Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ача, тен, саспаллисен кӗнекине те вулама вӗренеймен пулӗ, — вӑл часах чернил кӗленчине ярса тытать…Ребёнок, может, ещё букваря не освоил — она сразу за чернильницу хватается…
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Ирхине ирех Буратино кӗнекине хутаҫа чикрӗ те, сике-сике шкулалла чупса кайрӗ.Рано поутру Буратино положил азбуку в сумочку и вприпрыжку побежал в школу.
Буратино кӗнекине сутать те пуканесен театрне кайма билет илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вырӑсла кӗнекесене вулама лайӑхчӗ, вӗсенче яланах темскер хам пӗлнӗ, хуйхӑллӑ япала сисӗнсе тӑратчӗ, страницӑсем хушшинче аслӑ типӗри чан сасси чарӑнса ларса пытанса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ, — кӗнекине уҫсанах, вӑл хуллен янтӑрама пуҫлатчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Хӑть те мӗн ту, а эпӗ кӗнекине памастӑп!
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗнеки манӑн хамӑнччӗ, — пожарнӑйсен ватӑ начальникӗ ӑна мана памаллипех панӑччӗ, Лермонтов кӗнекине ҫынна пама мана шел пек туйӑнатчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— А ҫав кӗнекине, Демона, эпӗ сана пама пултараймастӑп, уншӑн ҫирӗм пус парам-и сана?— А книгу эту, Демона, я не могу тебе отдать — хочешь двугривенный получить за нее?
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах вӑл кӗнекине илменшӗн эпӗ пит хӗпӗртерӗм.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ситанов тӑрӑшса ӗҫлесе е Лермонтов стихӗсене тетрадь ҫине ҫырса, чӗнмесӗр лапкӑн ларатчӗ, вӑл хӑйӗн пӗтӗм пушӑ вӑхӑтне ҫав ҫыра-ҫыра илессипе ирттеретчӗ, эпӗ ӑна: «Сирӗн укҫа пур вӗт, кӗнекине илмеллеччӗ сирӗн», тесессӗн, вӑл ответлерӗ:
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗнекине эпӗ пытарса хуратӑп, — терӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ унпа килӗшмерӗм, хирӗҫ каларӑм, чӗрре кӗтӗм, кӗрхи тырӑсем пирки лекци вуласа патӑм, ӑна Якушкин академик кӗнекине аллине пама тӑрӑшрӑм:
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Пуринчен ытла вӑл ҫав фокуса Мышецки князӗн «Виноград Российский» ятлӑ кӗнекине кӑтартма юрататчӗ, вӑл «асап тӳснӗ пит тӗлӗнмелле те паттӑр ҫынсен нумай чӑтӑмлӑ та нумай паттӑрлӑхлӑ асапӗсем» ҫинчен ӑраснах лайӑх пӗлетчӗ, Петр Васильевӗ вара ӑна пӗрмаях йӑнӑшсем ҫинче тытма тӑрӑшатчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Час-часах стариксемпе карчӑксем никончченхи вӑхӑтсенче авал пичетленӗ кӗнекесене сутма илсе пыратчӗҫ е ҫавӑн пек кӗнекесен спискисене, Иртизпа Керженец тӑрӑхӗнчи скитницӑсене хитрен ҫырнӑ кӗнекине илсе пыратчӗҫ; Дмитрий Ростовский тӳрлетмен Минейсен спискисене; авал ҫырнӑ иконӑсене, хӗрессене тата финифтьлӗ хуҫлатмалли пӑхӑр иконӑсене, Поморье тӑрӑхӗнче шӑратса тунӑскерсене; кӗмӗл куркасене, ӗлӗк Мускаври князьсем хупахра ларакан ҫынсене панӑскерсене; ҫавна пурне те, вӑрттӑн, шикленсе, аркӑ айӗнчен кӑтартса ҫеҫ сӗнетчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ун патне кӗнекине илсе пырса хуйхӑллӑн тавӑрса парсассӑн, вӑл пӗлсех каларӗ:Когда я принёс ей книгу и с грустью отдал, она уверенно сказала:
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑн пек тӑвасран эпӗ хӑраса карӑм, эпӗ ӑна хам хуҫасене суйни ҫинчен, кӗнекине унтан мар, пачӑшкаран илнӗ тесе калани ҫинчен пӗлтертӗм.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ӑна кӗнекине вуласа тухма ӗлкӗрейменни ҫинчен тата мана вулама чарни ҫинчен каласан, хурланнипе те ҫав хӗрарӑма курнӑшӑн хӗпӗртенипе ман куҫҫуль тухса карӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Кӗнекине илсе кил! — терӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗнекине вуласа пӗтерес килетчӗ, вӑл салтак патӗнче пӑчланасран, е салтакӗ ӑна мӗнле те пулин пӑсасран хӑраттӑм.Хотелось дочитать книгу, было боязно, что она пропадёт у солдата или он как-нибудь испортит её.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ Монтепэн кӗнекине салтак патне леҫрӗм, мӗн пулнине ӑна каласа кӑтартрӑм.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чей чашкине поднос ҫине лартрӗ, кӗнекине сӗтел ҫине пӑрахрӗ те, алӑ тупанӗсене пӗрле тытса, мӑн ҫыннӑн ҫӑра сассипе сӑмахлама пуҫларӗ:
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн кухарки нӳхрепелле кайнине сыхласа тӑрса, эпӗ хыҫалти пусма тӑрӑх улӑхса, пӗчӗк хӗрарӑмӑн хваттерне чупса кӗтӗм, кухняна кӗрсе карӑм — никам та ҫук, пӳлӗмелле кӗтӗм — закройщик майри сӗтел патӗнче ларать, пӗр аллинче унӑн ылттӑнланӑ йывӑр чей чашки, тепринче — уҫса хунӑ кӗнеке; вӑл хӑраса карӗ, кӗнекине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытрӗ те хыттӑнах мар кӑшкӑрма тапратрӗ:
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.