Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тройӑна ҫӗмӗрсе пӗтернӗ чухне те, Рим хули никӗсне хунӑ чухне те, Христоса пӑталанӑ чухне те, вӑрҫса илекен Вильгельм Британи империне пуҫтарнӑ чухне те, Колумб тинӗселле тухса кайнӑ чухне те, Лексингтон патӗнчи ҫапӑҫу ҫӗнӗ хыпар пулса тӑнӑ чухне те, пирамидӑна тунӑ вӑхӑтрах ҫав тумламсем тумласа тӑнӑ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Рим варринчи чи паллӑ вырӑн-ҫке вӑл.
Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
48. Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненӗҫ, вара Рим ҫыннисем килӗҫ те пирӗн ҫӗре те, халӑха та хӑйсен аллине илӗҫ, тенӗ.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Виҫӗ кунран Павел чи паллӑ иудейсене чӗнтерчӗ, лешӗсем пухӑнса ҫитсессӗн, вӗсене ҫапла каларӗ: эй тӑван ҫыннӑмсем! халӑха хирӗҫ е аттемӗрсенӗн йӑлине хирӗҫ эпӗ нимӗн те туман, ҫапах мана Иерусалимра тытса тимӗрлерӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ; 18. кусем ӗнтӗ мана сут турӗҫ те, манӑн вилӗме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп та ҫуккине кура, ирӗке те ярасшӑнччӗ, 19. анчах иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ те, манӑн вара кесарь сутне ыйтмалла пулчӗ, эпӗ ҫакна хамӑн халӑхӑма мӗн те пулин тӗлӗшӗпе айӑпласшӑн ыйтман.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ вӗсене Рим ҫыннисен ун пек йӑла ҫук терӗм, вӗсем айӑплавҫӑсене айӑпланаканпа куҫа-куҫӑн тӑратмасӑр, айӑпланакана хӳтӗленме май памасӑр ӑна вӗлерме ирӗк памаҫҫӗ терӗм.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл тата ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 26. «Тивӗҫлипе хисеплӗ Феликс прокуратора Клавдий Лисий савӑнӑҫ сунать. 27. Ҫак ҫынна иудейсем тытса вӗлермеллех тапӑннӑччӗ; вӑл Рим халӑхӗн ҫынни иккенне пӗлсе, эпӗ салтаксемпе пытӑм та ӑна хӑтартӑм. 28. Унтан, ӑна мӗншӗн айӑпланине пӗлесшӗн, ӑна вӗсен синедрионне илсе пытӑм. 29. Вара пӗлтӗм: ӑна вӗсем хӑйсен саккунӗ тӗлӗшӗпе тавлашакан сӑмахсем пирки айӑплаҫҫӗ-мӗн, вӗлермешкӗн е сӑнчӑрламашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук. 30. Ман патӑма иудейсем ӑна хирӗҫ каварлашнӑ текен хыпар ҫитрӗ те, эпӗ ӑна хӑвӑртрах сан патна ӑсатрӑм, ӑна айӑплакансене те ун ҫинчен сан умӑнта калама хушрӑм. Сывӑ пул».
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тепӗр каҫхине Павела Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Павел, хӑюллӑ пул! эсӗ Ман ҫинчен Иерусалимра чӑннине пӗлтернӗ пек, санӑн Рим хулинче те ҫаплах чӑннине пӗлтермелле, тенӗ.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Павел Рим халӑхӗн ҫынни иккенне пӗлсен, пинпӳ ӑна ҫыхтарнӑшӑн хӑраса ӳкнӗ.А тысяченачальник, узнав, что он Римский гражданин, испугался, что связал его.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вара пинпӳ Павел патне пынӑ та: кала-ха мана, эсӗ Рим халӑхӗн ҫынни-им? тенӗ.27. Тогда тысяченачальник, подойдя к нему, сказал: скажи мне, ты Римский гражданин?
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Асту, ку ҫын — Рим халӑхӗн ҫынни, тенӗ.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑйне чӗнсемпе туртса ҫыхсан Павел ҫавӑнта тӑракан ҫӗрпӗве каланӑ: сире Рим халӑхӗн ҫыннине ҫаптарма ирӗк панӑ-им? сутсӑрах ҫапла тӑвасшӑн-и? тенӗ.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Хула тарҫисем ҫак сӑмахсене хула пуҫлӑхӗсене каласа панӑ та, лешӗсем, Павелпа Сила Рим халӑхӗ шутӗнчи ҫынсем тенине илтсен, хӑраса ӳкнӗ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Анчах та Павел вӗсене каланӑ: пире, Рим халӑхӗ шутӗнчи ҫынсене, сутсӑрах пӗтӗм халӑх умӗнче хӗнесе тӗрмене хупрӗҫ те халӗ вӑрттӑн кӑларса яраҫҫӗ-и? ҫук, килччӗр те пире хӑйсем кӑларччӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсене хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырса каларӗҫ: ҫак ҫынсем иудейсем пулнӑ май пирӗн хулана пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, 21. пире, Рим ҫыннисене, йышӑнма та, пурӑнӑҫлама та юраман йӑласене вӗрентеҫҫӗ, терӗҫ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Рим ҫыннисене тӳлемелли хырҫӑна Иерусалимра тыткӑна илнисене сутса саплаштарма пулнӑ ҫын ӗнтӗ «иудейсене Турӑ хӳтӗлет, вӗсем ҫавна пула тӗрӗс-тӗкел юлаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ хунӑ саккунсене пӑхӑнаҫҫӗ» тесе пӗлтернӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Никанор ҫапла йышӑннӑ: патшан Рим ҫыннисене памалли икӗ пин талант хырҫӑна тыткӑна илнӗ иудейсемпе саплаштармалла, тенӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑнпа Димитрий патша та ӑна аслӑ священникрах тӑмалла турӗ, 39. ӑна хӑйӗн тусӗсен йышне кӗртрӗ, ҫапла пысӑк мухтава кӑларчӗ, 40. мӗншӗн тесессӗн Димитрий патша ҫакна илтнӗ ӗнтӗ; Рим ҫыннисем иудейсене тус, пӗр канашлӑ тӑракан тӑван тенӗ, Симон янӑ элчӗсене чыслӑн йышӑннӑ, 41. иудейсемпе священниксем Симон ӗмӗрлӗхех, чӑн Пророк киличченех, хӑйсенӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священникӗ пултӑр тесе килӗшнӗ, 42. ҫарпуҫӗ те вӑлах пултӑр, сӑваплӑ вырӑна та вӑлах пӑхса тӑтӑр, халӑха ӗҫлеттертӗр, Иудея ҫӗрне, мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне, керемсене хӑй аллине илтӗр тенӗ, 43. Турӑ Ҫуртне вӑл пӑхса тӑтӑр, пурте ӑна итлеччӗр, ҫӗршыври мӗнпур килӗшӗве унӑн ячӗпе ҫырччӑр, вӑл хӗрхӗлтӗм тумпа, ылтӑн эреш ҫакса ҫӳретӗр тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӗ эпир, Антиох ывӑлне Нуминие тата Иасон ывӑлне Антипатра суйласа илсе, Рим ҫыннисем патне ӗлӗкхи туслӑхпа пӗрлӗхе ҫӗнетме ятӑмӑр.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Рим ҫыннисем Иудея халӑхӗпе ҫапла калаҫса татӑлса килӗшӳ тунӑ.29. На таких условиях заключили Римляне союз с народом Иудейским.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудейсене мӗнле хуравланине вӗсем пӑхӑр хӑмасем ҫине ҫырнӑ, ҫавна ҫырса илсе Иерусалима — килӗшсе те пӗрлӗхлӗ пурӑнмаллине астутарса тӑма — парса янӑ; унта акӑ ҫапла ҫырнӑ: 23. «Рим ҫыннисемпе Иудея халӑхне тинӗсре те, тип ҫӗр ҫинче те ӗмӗр-ӗмӗрех ырӑлӑх пултӑр, хӗҫ те, тӑшман та вӗсенчен аякра тӑччӑр!
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.