Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурнӑҫри тасамарлӑхсем вӗсен ури айӗнче кӑна; тӗрлӗрен суя элексем те, акӑшӑн шурӑ ҫунаттисем ҫинчен таса мар шыв тумламӗсем юхса аннӑ пек, вӗсен шурӑ тумӗсем ҫинче йӗр хӑвармасӑрах юхса анаҫҫӗ…
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Пӳрт ҫийӗ хӗррипе усӑнса тӑракан пӑр хӳрешкисен васкавлӑ тумламӗсем ирхи сивӗпе шӑнса ларнӑскерсем, ак халӗ хӗвелпе ирӗлсе, пин-пин янӑравпа шӑмплатса тумлаҫҫӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Сывмар хӗрарӑм питӗнче вӑл ҫав тери касӑлса асапланни палӑрчӗ, хупӑ куҫӗсенчен шултра куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатса анчӗҫ.По лицу больной пробежало отражение острого страдания, и из закрытых глаз скользнула крупная слеза.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн ҫамки ҫине шултра тар тумламӗсем пӑчӑртатса тухнӑ.
I. Сӑмах — вӑй // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Электричество ҫуттин кӗмӗл пайӑркисем хӑш-пӗр тӗлте шыв тумламӗсем ҫине ӳкеҫҫӗ те пирӗн сулӑ шунипе явӑнса ҫаврӑнакан шыв ҫинче ялтӑркка хӗлхемлӗ пӑнчӑсем сирпӗнеҫҫӗ.Серебристые лучи электрического света, отражаясь в водной зыби, придавали ей фосфорический блеск.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫав тусен айккисенчен тӑрна куҫӗ пек тӑп-тӑрӑ шыв темиҫе тӗлтен кӗрлесе юхса анать, шывсем кӗрлесе аннӑ тӗлте шыв тумламӗсем мерчен пек вылянса тӑраҫҫӗ.По склонам утесов низвергались с шумом бесчисленные водопады, легкие клубы водяных паров.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Апла иккен, Аксель, — терӗ профессор улшӑннӑ сассипе, — ҫав шыв тумламӗсем сана хастарлӑхпа вӑй-хал кӳреймерӗҫ пулас?
XXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл хӑй мӗн тӑвасшӑн пулнине турӗ — Людмила сӑнӗ тӗлӗнсе ҫунма тытӑнчӗ, тути хӗрри чӗтрерӗ, куҫӗнчен шултра, витӗр курӑнакан куҫҫуль тумламӗсем юхрӗҫ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кӗрхи каҫ вӑраххӑн шунине палӑртса, ҫӗр ҫине шыв тумламӗсем ӳркевлен ӳкеҫҫӗ.И уныло падали на землю капли воды, отмечая медленный ход осенней ночи…
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӳркеннӗ пек, сайра хутра, чӳречерен ҫумӑр тумламӗсем шаккарӗҫ.
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑй куҫа курӑнмарӗ пулин те, витӗр курӑнакан кӗрен пайӑркисене тӳпенелле сарса ячӗ, ҫавна пула курӑк ҫинчи сывлӑм тумламӗсем хаваслӑн, ҫурхи савӑнӑҫӑн тӗрлӗ тӗслӗ хӗмӗсем пек йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тутӑр ҫинче пысӑк юн тумламӗсем палӑрса тухрӗҫ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫав тери хӑвӑрт ҫырнипе чернилӑн вӗтӗ тумламӗсем сирпӗнсе пычӗҫ.Так быстро, что мелкие капельки чернил разбрызгивались кругом.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Касӑлнӑ вырӑнтан юн тумламӗсем сӑрхӑнса тухрӗҫ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн тӑнлавӗсемпе ҫамки ҫине, сӑмси патӗнчи лупашкасене тар тумламӗсем тухса ларчӗҫ.Капли пота выступили на ее висках, лбу, в уголках возле носа.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн хаваслӑ питҫӑмарти тӑрӑх шултра куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатса юхаҫҫӗ, вӗсене вӑл сивӗре хӗрелсе кайнӑ аллипе шӑла-шӑла типӗтет.Крупные слезы текли по ее улыбающемуся лицу, и она вытирала их покрасневшими на морозе пальцами.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Мекӗрленнипе унӑн пит-куҫне шултра тар тумламӗсем тапса тухрӗҫ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унӑн тӑртаннӑ, хӗрелсе кайнӑ куҫ хупанкисем ҫинче куҫҫуль тумламӗсем чӗтренсе ялтӑраса тӑраҫҫӗ, вӑл кӑвакарса кайнӑ тутисемпе Драницын патнелле туртӑнать, вара йӗрсе ячӗ те Драницын алли ҫине тӗршӗнсе анчӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унӑн тӑнлавӗсемпе мӑйӗ тӑрӑх шултра тар тумламӗсем юха-юха анаҫҫӗ.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пӑрахут кустӑрмисем ҫумне ҫыпҫӑннӑ шыв тумламӗсем шӑпӑртатса шыва каялла юхаҫҫӗ, кустӑрмасен ҫуначӗсем шыва ҫатлаттара-ҫатлаттара илеҫҫӗ, пӑрахутӑн вӑйлӑ машини пӗр тикӗс ӗҫлет.Журчала вода, забираемая плицами пароходных колес, мерно работала сильная машина.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.