Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыр сăмах пирĕн базăра пур.
хыр (тĕпĕ: хыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулана ӗлӗк вӑрман пулнӑ вырӑнта лартнӑ пулас — урамсенче унта та кунта касмасӑр хӑварнӑ хыр йывӑҫҫисем кӑвак пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шыв ик айккипе улӑх тӑсӑлать, хӑшпӗр кукӑрсенче ҫеҫ Сӑр тӳрех хыр вӑрманӗ е юманлӑх патне пыра-пыра ҫапӑнать.

Помоги переводом

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хыр лӑссипе типӗ ҫулҫӑсем айӗнчен сӗт пек шурӑ, йӗрӗлче пек ҫаврака кӑмпа курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗртен-пӗр ывӑлӗ Микула итлемерӗ ашшӗне: ҫӑмарта хуҫи шутне кӗрсен, кив пӳрте каялла сиктерсе лартрӗ (ӑна вара кайри пӳрт тенӗ), малти пӳрчӗ валли ятарласа ҫармӑс енчен шултра хыр пӗренесем турттарса килчӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшине ҫичӗ картлашкаллӑ ҫенӗк умӗ тутарчӗ, икӗ пӳрчӗн никӗсне те кирпӗчпе ҫирӗплетрӗ, тӗренче вырӑнне хӑмапа виттерсе пӳрчӗсен ҫивиттисене ҫиелтен сӑмалапа сӑрлаттарчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сап-сарӑ стенасем, сап-сара мачча, сап-сарӑ урай — пурте хыр йывӑҫран.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Карӑк аҫи хӑйӗн савнине капӑр тумтирӗпе ҫеҫ мар, юррипе те илӗртет-йыхӑрать: уҫланкӑ ҫумӗнчи пӗр-пӗр ҫӳлӗ хыр тӑррине килсе ларать те хӑйне кӑна килӗшӳллӗ юррине шӑрантарать.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Спенсер сӗрме купӑс концерчӗсене тӗп стенаран ҫур футра, ҫӳхе хыр хӑмисемпе сӑрнӑ пӳлӗмре ирттерме сӗнет, — унта, унӑн шухӑшӗпе, сӗрме купӑс сассин вӑйне чикӗлемешкӗн кирлӗ резонанс тупаятӑн.

Спенсер советует устраивать скрипичные концерты в помещениях, обитых тонкими сосновыми досками на полфута от основной стены, чтобы извлечь резонанс, необходимый, по его мнению, для ограниченной силы звука скрипки.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Благодатский пакша курчӗ; вӑл хыр вулли ҫинче йӗке пек куҫать, сӑмсине кӑтартать те ҫухалать.

Благодатский увидел белку; она скользила по стволу сосны винтом, показывая одну мордочку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Лиственница, чӑрӑш, пихта, хӗрлӗ хыр, нӳрлӗ ҫӗрте вара ҫӳҫелӗх — кӑкӑрӗсене каҫӑртса хирӗҫ пынӑн лараҫҫӗ; ура айӗнче, атӑсенчен ҫакланса, хӑрӑк турат чӗтрене-чӗтрене хуҫӑлать; ҫӗрӗк тункатасем ура пуснине сутӑнчӑклӑн чӑтаҫҫӗ те тепӗр самантранах арканса сапаланаҫҫӗ; ҫын ӳкет.

Лиственница, ель, пихта, красные сосны, а в мокрых местах — тальник, — шли грудью навстречу; под ногами, цепляясь за сапоги, вздрагивали и ломались сучья; гнилые пни предательски выдерживали упор ноги и рушились в следующий момент; человек падал.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Ҫак самантра шӑппӑн, лӑпкӑн макӑрни илтӗнчӗ; ку тӑкӑнакан хыр йӗкелӗсен чӑшӑлтатӑвне аса илтерет.

В этот момент я услышал тихий и ровный плач; он напоминал шелест падающих сосновых шишек.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Пӗлетӗр: кирлӗ мар чухне вӑйран кайса ишекен йышши мар эпӗ, ҫавӑнпа та Шапа сӑмсахӗ еннелле пӑрӑнтӑм, кимме хӑйӑр ҫине кӑларса хутӑм, кӑвайт чӗртрӗм те — ҫывӑрмалли вырӑн майлаштартӑм ешӗл хыр тураттисенчен.

Вы знаете, я не охотник выбиваться из сил, когда это не представляет необходимости, поэтому, завернув к Лягушачьему мысу, вытащил лодку на песок, развел огонь и устроил себе ночлег из свежих сосновых веток.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Хӗвеллӗ кун; тимӗрҫӗ лаҫҫи — Пенкаль ӑна нумай пулмасть ылтӑн хыр пӗренесенчен туса лартрӗ — тул енчен тап-тасан йӑлтӑртатать, анчах шалта яланхи пекех — хуҫин сапаланчӑк кӑмӑлне пула — тусанлӑ тимӗр арӑш-пирӗшлӗх.

Был солнечный день; кузница, построенная недавно Пенкалем из золотистых сосновых бревен, сияла чистотой снаружи, но зато внутри, как всегда, благодаря рассеянному характеру владельца представляла пыльный железный хаос.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Ҫывӑракан хыр вӑрманне Чун-чӗрене вырнаҫтаратӑп.

Помоги переводом

Шурӑ хӗлӗм, савнӑ хӗлӗм // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 18–19 с.

Ҫывӑракан хыр вӑрманне Чун-чӗрене вырнаҫтаратӑп.

Помоги переводом

Шурӑ хӗлӗм, савнӑ хӗлӗм // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 18–19 с.

— Суятӑп тӑк ҫак хыр ӳксе пуҫӑма ҫуртӑр.

— Упади мне эта сосна на голову, если я вру.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӑл хыр ҫине хӑпарать те пӗрене патне ҫитет: малалла кайма ҫук — пӗрене кансӗрлет.

Полез медведь на сосну, долез до бревна, нельзя лезть выше — бревно мешает.

Упапа пӗрене // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 24–25 с.

Пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе пӑхать те упа, хыр йывӑҫҫи ҫинче вӗлле ларнине курах каять, вӗлле айӗнче вӗренпе ҫыхнӑ яп-яка пӗрене ҫакӑнса тӑрать; анчах Мишӑна пӗрене кирлӗ мар.

Поднял Мишка морду кверху и видит на сосне улей, под ульем гладкое бревно на верёвке висит, но Мише до бревна дела нет.

Упапа пӗрене // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 24–25 с.

Апла-тӑк Сӑпани хӑватлӑ пулин те тӑвӑла тӳсеймен хыр вулли ҫинче самаях нумай ларать…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫура пуҫӗпе хыр вуллине пырса ҫапӑнчӗ те, мӗскӗннӗн нӑйкӑшса, йӑванса кайрӗ, те ятарласа, те ҫыран чӑнкӑран, халӗ ӗнтӗ тӳнсе кайнӑ амӑшӗ патнелле хуллен шуса анчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унччен те пулмарӗ — кашкӑр ами йӑваран вӗлт! сиксе тухрӗ те, хӑй ӗмӗрӗнче вуншар, ҫӗршер чӗрчуна туртса ҫурнӑ асав шӑлӗсем кӑнтарса тӑракан ҫӑварне хӑрушшӑн карса, тарӑху капланса-тулса ҫитнӗрен хӑрӑлтӑкпа чыхӑна-чыхӑна, тӑвалла, хыр вулли хыҫӗнче тӑракан Сӑпани патнелле хӑватлӑн тапса ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней