Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Ҫывӑх ҫыннун арӑмне ан ӑмсан, ҫывӑх ҫыннун кил-ҫуртне ан хапсӑн, унӑн уй-хирне те, унӑн арҫын чурине те, хӗрарӑм чурине те, унӑн вӑкӑрне те, ашакне те, [нимӗнле выльӑх-чӗрлӗхне те,] ҫывӑх ҫыннун мӗн пуррине нимӗне те ан хапсӑн, терӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна хӑвӑр чунӑрта ҫирӗп тытӑр: Ҫӳлхуҫа Хорив [тӑвӗ] ҫинче тӑрса сирӗнпе вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫнӑ кун эсир нимӗнле сӑн та курман, 16. ирсӗрленсе, сирӗн хӑвӑр валли суя турӑ кӗлеткисем, арҫын е хӗрарӑм евӗрлӗ йӗрӗхсем, 17. ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр выльӑх кӗлетки, пӗлӗт айӗнче вӗҫсе ҫӳрекен пӗр-пӗр ҫунатлӑ кайӑк кӗлетки, 18. ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр [ҫӗлен-калта] кӗлетки, ҫӗртен аялта шывра ишсе ҫӳрекен пӗр-пӗр пулӑ кӗлетки тумалла ан пултӑр; 19. санӑн тата тӳпе ҫине пӑхса, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене [тата] ҫӳлти пӗтӗм ҫара курса, сӑхланса ӳксе, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр, вӗсене пӑхӑнса тӑмалла ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, вӗсене пӗтӗм тӳпе айӗнчи пур халӑх валли те туса панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев, ҫӗр пӑхма кайса килнӗскерсем, хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ та 7. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне ҫапла каланӑ: эпир пӑхса ҫаврӑннӑ ҫӗр питех те, питех те аван; 8. Ҫӳлхуҫа, пире кӑмӑл курсассӑн, пире ҫав ҫӗре илсе кӗрӗ, ӑна — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пире парӗ; 9. анчах Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, ҫав ҫӗрти халӑхран ан хӑрӑр; вӗсем пирӗн алла лекӗҫ: вӗсен хӳтлӗхӗ пӗтрӗ, пирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр; вӗсенчен ан хӑрӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑвӑн тӑвану ҫука юлсассӑн, пӗтӗмпех пӗтсе ҫитсессӗн, эсӗ ӑна пулӑш, ютран килнӗ ҫын-и вӑл е сирӗн патӑра пырса вырӑнаҫнӑ ҫын-и — пурпӗрех пулӑш, вӑл санпа пӗрле пурӑнтӑр; 36. унран услам та, тупӑш та ан ил, хӑвӑн Туррунтан хӑра; [Эпӗ Ҫӳлхуҫа,] тӑвану санпа пӗрле пурӑнтӑр; 37. ӑна хӑвӑн кӗмӗлне услам тӑвасшӑн ан пар, ӑна хӑвӑн тырруна та тупӑш тӑвасшӑн ан пар.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла каланӑ: священниксене, Аарон ывӑлӗсене, пӗлтер, вӗсене кала: хӑйсен халӑхӗ хушшинче вилнӗ ҫынна сӗртӗнсе хӑйсене хӑйсем ан ирсӗрлетчӗр; 2. ҫывӑх тӑванне ҫеҫ сӗртӗнме юрать, хӑйӗн амӑшне, ашшӗне, ывӑлне, хӗрне, хӑйӗнпе пӗртӑван пиччӗшне-шӑллӗне, 3. качча каймасӑр ун патӗнче пурӑнакан аппӑшне-йӑмӑкне сӗртӗннипе вӑл ирсӗрленмест; 4. вӑл хӑйӗн халӑхӗ хушшинче кама та пулсан сӗртӗнсе хӑйне хӑй ан ирсӗрлеттӗр, таса мар ан пултӑр.
Лев 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне ан кайӑр, асамҫӑсем патне ан ҫӳрӗр, хӑвӑра хӑвӑр вӗсенчен ирсӗрленме ан парӑр.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Хӑвӑн хӗрне аскӑнланма ирӗк парса ӑна ан ирсӗрлет, ҫӗр аскӑнланса ан кайтӑр, ҫӗр аскӑнлӑхпа ан тултӑр.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Юнпа ан ҫийӗр; вӗрӳ-суру ан тӑвӑр, юмӑҫ ан пӑхӑр.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр; хӑвӑн выльӑхна урӑх ӑрупа ан пӗрлештер; хӑвӑн хирне икӗ тӗрлӗ вӑрлӑх ан ак; тӗрлӗ ҫипрен, ҫӑм ҫиппипе йӗтӗн ҫиппинчен, хутӑштарса тӗртсе тунӑ тумтир ан тӑхӑн.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сутра тӗрӗс мар ӗҫ ан тӑвӑр; мӗскӗне ан тапта, аслӑ ҫынна юрама ан тӑрӑш; йӑхташна тӳррипе сут ту.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ан вӑрлӑр, ан суеҫтерӗр, пӗр-пӗрне ан улталӑр.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Нимӗнле выльӑхпа та ан вырт, [вӑрлӑхна] юхтарса унпа ан ирсӗрлен; хӗрарӑм та выльӑхпа пӗтӗҫесшӗн пулса ун умне ан тӑтӑр: ку ирсӗр ӗҫ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Арӑмна унӑн аппӑшӗпе, йӑмӑкӗпе пӗрле качча ан ил, вӑл кӗвӗҫтерекенни пулса ан тӑтӑр, арӑму пурӑннӑ чухнех, ун умӗнчех унӑн ҫарамасне ан уҫ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аҫу арӑмӗн хӗрӗн ҫарамасне, аҫунтан ҫуралнӑскерӗн ҫарамасне, ан уҫ; вӑл [аҫу урлӑ] санӑн йӑмӑку пулать, унӑн ҫарамасне ан уҫ; 12. Аҫу аппӑшӗн, йӑмӑкӗн ҫарамасне ан уҫ, вӑл санӑн аҫупа пӗртӑван.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑр пурӑннӑ Египет ҫӗрӗнчи ӗҫсем тӑрӑх ан пурӑнӑр, Эпӗ сире илсе каякан Ханаан ҫӗрӗнчи ӗҫсем тӑрӑх та ан пурӑнӑр, вӗсен йӑлисем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр: 4. Манӑн саккунсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр, вӗсем тӑрӑх пурӑнӑр.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 9. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене каласа хур: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне йӗрки акӑ ҫакӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне ҫӗрӗпех, ирчченех парне вырӑнӗ ҫинче, ҫунтаракан ҫӗрте, пултӑр, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ун ҫинче ҫунсах тӑтӑр, [ан сӳнтӗр]; 10. священник хӑйӗн йӗтӗн тумтирне тӑхӑнтӑр, аялтан тӑхӑнмалли йӗтӗн кӗпине тӑхӑнтӑр, унтан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парненӗн парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунса пулнӑ кӗлне илтӗр те ӑна парне вырӑнӗ ҫумне хутӑр; 11. вара хӑй ҫийӗнчи тумтирне хывтӑр та урӑх тумтир тӑхӑнтӑр, кӗлне тапӑр тулашне таса ҫӗре илсе тухтӑр; 12. парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫунсах тӑтӑр, ан сӳнтӗр; священник ун ҫинче ирсерен вутӑ чӗрттӗр, ун ҫине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне сарса хутӑр, ун ҫинче тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтартӑр; 13. парне вырӑнӗ ҫинче пӗрмаях вут-ҫулӑм ҫунса тӑтӑр, ан сӳнтӗр.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ун ҫинче урӑх нимӗн те ан ҫунтарӑр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне те, тырӑ-пулӑ парни те ан пултӑр, ун ҫине юхтарса паракан парне те ан юхтарӑр.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Санӑн чиккӳсене Хӗрлӗ тинӗсрен пуҫласа Филисти тинӗсӗ патне ҫитиччен, пушхиртен пуҫласа [аслӑ] юханшыв [Евфрат] патне ҫитиччен тӑвӑп, ҫак ҫӗрти халӑха сирӗн аллӑра парӑп, вара вӗсене ху патӑнтан хӑваласа ярӑн; 32. вӗсемпе те, вӗсен туррисемпе те [ан хутшӑн,] туслӑ пулма канаш ан ту; 33. вӗсем сана Мана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗртчӗр: ҫавӑнпа вӗсем санӑн ҫӗрӳнте пурӑнмалла мар; эхер те эсӗ вӗсен туррисене пуҫҫапас пулсассӑн, ку саншӑн таната пулӗ, тенӗ.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырса сана аморрейсем, хетсем, ферезейсем, ханаансем, (гергесейсем,) евейсем тата иевусейсем патне ертсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсене [сирӗн умӑртан] пӗтерсе тухсассӑн, 24. эсӗ вӗсен туррисене ан пуҫҫап, вӗсемшӗн ан ӗҫле, вӗсен ӗҫӗсем евӗрлӗ ӗҫ ан ту, аркат вӗсене, юписене ишсе антар: 25. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара санӑн тырру-пуллуна, [санӑн эрехне,] санӑн шывна пиллӗ; сирӗн ҫинчен чир-чӗре сирсе ярӑп.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ушкӑн хыҫҫӑн кайса усал ан ту, тавлӑ ӗҫе татса панӑ чухне ушкӑн хыҫҫӑн кайса чӑнлӑхран ан пӑрӑн; 3. ҫынни чухӑн пулнишӗнех ун хутне ан кӗр.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.