Поиск
Шырав ĕçĕ:
Зика — организатор, ӗҫе ҫав тери тӗплӗ те яланах тӗп-тӗрӗс туса пыракан ҫын, ӑна ӗнтӗ нихҫан та улталама, куҫӗсенчен тусанпа сапма ҫукчӗ; вӑл кашни пӗлтерӗвех питӗ тӗплӗн, пур енчен те тӗрӗслетчӗ, унӑн тӗпнех ҫитетчӗ, кашни сӗнӗвех пӑхса тухатчӗ, пирен кашни решени мӗнле пурнӑҫланнине хыттӑн сӑнаса тӑратчӗ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Пирӗн командир ҫакӑн пек решени йышӑнать: пур япаласене те пӑрахас та, ҫумра хӗҫ-пӑшал ҫеҫ хӑварса, ҫуранах пысӑк хула патнелле тухас.И вот командир принял решение: вьюки побросать и с одним оружием пешком выходить на большой город.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Савӑнса кайнӑ Троекуров, ун аллинчен хур шӑмми (перо) илсе, суд решени айне, пӗтӗмпех унпала килӗшни ҫинчен пӗлтерсе, алӑ пусать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Асӑннӑ решени ҫине ҫак судра пулма тивӗҫлисем пурте алӑ пуснӑ…
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак решени тӑрӑх шыраса илекеннине те, ответ тытаканне те, закон хушнӑ пек, аппеляци йӗркипе малтанах пӗлтерес.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Тӗрӗс решени йышӑнатӑн эсӗ, Ҫемушка, — хӗпӗртерӗ Ҫӑрттан, Давыдов хӑйпе пӗрле выртма килӗшнишӗн питӗ кӑмӑллӑ пулса.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.