ — ынатлӑ, эсӗ — тепӗр ҫын валли тулӑх-тулӑх, чӑп тулли телей хатӗрленӗ…

Помоги переводом

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сывлӑша юрӑ сасси мар, ӳпкевпе вӗресе тухнӑ куҫҫуль — этем чӗрин куҫҫулӗ нӳрлӗн тултарса тӑнӑ; кӗрешсе тинки тухнӑ чун-чӗре пӑшӑрханни, нушан тимӗр аллипе ҫӗмӗрӗлнӗ этемӗн суранӗсем хаяррӑн ыратни — пурте ҫаксем юррӑн ахаль те тӳрккес сӑмахӗсене хывӑннӑ; вӗсем, тӳсме ҫук хурлӑхлӑ сасӑсем пулса, ҫӳле те пушӑ инҫете, чӗнсе те чӗнмен пӗлӗтелле юхса хӑпарнӑ.

Точно не звуки, не песня, а те горячие слезы человеческого сердца, на которых выкипела эта жалоба, — сами слезы увлажили воздух; тоска души, измученной в борьбе, страдания от ран, нанесенных человеку железной рукой нужды, — всё было вложено в простые, грубые слова и передавалось невыразимо тоскливыми звуками далекому, пустому небу, в котором никому и ничему нет эха.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӑрахут мӑрйисенчен хура тӗтӗм каплам-капламӑн явӑнса хӑпарнӑ, унтан майӗпен таса сывлӑшра ирӗлсе пӗтнӗ.

Черный дым тяжелыми порывами лез из труб пароходов и медленно таял в свежем воздухе.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӗвел тин ҫеҫ хӑпарнӑ пулнӑ, унӑн ҫути, Игнатӑн шурӑ пир кӗпи ҫине ӳксе, кӗрен тӗслӗрех курӑнса выляннӑ.

Только что взошло солнце, и свет его, лежавший на белой полотняной рубахе Игната, еще не утратил розовой окраски.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл яланах ҫакна асӑрханӑ: Софья Павловна куҫӗсем, ун ҫине пӑхмассерен, тӗттӗмленнӗ, ҫӳлти тутин хӗрри, чӗтренсе илсе, кӑшт ҫеҫ ҫӳлелле хӑпарнӑ, вара пӗчӗкҫеҫҫӗ шап-шурӑ шӑлӗсем курӑнса кайнӑ.

Он замечал, что каждый раз, когда она смотрела на него, глаза ее темнели, а верхняя губа вздрагивала и чуть-чуть приподнималась кверху, обнажая крошечные белые зубы.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӑрахут — каялла, Атӑл тӑрӑх тӑвалла хӑпарнӑ.

Пароход шел назад, вверх по Волге.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унта та, кунта та ик енӗпех ялсем курӑна-курӑна кайнӑ, пӳртсен чӳречисем ҫинче тата улӑм ҫивиттисем ҫинче хӗвел вылянӑ; симӗс йывӑҫсем хушшинче чиркӳ хӗресӗсем йӑлтӑртатнӑ, ҫил арман ҫунаттисем юлхавлӑн ҫаврӑннӑ, завод мӑрйинчен хура тӗтӗм явӑнса хӑпарнӑ.

То тут, то там, по горе и в лугах, являются селенья, солнце сверкает на стеклах окон изб и на парче соломенных крыш, сияют, в зелени деревьев, кресты церквей, лениво кружатся в воздухе серые крылья мельниц, дым из трубы завода вьется в небо.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кӗҫӗр Виҫӗ ҫӑлтӑр ҫӳле хӑпарнӑ ӗнтӗ, ыран кайӑпӑр.

Сегодня Три звезды уже высоко, пойдем-ка лучше завтра.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Юханшыв тӑрӑх тӑвалла экспедици 5 уйӑх хушши майӗпен хӑпарнӑ.

Вверх по реке экспедиция медленно продвигалась в течение 5 месяцев.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Утӑ, 21 — Миссури юхӑмӗ тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарнӑ май экспедици Платт шывӗн вӑрри патне ҫитнӗ.

21 июля — Продолжая подниматься вверх по течению Миссури, экспедиция достигла места впадения реки Платт.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Вӗсене хамӑр аэродром ҫинчен вӗҫсе хӑпарнӑ икӗ «Лавочкин» хӑваларӗҫ.

За ними погнались, взлетев с аэродрома, два «Лавочкина».

7. Тӑшманпа пуҫласа тӗл пултӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

1888 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче тӳпене пӗрремӗш хут Даймлерӑн шалти ҫуну двигателӗпе ӗҫлекен сывлӑш шарӗ хӑпарнӑ.

10 августа 1888 года совершил первый полёт воздушный шар, приводимый в движение двигателем внутреннего сгорания Даймлера.

Готлиб Даймлер // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%B5%D1%80

Кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ: юлашки вӗҫеве тухнӑ чух курсант, васканипе вӗҫсе хӑпарнӑ чухне пӗчӗк йӑнӑш тунӑ та, пирӗн самолёт ҫӗр ҫине каплатса ӳкрӗ.

Случилось так, что последний курсант по рассеянности допустил на взлёте ошибку и наш самолёт потерпел аварию.

6. Вӑрҫӑ кунӗсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫумӑрпа, юрпа тулса хӑпарнӑ шыв тусем ҫинчен урмӑшса кӗрлесе анать, ҫырансенчен тухса, ҫывӑхри вырӑнсене путарса лартать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи мӗнпур япаласене вӑркӑнтарса, ҫӗмӗрсе пӗтерет.

Поток, вздувшийся от дождя и снега, бешено низвергаясь с гор, наводняет окрестности, все опрокидывая и разрушая на своем пути.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Упӑте вӗрен тӑрӑх утнӑ вӑхӑтра йытти пусман пӗр картлашки ҫинчен тепри ҫине сике-сике хӑпарнӑ.

И пока обезьянка шла по веревке, собака с немалым трудом и напряжением стала перепрыгивать с одной ступеньки лестницы на другую.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пурте ҫывӑхарах пырса курасшӑн тӑрӑшнӑ, мыскараҫӑ тавра ункӑ пек тӑрса тухнӑ, хыҫалтараххисем чӗвен тӑрса пӑхнӑ, тенкелсем ҫине, сӗтелсем ҫине, пусмасем ҫине, ҫывӑхри ҫуртсен тимӗр решеткисем ҫине хӑпарнӑ.

Многие стали проталкиваться к кругу, который образовался в самом центре площади, становились на скамейки, на столы, взбирались на железные решетки окон соседних домов.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней