Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хакне (тĕпĕ: хак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хакне Шуршыва кайсан пӗлсе килетӗп.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӗсен хакне кӑларса пӑрахсан 10 пин ытла тупӑш.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Таварсен хакне вӗсенни шайнех антармалла пулать, — сӗнет Тилишух Карачӑмӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Халӗ вӑл япала хакне ытла тӑруках каламарӗ.

Теперь цену он сказал не сразу.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Часах вӑл Валерипе пӗрлешрӗ — вара тин хӑйне тивӗҫнӗ пурлӑхӑн пӗтӗм хакне пӗлсе илчӗ.

Вскоре он вступил в брак с Валерией — и только тогда узнал всю цену сокровища, которым ему довелось обладать.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Вӗсем хӗрсе кайнипе унӑн хакне татах та ӳстернӗ пулӗччӗҫ, сасартӑк кунта пӑхса тӑракансенчен пӗри ҫапла каласа хучӗ: «сирӗн тавлашӑвӑра вӑхӑтлӑха чарма ирӗк парӑр-ха. Манӑн, тен, ҫак портрета туянма тивӗҫлӗхӗм ытларах», терӗ.

Они горячились и набили бы вероятно цену до невозможности, если бы вдруг один из тут же рассматривавших не произнес: «позвольте мне прекратить на время ваш спор. Я, может быть, более, нежели всякой другой, имею право на этот портрет».

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Мужик халӑхӑн ӗҫре тупнӑ укҫин хакне пӗлет — ӑна ахаль пӗтермест.

Мужик знает цену трудовой народной копейке — не пустит ее на ветер.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кун хыҫҫӑн кӑна Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ продукци хакне ӳстернине пӑрахӑҫланӑ.

Лишь после этого Вурнарский мясокомбинат отменил повышение цен на продукцию.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫеҫ тушенка хакӗ чакнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24928.html

Чӑнах та, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ пушӑн 19-мӗшӗнченпе тушенка хакне 16–19 процент ӳстернӗ иккен.

Оказалось и вправду, 19 марта Вурнарский мясокомбинат на 16–19% повысил цены на тушенку.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫеҫ тушенка хакӗ чакнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24928.html

Пӗлет вӑл ҫав хаяр сӑмахсен хакне.

Он знал им цену.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӗ вӑл ӗҫӗн хакне те, ҫав ӗҫ ҫынсене еплерех кирлине те пӗлекен, ӑнланакан, хӑй вӑйне шанакан чӑн-чӑн йӗкӗт.

Теперь это был уверенный в своих силах молодой человек, знающий цену своему труду, понимающий, что дело, которое он делает, очень нужно людям.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пӳлӗмри япаласене пӑха-пӑха ҫаврӑнчӗ, вӗсем те пулин темӗнле килпетсӗр, хӑйсен хакне йӑлтах ҫухатнӑ пек курӑнчӗҫ ун куҫне.

Перебирал глазами вещи в комнате, а они казались какими-то неловкими, потерявшими для него всякую обиходную ценность.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ку хутӗнче вӑл ҫӗтернӗ-ҫухатнӑ япаласен хакне йӳнетсе кӑтартас йӑлине пӑхӑнаймарӗ.

На этот раз ему изменила всегдашняя его привычка обесценивать утраченное.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дотацисем ҫырӑнтару хакне пӗр шайра тытса тӑма пулӑшаҫҫӗ, унсӑрӑн ҫырӑнса илекенсене йывӑр пулать.

Дотации помогают поддерживать стоимость подписки на одном уровне, иначе подписчика будет трудно.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Налуксене йӑлтах йӗркеленӗ ӗнтӗ, халӗ чи малтан патшалӑх колхозниксенчен туянакан тырӑ хакне ӳстермелле.

С налогами все исправили, теперь нужно в первую очередь повысить цену на хлеб, который государство покупает у колхозников.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хӑйӗн хакне ӳстересшӗн пулас та, хакӗ вара хӑйӗн, тен, тенкӗ ҫурӑран та ытла мар пулӗ!»

— Наверное, цену себе набивает, а цена ему, может, всего-навсего рупь с полтиной!»

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лар-ха ман вырӑна, пӗлӗн мӗскер мӗн хакне.

Стань на мое место — узнаешь, что почем.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Нимӗн те ан хӗрхенӗр — пурте хӑйӗн хакне кӑларать!

Не жадничайте — все окупится!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Каярахпа, Аникейӗн облаҫра е районта ҫителӗксӗр материалсем илмелле чухне, ҫав парнесем хӑйсен хакне ытлашшипех тавӑрса панӑ.

Это позже окупалось с лихвой, когда Аникею что-нибудь требовалось получить в области или районе из дефицитных материалов.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пробатов тӳрленсе тӑчӗ те Любушкинӑн хастарлӑх уҫҫӑн тапса тӑракан, ҫилпе кушӑрканӑ хӗрлӗ пичӗ ҫине чунтан савӑнса пӑхса, ун вӑйлӑ аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ, — Пробатов шучӗпе, ӗҫре пиҫсе ӳснӗ, хӑйсен хакне пӗлекен ҫынсем яланах ҫавӑн пек хастарлӑхпа уйрӑлса тӑнӑ.

Пробатов выпрямился и пожал по-мужски сильную руку женщины, откровенно любуясь обветренным румяным лицом, полным того открытого, мужественного достоинства, которое, по его мнению, всегда отличало хорошо знающих себе цену людей труда.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней