Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пынине (тĕпĕ: пыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна та халь хӑш тӗлерех чупса пынине кураймаҫҫӗ пуль, анчах вӑл хӑш еннелле кайнине илтеҫҫӗ: ура айӗнче хӑрӑк туратсем хуҫӑлни тӑшмана систерет.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑп ҫак самантра ун патнелле икӗ тӑшман салтакӗ вӑркӑнса чупса пынине асӑрхать.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫа кӗртсе пынине те каланӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Помоги переводом

Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat

Хаксем сӑлтавсӑр хӑпарса ан кайччӗр тесе, кулленех регионта мониторинг туса пынине те каланӑ ведомство ӗҫченӗсем.

Помоги переводом

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Хаксене те шайлашуллӑ тытса тӑрассипе ӗҫсем аван пулса пынине палӑртаҫҫӗ асӑннӑ министерствӑсем.

Помоги переводом

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Халӑх аталанӑвӗ шӑпах та, ҫак ӑнлавсемпе ҫирӗпленсе хӑватлӑн вӑй илсе пынине те асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Помоги переводом

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Паянхи куна калас пулсан, наркӑмӑш аллисене лекнисене ятарлӑ реестра кӗртсе пынине, наркотиксемпе усӑ куракансене уйрӑм тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ Владимир Гладнев.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин муниципалитет шанчӑклӑ аталанса пынине, округ ертӳлӗхӗ ыйтусене татса парассипе республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗ-семпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине каланӑ.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ял ҫыннин пурнӑҫӗ юлашки ҫулсенче епле улшӑнса пынине пурте лайӑх курса тӑратпӑр.

Помоги переводом

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Эпир, ачасем, вӑл иртсе пынине курсанах аяккалла пӑрӑнаттӑмӑр, пӳртсем ҫумне лӑпчӑнаттӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Эпӗ хӑй патнелле пынине курсан, Игнат Васильевич сар ҫу пекех ирӗлчӗ.

Помоги переводом

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Стройка епле пынине кашни кун «Ҫиҫӗм» кӑларса, вырӑнти радиопа анлӑн ҫутатса тӑчӗҫ, агитаторсем те татӑлмарӗҫ кунтан, ташӑ-юрӑ ӑстисем те.

Помоги переводом

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Эпӗ вӑл юланутпа пынине те курнӑ.

Помоги переводом

Вӗҫелисса // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апла пулсан, республика Правительстви тытса пыракан курс тӗрӗс ҫул-йӗрпе пынине ҫирӗплетет», – тесе хушса каланӑ вӑл.

Помоги переводом

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Строительство пайӗнче, халӑха ӗҫ укҫипе тивӗҫтерессинче те кӑтартусем аванах пулса пынине асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Помоги переводом

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Урӑлманкин, ӗҫ мӗн ҫинчен пынине тинех тавҫӑрса илсе, тӑруках ырӑланса, хӑюлланса кайрӗ, чунӗ-чӗри катаччи чупӑвне ҫӗкленчӗ, ҫуланчӑк куҫӗнче чеелӗхпе чӑрсӑрлӑх пӗр-пӗрне ал лапписемпе ҫапса илчӗҫ, шалти хаяр кӳренчӗк вучӗ самант пӑлтлатса сӳнчӗ, йӳҫӗ чуста пек йӳҫенкӗ сӑн-пичӗ тутлӑн-ҫуттӑн йӗлпӗрӗнчӗ, сарӑхнӑ капан шӑлӗ пӳлӗмре каллех тӗксӗм ҫутӑ ҫутрӗ:

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ула Тимӗр тинех шӑмми-шакки йывӑрланса пынине, канӑҫ ыйтнине туйса илчӗ, васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ, вара, рюкзакне ал вӗҫҫӗн йӑтса, каҫ каҫлама картса хунӑ «экстралюксалла» чӑш-чаш, шӑт-шат, чӑштӑр-чӑштӑр мӑраланчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кайӑк, ҫын пынине сиссе, ҫунаттисемпе ҫатӑл-ҫатӑл ҫатӑлтатса илчӗ, анчах хускалаймарӗ, каллех лӑпланса выртрӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ашшӗ ӗҫсӗр выртнипе кӑмӑл-туйӑм енчен хавшаса пынине туять вӑл.

Помоги переводом

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ванюк хуҫӑлса кайнӑ йӗлтӗр юлашкине ҫӗклесе пынине курсан тин хӑйӗн вӗр-ҫӗнӗ, ӳкерчӗкри пек илемлӗ япали никама кӑтартичченех юрӑхсӑра тухнишӗн кӳренсе сасӑпах йӗрсе ячӗ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней