Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмахне (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирваях эпӗ тӗрлӗ ҫын сӑмахне, хӑлхана кӗрекеннине, йӑлтах йӳплесе пыраттӑм-ха.

Помоги переводом

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫыру авторӗсен тӳрӗлӗхӗ пирки иккӗленес килмест манӑн, — сӑмахне вӗҫлерӗ редактор.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мӗн пӗлнине, астунине йӑлтах, пӗр сиктермесӗр, йӗрки-йӗркипе каласа кӑтартма тӑрӑшнӑн васкамасӑр пуҫларӗ Надя хӑй сӑмахне:

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗншӗн тесен вӑл хӑйне ҫапла тыткалани — хӑйне ыттисенчен ҫӳле хуни, ҫын сӑмахне пачах та картманни, ҫын кирек мӗн каласан та, ун сӑмахӗ пирки шухӑшланине, уншӑн савӑннине е кӳреннине палӑртса, ӑна ытла та пысӑк чыс туни, ун умӗнче тивӗҫлӗхе чакарни.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Продавецӗ кунне ҫирӗм ҫынран кая улталасан, ҫӑварне хыпнӑ татӑкне те ҫӑтса яраймасть, ыйхине те йӗркеллӗ ҫывӑраймасть» иккен, «склад пуҫлӑхӗ, червонцӑ кӑтартмасан, тутӑх пӑта та памасть, ҫынсене пин хут ҫӳреттерсе тӗнкелентерет», «цех начальникӗн хулара миҫе урам, ҫавӑн чухлӗ арӑм, юрласса та хӑй пӗлекен пӗртен-пӗр юррӑн ик-виҫ сӑмахне ҫеҫ юрлать вӑл: «Гуляй, пока-а гуля-я-ется, встреча-ай, пока-а-а встречается-а-а…»

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса тухнишӗн кӑшт каҫару пекки те ыйтрӗ, анчах ку вӑхӑталла Мӗтри пӑртак ӑсланса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, унӑн сӑмахне ӗненсех каймарӗ.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ак, — тытамаклӑ ҫын пек сӑмахне уҫса калаймасӑр кӑларса хучӗ председатель умне хаҫата Макар.

Помоги переводом

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Сана та Мерчен Мишши гимнастика тума сӗннӗ пулас, анчах эс унӑн сӑмахне хӑлхана та чикмен.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах вӑл мӗншӗн Мерчен Мишши пек йӑпӑлтак пулӑсен сӑмахне хӑлхана чикет — ҫавӑ тӗлӗнтерет.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Механизаторӑн ҫивӗчрен те ҫивӗч сӑмахне пӗтӗм тӗнче илтмелле ян! та ян! янратма радиора ӗҫлекенсем шикленерех тӑнӑ-тӑр.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫемҫе пукан ҫинче хитре юмах ҫаптарса ларнипе ҫӗршыв пӳлминче тырӑ хушӑнмасть!» — ҫавӑн пек ҫивӗччӗн вӗҫлерӗ сӑмахне Кермӑн.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ача пирки хурланарах, вӑтанарах каларӗ Маринэ, унӑн хуйхи-суйхине пӗлекен Таранов, ҫамрӑк хӗрарӑма лӑплантарас тенӗ пек, сӑмахне урӑх еннелле ҫавӑрма васкарӗ:

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эс Филипп Сидорович сӑмахне питех хӑлхуна ан чик — ӑнлантару хутне хӑвӑртрах ҫыр, Семен Семенович валли вӑл, унсӑрӑн инкекрен хӑтӑлаймастӑн.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сасартӑк Таранов ваттисен сӑмахне аса илчӗ: «Хӗпӗртӳ пулсан пит ан хаваслан, хуйхӑ пулсан пит ан кулян».

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑмахне тытрӗ вӑл, ҫавна Таранов тӗп-тӗрӗсех пӗлет.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл историн кирек мӗнле йывӑр тапхӑрӗнче те хӑйӗн сӑмахне каламалли меслет шыраса тупатех.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах кайран, статья ҫапӑнса тухсан, Сулагаев хӑйӗн сӑмахне улӑштарӗ те, мӗн курса тӑрӑн?

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Татах мӗн те пулин каланӑ пуль-ха ҫавӑн чух Ҫеклепи кинеми, анчах унӑн сӑмахне Таранов халь пӗтӗмпех астумасть.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов кил хуҫи сӑмахне сахал тӑнларӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов ӳсӗр ҫын сӑмахне питех хӑлхана чикмерӗ, ӑна лӑплантарма тимлерӗ, вырӑн ҫине хӑваларӗ:

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней