Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑй мӗн каланине халь хӑй те ӑнланмасть, пӗтӗмпех лайӑх, калама ҫук лайӑх пулса пынине тавҫӑрса илеймест, унӑн савӑнас пулать, ҫак киревсӗр, ӗҫе пырса тивмен сӑмахсене калас пулмасть.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Унсӑр пуҫне тата тепӗр япала калас килет сана, Виктор.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Манӑн сана ҫакна та калас пулать: пирӗн генерал ҫав тери сӑпайлӑ, кӑмӑллӑ калаҫакан ҫын пулнӑ.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Вӑл, епле калас, социаллӑ тӗрӗслӗхе пурнӑҫа кӗртет.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Шпион та мар вӑл, тӑшман агенчӗ те мар, бандит та, варӑ та мар, паллах, — ун пеккисем ҫинчен ҫийӗнчех, ним тӑхтаса тӑмасӑрах кайса калас пулать.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Акӑ, Виктор, эсӗ илсе кӑтартнӑ тӗслӗх пирки мӗн калас терӗм эп сана, — терӗ Завьялов кӑшт тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн.
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах манӑн ҫакна калас килет: пӗрне-пӗри юратса пӑрахнӑ икӗ ҫынран пӑри самолет ҫинче ларса пырать пулсан, унтан ҫав самолета зенитнӑй снаряд лекет е пулеметран кӑларса янӑ черет витӗрех шӑтарса тухнипе ҫав самолет сывлӑшрах ҫунса каять пулсан…
6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫавӑнпа та урӑххисене никама та калас ҫуккине сана калатӑп.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Завьяловӑн Симонюка мӗнле те пулин ҫивӗч, хаяр, кӳрентермелли сӑмахсем калас, Симонюк тӗрӗс шутламаннине, вӑл усаллӑн, ирсӗррӗн, йӗрӗнмелле йӑнӑшнине кӑтартса парас килчӗ.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Мӗншӗн калас мар-ха?
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫак самантра Володьӑн ӑна темле питӗ кирлӗ, шутсӑр кирлӗ япала ҫинчен калас килчӗ.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах, сана тӗрӗссипе калас пулсассӑн, эсӗ манӑн кӗҫӗрхи каҫа йӑлтах пӑсса пӑрахрӑн.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Ӑна кӳрентермелле мар мӗнле сӑмах тухса калас?
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Мӗншӗн калас тенӗ чухне калама йывӑр?
XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вассан ӑшӑ, ҫутӑ, темле чи ҫепӗҫ юрӑ пек янӑравлӑ (чӑнах ҫапла «янӑравлӑ» тесе калас килчӗ унӑн) сӑн-пичӗ ытарайми илемпе тӗлӗнтерчӗ ӑна.
XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Мӗнле калас, мана килӗшет ку.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Тата кам калас тет? — ыйтрӗ председатель.
XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Вите тӑвасси, мӗнле калас, сирӗнтен, пуҫлӑхсенчен килет-ҫке.
XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Мӗнле калас, халӗ ӗнесен пӗр хуҫа аллине кӑна мар, икӗ хуҫа аллине лекмелле пулать-ҫке.
XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ну, мӗнле калас?..
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.