Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирттерсе (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирттерсе мар, чӑнах хуранта вӗретсе ҫиеҫҫӗ вӗсем курӑк яшкине.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Уйсене унпа имҫамлас тесен экологи тӗлӗшпе экспертиза ирттерсе лицензи илмелле пулнӑ.

Чтобы удобрить им поля, нужно было провести экологическую экспертизу и получить лицензию.

Тислӗке малашне сутма тата туянма ирӗк парӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32215.html

Ҫавӑратпӑр сан хӗрне, Тукай мӑрса арӑмӗ! — шӳт туса ирттерсе ярасшӑн пулчӗ Нияз.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй алманчи ҫынсенчен виҫерен ирттерсе ясак пуҫтарнине вӑл пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ, Урасмет иртӗхнӗ пирки ун патне пӗр ҫын кӑна мар килсе ӳпкелешнӗ.

Помоги переводом

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Столовӑйран тухсан, урам тӑршшипех — хула театрӗ патне ҫитичченех — арҫын ачасем ахӑлтатса пычӗҫ, пӗр-пӗринчен ирттерсе — тӗве пек хартлатса пычӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ирттерсе каламастӑп: кун пек Миллера эп ку таранччен хамӑр сцена ҫинче курманччӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ирттерсе хӑтланни пур комбедра.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тупата тур, ирттерсе мар.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Санитари пуйӑсӗ васкавлӑ груз турттаракан составсене хӑйӗнчен маларах ирттерсе ярать.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тоня мар — ӑна Соня лайӑх туять: ашшӗне те, Мишӑна та вӑл ирттерсе каланӑ ун ҫинчен.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫырма пӗлменнисем юлташӗсене хӑйсен ячӗпе ҫыртарнӑ, лешсем вара, тепӗр чухне, ирттерсе те ҫыркаланӑ — ан тив, хӗпӗртетӗр савнин чӗри.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Чушкӑлла е мечӗкле вылянӑ чухне кам пуринчен ирттерсе тӗл перекенни? — Сашша.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫуршар, чӗрӗкшер е восьмушкӑшар брикетсемшӗн — тенкӗрен ирттерсе тӳленӗ.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Ну, куна эсир ирттерсе каларӑр, Александр Федорович», — кӳренчӗ Феопемпт Анисимович.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унӑн ман ҫума пытаннӑ питне янахӗнчен ҫӗкленӗ май тата ачаннилле ҫак авӑкпа хам та пусӑрӑнчӑклӑн тата ҫепӗҫҫӗн хумханса ӳкнӗскер — Дэзин нӳрлӗ, теветкеллӗ куҫӗсенчен тинкеретӗп; хальхинче шӳтпе ирттерсе яма хевтем ҫитмест.

Подняв за подбородок ее упрямо прячущееся лицо, сам тягостно и нежно взволнованный этим детским порывом, я посмотрел в ее влажные, отчаянные глаза, и у меня не хватило духа отделаться шуткой.

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Юлашкинчен — хула хӑйӗн ҫӗр ҫуллӑхне карнавал ирттерсе уявлама кӑларнӑ йышӑну; Паранпа унӑн партийӗ ӑна та хирӗҫлеҫҫӗ, ҫав йышӑну ҫак ҫынна тилӗрмеллипех тилӗртерет.

Наконец, постановление города праздновать свое столетие карнавалом, которому также противодействовали Паран и его партия, довело этого человека до открытого бешенства.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен тин эпӗ кунтине хӑнӑхрӗҫ, хумханӑвне ирттерсе ячӗҫ те — калаҫма пуҫларӑмӑр.

Лишь спустя некоторое время они освоились с моим присутствием, сильно их волновавшим, и мы начали объясняться.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӑштах ӗшеннӗрен хулленрех утма пикентӗм, ӑш хӑпнине ирттерсе ямашкӑн портри пир ҫи виттиллӗ тавернӑна кӗтӗм.

Несколько утомясь, я задержал шаг и вошел под полотняный навес портовой таверны утолить жажду.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хырӑм выҫҫине ирттерсе ярсан тинех асӑрхарӑм: апатланмӑша хирӗҫ пӑрахут чарӑннӑ, кӑкарӑнать; унӑн пассажирӗсем траппа анма тытӑнсан тӗркӗшӗве пуҫӗпех путса сӑнама пикентӗм: ҫынсем килӗсене е хӑна ҫуртне хӑвӑртрах ҫитмешкӗн ӑшталанаҫҫӗ.

Лишь утолив голод, я заметил, что против харчевни швартуется пароход, и, обождав, когда пассажиры его начали сходить по трапу, я погрузился в созерцание сутолоки, вызванной желанием скорее очутиться дома или в гостинице.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Темиҫе ӗмӗр тӑршшӗнче пуҫлӑхсем Раҫҫей халӑхӗпе мӗнле кӑна тӗрӗслев (эксперимент) ирттерсе пӑхмарӗҫ пуль, пурпӗрех халӑх малтанхи пекех чухӑн, ҫуклӑхра пурӑннӑ, хальхи саманара та ҫаплах пурӑнать.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней