Поиск
Шырав ĕçĕ:
Салхуллӑ кӑвак куҫӗсенчен юхакан куҫҫулӗ тумламӗсене ирӗке ярать.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Агриппинӑн та кӑмӑл кӳтсе килчӗ, куҫҫулӗ шӑпӑртатса анаспа пӗрех тӑрать, анчах — тур ҫырлахах — кӑшкӑрса йӗрсе ярас марччӗ… хытӑрах сасӑпа чӗнчӗ:У Агриппины тоже засвербило в носу, но — упаси Боже — зареветь…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тепри, нимӗн пулман пек кавлесе тӑракан ӗнине пуҫӗнчен ыталаса, куҫҫулӗ витӗр: «Ырӑ ҫынсем, илсемӗр ҫакна! Илӗр манӑн тӑрантараканӑма! — тесе ӗсӗклет.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Генерал пӗр саманта иккӗленсе тӑнӑ: тарӑхнипе ҫурӑлса каяс-и, е креслоран ярса илсе, куҫҫулӗ тухиччен ахӑлтатса кулмалла-и…
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑй тӳрех Ваҫкӑ Васильев ҫине кӑтартать, вӑл икӗ кун каялла ҫеҫ продотрядран таврӑнса куҫҫулӗ тӑкнӑччӗ.И показывает на Ваську Васильева, который дня два вернулся с продотрядом и слезы лил.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эпӗ хама хам питӗ хӗрхентӗм, вара ҫан хӗрхенӳ чарусӑр куҫҫулӗ пулса юхма тытӑнчӗ.Я почувствовал острую жалость к себе, и она хлынула горячим потоком слез.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унӑн куҫӗсене куҫҫулӗ тулчӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Анне вара куҫҫулӗ витӗр ҫемҫен кулса илчӗ:
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Чунӗ ыратнипе вӑл хутлансах ларчӗ, унтан куҫҫулӗ витӗр ҫапла йӑлӑнма тытӑнчӗ.В нём всё сжалось от боли, когда он это подумал, и со слезами в голосе он умолял доктора:
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ку страница пӗтӗмпех вараланса пӗтнӗ, ун ҫине такамӑн куҫҫулӗ тумланӑ тейӗн.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӑхса тӑракансем тӳрех ӑна шеллеме пуҫларӗҫ, халӑх хушшинче пӗр-пӗччен юрласа тӑракан чухӑн ачана курсан пӗр хресченӗн вара куҫҫулӗ те юхса анчӗ.
Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Макк генерал вара Кутузов штабне пырса куҫҫулӗ юхтарсах: — Эсир хӑвар умӑрта телейсӗр те мӗскӗн Макк генерала куратӑр… — тенӗ.И тот, приехав в штаб Кутузова, слезливо доложил: — Вы видите перед собой несчастного Макка…
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ватӑраххисем тархаслани те, ача-пӑчасен куҫҫулӗ те пулӑшман.
Хӑвӑрт тавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хаяр чунлӑ Магелланӑн савӑннипе куҫҫулӗ юхса аннӑ.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Куҫҫулӗ те унӑн юхмаллипех юхнӑ.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ах, эсир, пирӗн аттемӗр, пире ырлӑх параканӗ, — тесе калаҫма тытӑнчӗ вӑл, сӑмахӗсене тӑсса каласа, пит-куҫне ҫав тери салхулантарнӑ пек, кӗҫех куҫӗсенчен куҫҫулӗ юхтарма тытӑнас пек туса, — килсе курмашкӑн аран-аран вӑхӑт тупрӑр пулас!..
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Хӗрарӑм куҫҫулӗ вӑл — шыв…
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
— Мӗншӗн ятлатӑн? — ыйтрӗ вӑл; унӑн куҫҫулӗ те тухрӗ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫав вӑхӑтра урамра темле кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, рожокпа кӑшкӑртма тата литавр ҫапма тытӑнчӗҫ, анчах Андрий ӑна-кӑна илтмерӗ, вӑл хӗрӗн тӗлӗнмелле илемлӗ тути-ҫӑварӗ ырӑ шӑршӑ кӑларса ӑшшӑн-ӑшшӑн сывланине ҫеҫ туйса тӑчӗ, вӑл хӗр куҫҫулӗ хӑйӗн пичӗ ҫине шапӑртатса юхнине, усӑнса аннӑ тутлӑ шӑршлӑ ҫӳҫӗ тӗксӗм пурҫӑн пек йӑлтӑртатса ӑна пӗтӗмпех хупӑрласа илнине ҫеҫ курса тӑчӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӗсенче куҫҫулӗ те типме ӗлкӗреймӗн-ха, куҫ йӗри-тавра чун витӗр тухнӑ нӳрлӗхе курма пулать; кӑкӑр, мӑй тата хулпуҫҫисем пур енчен те илемленсе ҫитнӗ хӗрачана кирлӗ виҫене ларнӑ; ӗлӗк ҫӑмӑл кӑтрашкасемпе пит ҫинелле сапаланса тӑракан ҫӳҫӗ халӗ хулӑм та сарлака ҫивӗт пулса тӑнӑ, унӑн пӗр пайне тирпейлесе хунӑ, тепӗр пайӗ ал тӑршшех усӑнса тӑрать, ҫинҫе те вӑрӑм ҫӳҫ пӗрчисен пӗр пайӗ хутланкаласа кӑкӑрӗ ҫине тӑсӑлса аннӑ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.